Чӑвашлӑх
![]() Николай Плотниковӑн Фейсбукри, cap.ru тата Вера Титова сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ коллаж Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар (Николай) Плотников пысӑк чыса тивӗҫнӗ. Ӑна республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне хатӗрленӗ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Олег Алексеевич паян алӑ пуснӑ. Тӑван чӗлхен пуянлӑхне тӗнчене кӑларас, ӑна ҫитес ӑру валли упраса хӑварас тӗллевпе Аҫтахар Плотников пурнӑҫлакан капашсӑр калӑпӑшлӑ ӗҫе тӳре-шара ҫакӑн пек сума суни халиччен пулманччӗ-ха. Маттур чӑваш арне чыслани чӑвашлӑхшӑн таса чунпа хыпса ҫунакансене тата тӑван чӗлхемӗре хисеп туниех. Чӑваш тӗнчин хастарӗсемшӗн кӑҫалхи Чӑваш чӗлхи кунӗ чылайлӑха асра юлӗ. Николай Плотникова паян Шупашкарта иртнӗ «Тӑван чӗлхе наци культурине упраса хӑвармалли хатӗр шутланать» ҫавра сӗтеле те йыхравланӑ. Вӑл унта «Яндекс.Куҫаруҫӑн» ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Тӑлмача Аҫтахар Плотников ертсе пыракан маттурсем ҫине тӑнипе кӑҫал ӗҫлеттерсе яма май килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Видеоконференци ҫыхӑнӑвӗн мелӗпе йӗркеленӗ ҫавра сӗтеле республика ертӳҫи Олег Николаев, культура министрӗ Роза Лизакова хутшӑнчӗҫ. Юбилей медалӗ парасси ҫинчен паян алӑ пуснӑ списокра, сӑмах май, Алевтина Долгова, Анна Егорова, Александр Степанов тата Татьяна Цыркунова пурришӗн те Чӑваш халӑх сайчӗн редакцийӗ савӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
пĕр йышши журналистсем тепĕр йышши журналистсене «мочить туни» — питĕ йĕркеллĕ япала.
Кунтан та ытларах: журналист вăл хăйĕн коллегисене çеç мар, ытти професси çыннисене те «мочить тума» пултарать. Паллах пăшалпа персе мар, чышкăпа тĕксе мар. Унăн хăйĕн меслечĕ. Перо. Радио. Челевисăр. Интернет.
Ку — унăн ĕçĕ.
Никама та «мочить тума» пултарайман журналист — кирлĕ мар.