«ИрАэро» авиакомпани Шупашкартан пассажирсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине турттарма тытӑннӑ. Ҫапла вара асӑннӑ авиакомпани самолёчӗсемпе пирӗн республикӑран Краснодар, Минеральные Воды, Ҫӗнӗ Уренгой тата Дон ҫинчи Ростов хулисене ҫитме пулать.
Ҫула «Sukhoi Superjet 100» суперджетсем тухаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Уренгойран самолёт эрнекун вӗҫсе килет. Вӑл унтан 12 сехетре хускалать, кунта 16 сехет те 50 минутра ҫитет. Краснодара пирӗн республикӑн тӗп хулинчен эрнекунсерен 17 сехет те 50 минутра тухса каять, 19 сехет те 50 минута ҫитерет.
Краснодартан Шупашкара шӑматкунсерен килме пулать. Унтан суперджет 7 сехет те 25 минутра ҫула тухса Шупашкара 9 сехет те 35 минутра ҫитерет. Ҫав кунах самолёт Дон ҫинчи Ростов хулине 11 сехетре вӗҫсе каять, унта 13 сехете ҫитет те каялла килме 14 сехетре тухать. Дон ҫинчи Ростоври пассажирсем Шупашкара 16 сехете ҫитеҫҫӗ. 17 сехетре самолёт кунтан Минеральные Воды хулине вӗҫсе каять, унта 2 сехетрен ҫитерет.
Минеральные Воды хулинчен Шупашкара самолётпа вырсарникунсерен килме пулать. Унтан самолёт 7 сехет те 40 минутра хускалса 9 сехет те 40 минута ҫитерет. Ҫав кунах самолётпа Ҫӗнӗ Уренгоя тухса кайма пулать.
Шупашкарти аэропортӑн партнерӗсем — авиакомпанисем — килес ҫулхи та ҫулла Чӑваш Енрен ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине вӗҫессине пӗлтернӗ.
«Победа» авиакомпани Санкт-Петербурга ҫӳрекен рейссен шутне ултта ҫитересшӗн. Хальхи вӑхӑтра Шупашкартан Питӗре самолётсем эрнере 4 хутчен вӗҫеҫҫӗ. Сочине Шупашкартан хутлакан авиарейссен шутне лоукостер кӑҫалхиллех хӑварӗ. Тепӗр майлӑ каласан, эрнере — 4 хутчен. Симферополе вара рейссен шучӗ нумайланӗ. Унта «Северный ветер» авиакомпани эрнере 3 хутчен вӗҫӗ (кӑҫал 2 хутчен вӗҫӗ). «Smartavia» компани вара килес ҫул та эрнере пӗр хутчен хутлӗ.
Аэрофлот «Победа» авиакомпанипе пӗрле пӗрлехи рейссене билетсем сутма пуҫланӑ. Пӗр авиарейсран тепӗр авиарейс ҫине Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче куҫса ларма май килӗ.
Код-шеринг килӗшӗвӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, лоукостер Аэрофлотӑн SU кочӗпе пассажирсене ӗнертенпе, утӑ уйӑхенченпе, турттарма тытӑннӑ. Кун пек мелпе самолётсем Шереметьевӑран Барнаула, Махачкалана, Ӗпхӗве, Чӗмпӗре, Владикавказа, Минеральные Воды хулине, Шупашкара, Горно-Алтайска, Петрозаводска, Нальчика, Перме тата асӑннӑ ҫав хуласенчен каялла, Мускаври Шереметьевӑна, вӗҫеҫҫӗ.
«Победа» авиакомпани Шупашкартан Мускава хушма авиарейс уҫма йышӑннӑ. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма рейспа самолет 17 сехет тӗлӗнче ҫула тухмалла. Авиарейс кашни кунах пулмалла. Рейс ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлӗ.
Хушма рейспа уҫакан самолет Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче анса ларӗ. Халӗ «Победа» «Внуково» аэропортран Шупашкара килсе каялла та унтах илсе каять. Мускава ҫӳрекенсенчен пӗр пайӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Шереметьево» аэропортне вӗҫме ӗмӗтленни пирки Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри страницинче унччен тӑтӑшах ҫыркалатчӗ.
Шупашкартан Мускава ирсерен вӗҫекен ирхи хӑш-пӗр авиарейса пӗтерме йышӑннӑ.
Шупашкарти аэропорт тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рейссене пӗтерме «Nordwind» авиакомпани йышӑннӑ.
Маларах туянса хунӑ билетсене тавӑрса парас, ылмаштарас ыйтупа «Nordwind» тата «PegasFly» авиакомпанисен хӗрӳ линийӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлме сӗнеҫҫӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 8 (800) 222-48-44, 8 (800) 222-49-44.
Маларах эпир Чӑваш Енре самолетпа ҫул ҫӳрекенсем йышланнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Шупашкарти аэропорт хӑйӗн пилӗк уйӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗччӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче ҫулталӑк каяллахи ҫав тапхӑртинчен 50 процент нумайланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |