|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йытта тӑватӑ ураллӑ тус тесе усракансенчен хӑшӗсем ҫак чӗрчуна ҫынран та ытларах юратаҫҫӗ-ши? Ҫӗркаҫ, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫре пурӑнакан Андрей Максимов ятлӑ ҫамрӑка йытӑ тапӑннӑ. Каччӑ Первомайски урампа пынӑ. «Гавань» лавкка тӗлне ҫитсен вӑл йытӑпа утакан арҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра каччӑ ҫине овчарка сикме пуҫланӑ. Кӗҫех ҫыртса та илнӗ. Йытӑ хуҫи ним те тӑвайман. Сӑмсалӑх тӑхӑнтартмалла тенине вӑл хӑлхана чикмен. Шар курнӑ каччӑ ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын Советски урамӗнчи 65-мӗш ҫуртра пурӑнать. Вӑл унӑн ятне те пӗлет. Поста сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри йытӑ хуҫин хушаматнех асӑннӑ. Каччӑна тухтӑр патне кайса урнӑ чиртен укол тутарма тата йӗрке хуралҫисене заявлени ҫырса пама сӗнекенсем те тупӑннӑ. Хӑшӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫавӑн йышши унчченхи пӑтӑрмах пирки полицейскисене пӗлтернӗ, анчах усси пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри пӑри кӗрпи Раҫҫейре чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 9-12-мӗшӗсенче, Мускавра «Ылтӑн кӗркунне» агропромышленноҫ куравӗ иртнӗ. Шӑпах ҫавӑнта Чӑваш Енри пӑри кӗрпи палӑрнӑ. Ку кӗрпене курава Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ фончӗ илсе кайнӑ. «Пысӑк пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫ туса кӑларнишӗн» номинацире Чӑвашри пӑри кӗрпин икӗ тӗсӗ – шлифлани тата вӗтетни – палӑрнӑ. Вӗсем ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: пӑрие Патӑрьел районӗнчи фермер хуҫалӑхӗсенче ҫитӗнтернӗ. Курава кӑҫал туса илнӗ кӗрпене илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() 34.ua сайтри сӑн Паян ЧР Элтеперӗ яланхи пекех планерка ирттернӗ. Хальхинче ҫӗрулми тата сыр хакӗсем пирки калаҫнӑ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне ҫӗрулми 13 тенкӗ тӑрать. Пирӗн республикӑри хак – чи пӗчӗкки, ытти регионсенче вӑл хаклӑрах. Сыр та пирӗн регионта йӳнӗ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнче вӑл йӳнӗ пулнипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, ҫӗршывӗпе вара – иккӗмӗш вырӑн. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗ сӑлтавсӑр ӳсмелле мар - Михаил Игнатьев канашлура кун пирки пусӑм тусах каланӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() kp.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10 сехет те 15 минутра Шупашкарти пӗр урамра ватӑ хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен курнӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анестезиологи тата реанимаци бригади вырӑна 5 минутранах ҫитнӗ. Хӗрарӑма медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ, анчах ҫул ҫинче вӑл сывлама пӑрахнӑ. Сергей Кузнецов тухтӑр унӑн клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ. Реаниматологсем пӗр тӑхтамасӑр пациента пулӑшма пуҫланӑ. Ватӑ хӗрарамӑн ӳпкине искуственнӑй майпа сывлаттарнӑ, чӗрине массаж тунӑ, юн тымарӗнчен эмелсем янӑ. Телее, тухтӑрсем ватӑ хӗрарӑмӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче харӑсах икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку савӑнӑҫ Вырӑскасси тата Таяпа Энтри ялӗсенче пурӑнакансем патне ҫитнӗ. Нумаях пулмасть Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Унта Хирти Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем те сывлӑхне тӗрӗслеттерме ҫӳрӗҫ. ФАП фельдшерӗ 430 ытла ҫынна пӑхса тӑрӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӑлӑртнӑ тӑрӑх, подряд организацийӗсем ӗҫе пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра тунӑ. Ҫӗнӗ ФАПсенче сывлӑха тӗрӗслеттермешкӗн условисем ҫителӗклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() kazan.kp.ru сайтри сӑн Елчӗк районӗн прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ: пӗр вырӑнта производство каяшӗсен санкцилемен свалки пур-мӗн. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ – чӑнах та ҫапла иккен. Прокуратура акӑ мӗн тупса палӑртнӑ: 0,08 гектар ҫинче ҫӗрулми юлашкисем, ҫеткӑллӑ михӗсем купаланса выртнӑ. Пӗтӗмпе – 25 кубла метра яхӑн. Свалка 6-7 уйӑх каяллах пулнӑ. Ҫакна кам тунине палӑртайман-ха. Ҫӗрулми каяшӗн купи - Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче. Ведомство Елчӗк район администрацине каяша пуҫтарма хушнӑ, мӗншӗн тесен вӑл тавралӑха сиен кӳрет, ҫынсен правине пӑсать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Патшалӑх Думи хӑш уйӑхра канни тупӑшлӑраххине уҫӑмлатнӑ. Ӗҫ кунӗсем сахал уйӑхсенче (кӑрлач, ҫу) кансан ҫыннӑн отпуск укҫи сахал тухӗ. Вӑл вӑхӑтра ӗҫ кунӗсем хаклӑрах. Ҫав вӑхӑтрах кану кунӗсем тӑршшӗне уяв кунӗсен шучӗпе ӳстерме пулать. Кӑна кӑрлач тата ҫу уйӑхӗсем пирки калама пулать. Отпуск укҫине канмалли кунсемшӗн тӳлӗҫ, анчах шалу илеймӗн. Уяв кунӗсем отпуска лексен вӗсене черетлӗ кану кунӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хушса парӗҫ. Маларах эпир уяв кунӗсенче ӗҫленӗшӗн ҫынсене унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлемеллине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх федераци служби аса илтернӗ. Укҫашӑн хыпса ҫунманнисем е «кӗмӗл» ытлӑ-ҫитлисем укҫа вырӑнне канмалли кун илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Александр Колбасов (ТАСС) сӑнӳкерчӗкӗ Абакан хулин мэрӗ Николай Булакин ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Хакас Республикин тӗп хулин пуҫлӑхӗ сарӑмсӑр вилӗмпе куҫ хупнине ТАСС информаци агентствине Хакас Республикин правительствин пресс-службинче ҫирӗплетнӗ. Пӑтӑрмах Красноярск крайӗнчи Топольки ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Николай Булакин тытса пыракан «Ford» автомобиль Р-257 «Енисей» трассӑпа пынӑ чух ҫул айккине чӑмнӑ, йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ. Ҫакӑн пек малтанласа пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Инкекре вырӑнтах вилнӗ мэр. Булакин 1952 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Томскра ҫуралнӑ. Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Мускав облаҫӗнчи конструктор бюровӗнче инженерта ӗҫленӗ. Мускаври авиаципе технологи институтӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Красноярскри политехника институчӗн Абаканти филиалӗнче ӗҫленӗ. 1995 ҫулта ӑна Абакан мэрӗ пулма суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш режиссерӗ «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ ордена тивӗҫнӗ. Сӑмах СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев пирки пырать. Ӑна тӑван ҫӗршыв культурине тата ӳнерне аталантарас енӗпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Владимир Путин хавхалантарма йышӑннӑ. Хушӑва вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Валерий Яковлева (вӑл — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ) пысӑк наградӑпа РФ культура министрӗ Владимир Мединский телеграмма янӑ, чунтан саламланине палӑртнӑ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа тӗлпулу иртнӗччӗ. Мероприятие пултаруллӑ ҫыннӑн 80 ҫулхине халалланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем Чӑваш тӗрррин кунӗ пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Ӑстасем Михаил Игнатьев Элтеперпе юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тӗл пулнӑ. Курнӑҫу Чӑваш тӗррин музейӗнче иртнӗ. Унта чӑваш халӑхӗн пуян культура эткерлӗхне упраса хӑварас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ. Тӗрӗҫӗсенчен пӗри, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева, Чӑваш тӗррин кунне йышӑнма сӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ун пек кун ӳнерӗн ҫак енӗпе халӑха кӑсӑклантарма, ӑстасен опытне анлӑ сарма пулӑшӗ. Паян, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче преподавательсем студентсене халӑх ӳнерӗпе ҫывӑхлатаҫҫӗ. Ӑстасем тӗлпулӑва хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
