Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тренкассинчи РФ Геройӗ Д.Семенов ячӗллӗ вӑтам шкулта агротехнологи класӗ уҫӑлнӑ.
Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аграри класӗ чечек ӗрчетес енӗпе ӗҫлеме пуҫлӗ. Аграри класне Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ пулӑшнипе уҫнӑ.
Ку класра шкул ачисем ӳсен-тӑран тата чечек ӳстерес ӗҫре ҫӗнӗ йышши меслетсене тӗпчеме пуҫлӗҫ, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ йышши технологисемпе усӑ курса тӗрлӗ сӑнав туса ирттерӗҫ.
Агрокласа шкул ачисене ял хуҫалӑх производствин, биотехнологин никӗсне вӗрентес, ӑнлантарас тӗллевпе уҫнӑ.