Пӑтӑрмахсем
![]() simferopol.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын ҫурта газпа хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ. Парӑм пухса тултарнӑран унӑн пӳртне ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне пыма пӗлтӗрех чарса лартнӑ. Анчах вӑл ҫурта газ парӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха. Ку вӑл чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын каллех газпа усӑ курма тытӑннӑ. Ҫурта хальхинче те газ пӑрӑхӗпе хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ. Ҫакна газ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тупса палӑртнӑ. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын газовиксене 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫынсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Патӑрьел районӗнчи суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chita.sm-news.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче темле ҫыракан та пур. Хӑшӗсем пӗр-пӗр ҫыннӑн страницине ватаҫҫӗ те унӑн ҫывӑх ҫынни вилни е йывӑр чирлени, ҫавӑнпа укҫа-тенкӗ кирли пирки хыпарлаҫҫӗ. Тусӗсен йывӑр хуйхӑ тесе пӗлӗш-тӑванӗ пулӑшма васкать. Шупашкарти банксенчен пӗринче ӗҫлекен 32 ҫулти хӗрарӑм патне те ҫавӑн пек хыпар ҫитнӗ. Ӑнӑ тусӗн ҫывӑх ҫынни вилни ҫинчен систернӗ. Ҫынна тирпейлесе пытарма тӑкаклине банк ӗҫченӗ аван ӑнланнӑ. Тусне хайхи хӗрарӑм 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине вӑл каярах ӑнланса илнӗ-ха. Анчах укҫа паллӑ мар ҫынсем патне куҫса кайма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Шӑнман пӑрпа такам лартса янине тавҫӑрнӑ хыҫҫӑн банк ӗҫченӗ пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ унтисем ултавҫӑсене тупса палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре туса кӑларакан мороженӑй Казахстана ӑсанать. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Федерацин таможня тытӑмӗ хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ. Раҫҫейрен ют ҫӗршывсене ӑсанакан мороженай калӑпӑшӗ 2019 ҫулта 7,2 процент нумайланнӑ. Ҫакӑнта Шупашкарти «Волга АЙС» предприяти тӳпи те пур. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Шупашкарти предприяти Казахстана хӑйӗн продукцине 7,3 пин долларлӑх ӑсатнӑ. Тӑватӑ ҫул каялла пирӗн ҫӗршывран мороженӑя 24 ҫӗршыва ӑсатнӑ, кӑҫал ҫак хисеп 37 ҫӗршывпа танлашнӑ. Пысӑк импортерсенчен пӗри — Казахстан, иккӗмӗш вырӑнта – Монголи, виҫҫӗмӗшӗнче — Украина. Раҫҫей мороженӑйӗ Канадӑпа АПШна та, Китайпа Сенегала та ӑсанать. Мороженӑй туса илекенсем Европӑри ҫӗршывсемпе те туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ялта тухтӑр пулса ӗҫлес текенсене ҫула кура тиркемӗҫ. Ҫулланнӑ тесе халӗ те хурламан-ха шурӑ халатлисене. Анчах «Земство тухтӑрӗ», «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе усӑ курас тесен специалистсен ҫулне пӑхнӑ. Ялта ӗҫлеме вырнаҫас текенсене малашне пурне те укҫа парса хавхалантарӗҫ. Кунта сӑмах 50 пин ҫын таран пурӑнакан ялсемпе район центрӗсене каякансем пирки сӑмах пырать. Ҫак ыйтӑва ӗнер Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви халӗ 411 врач ҫитменнине пӗлтерет, медицина сестрисем те пурӗ 294 ҫын кирлӗ. Ҫула кура чарӑва пӑрахӑҫласан «Земство тухтӑрӗ», «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе 1200 врачпа 250 ытла фельдшер усӑ курайӗ. Хальлӗхе ҫак программӑсемпе 460 врачпа 50-а яхӑн фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Чылайӑшӗ уява хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинчи культура ҫуртӗнче Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫисем уҫӑлнӑ. Палӑртмалла: асӑннӑ тӑрӑхра Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫисем виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансен шучӗ те ҫулра-ҫул ӳссе пырать. Ӑсталӑх лаҫҫине ҫӳрекенсем алӑ айӗнчи япаласенчен хитре япаласем ӑсталаҫҫӗ. Ав нумаях пулмасть вӗсем хутран юр пӗрчисем касса кӑларнӑ, пӗр-пӗрне тӗлӗнтернӗ. Ӑсталӑх лаҫҫинче хатӗрленӗ япаласене вӗсем тӑванӗсемпе тусӗсене парнелеҫҫӗ, хӑйсем те усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче ырӑлӑх шкапӗ пур. Пулӑшма май пур тӑк шкапа япала хума юрать. Пулӑшу кирлӗ тӗк ҫав шкапран япала илме ирӗк пур. Ырӑлӑх шкапне пӗр эрне каялла Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17/25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку шухӑш вырӑнти коммерци организацийӗн пулнӑ. Малтанах ҫак шкап апат-ҫимӗҫ йышӑнмалли-памалли пункт пулать тесе палӑртнӑ. Анчах ӑна вырнаҫтарсанах ҫынсем тумтир, пушмак, ача-пӑча япали, теттесем, кӗнекесем илсе килме тытӑннӑ. Шкап кунсеренех ҫӗнелсе-пуянланса пырать. Ир енне сентресем пушанаҫҫӗ. Эппин, унта пырса чылай ҫын пулӑшу илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулинче пӗр арҫын нумайх хутлӑ ҫурт тӑррине хӑпарса кайнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Арҫын вӑйлах ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Иртен-ҫӳрен ҫурт тӑрринче ҫын пулнине асӑрхасан хӑраса ӳкнӗ, ҫӑлав службине шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах арҫын унтан хӑйех анма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кайран иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ. Ҫурт тӑрринчен ансан ӳсӗрскере тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Медиксем ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн психиатри экспертизи ирттермешкӗн янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӗнеке хуплашки Нумаях пулмасть Сербин тӗп хулинче, Белградра, «Алма» издательствӑра, Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» (Каҫ кӗвви) ятлӑ пуххи кун ҫут курнӑ. Унта чӑваш поэчӗ тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем — «Ҫичӗ кӗлӗ», «Илемпи», «Телейлӗ лӗпӗш», «Салтак арӑмӗ», «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» т.ыт.те — кӗнӗ. Вӗсене пурне те сербсен ку чухнехи питех те пултаруллӑ поэтесси тата куҫуруҫи Даяна Лазаревич куҫарнӑ. «Каҫ кӗвви» кӗнекен умсӑмахне чӑваш халӑхӗн ҫывӑх тусӗ, Беларуҫ Республикин Информаци министрӗ Александр Карлюкевич ҫырнӑ. Асӑннӑ кӗнекен хыҫсӑмахе ҫыраканӗ вара — серб халӑхӗн тӗнчипе паллӑ прозаикӗ тата публицисчӗ Милутин Джуричкович доктор. Вӑл чӑваш поэчӗн Даяна Лазаревич сербла куҫарнӑ сӑввисене пысӑка хурса хакланӑ. «Каҫ кӗввисем» кӗнекене вулакансем В. Туркай биографийӗпе те паллашма пултараҫҫӗ. Кӗнеке тиражӗ – 200 экземпляр. |
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Комсомольскинче прокуратурӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ҫакна паллӑ пулӑм тесе палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ҫурта хута янӑ чухне тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивнӗ, ҫапах вӗсене парӑнтарнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта халӑха ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тунӑ. Малашне ҫынсене пӗрремӗш хутра ятарлӑ пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Унта кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем те кӗрсе тухайӗҫ. Прокуратура ҫурчӗ икӗ хутлӑ, унта ӗҫ пӳлӗмӗсем, архив, видеоҫыхӑнупа тивӗҫтернӗ конференц-зал пур. Ӗҫченсем машинисене ятарлӑ стоянкӑна лартма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехет те 20 минутра Шупашкарти Айхи проспектӗнчи ҫул ҫинче, «Садовый» микрорайонта, 17 ҫулти хӗре машина ҫапса кайнӑ. Ҫамрӑкскер светофор ҫук вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, ун ҫине «ВАЗӑн» вунтӑваттӑмӗш моделӗ пырса кӗнӗ. Йывӑр суранланнӑ пикене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнаҫӗшӗн икӗ эрне кӗрешнӗ, анчах, шел те, ҫамрӑкскерӗн чӗри тапма пӑрахнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 18 ҫулти каччӑ ларнӑ, вӑл урах пулнӑ. Хайхискер водитель правине 3 уйӑх каялла кӑна илнӗ, анчах ҫав кӗске хушӑра та ҫул-йӗр правилисене пӑсшнӑшӑн 8 штраф илме ӗлкӗрнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.