Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Унчченрех вырӑсла калаҫма пӗлекен чӑвашсем вырӑсла калаҫма пӗлмен чӑвашсен умӗнче хӑйсене лешсенчен ӑслӑрах, вырӑсла каласан, „крутойрах“ ҫын вырӑнне хунине астӑватпӑр-ха. Чӑвашла каласан „чӑнкӑрах“ ӗнтӗ. Анчах юлашки саманара ун пек пулма пӑрахрӗ : ҫын вырӑсла калаҫма пӗлни вӑл ыттисенчен ӑслӑрах е „крутойрах“, „чӑнкӑрах“ пулнине кӑтартмасть. Мӗншӗн тесен паянхи кун кашни чӑваш ҫынниех, пӗчӗк ачаран пуҫласа чи ватӑ ӳсӗмри мучиччен е карчӑкчченех, нумай чухне вырӑссенчен те ирттерсе, вырӑсла шатӑртатса лайӑх калаҫать. Ҫавна пула хальхи вӑхӑтра, ху вырӑсла калаҫма пӗлнипе никама та тӗлӗнтереймӗн те, мухтанаймӑн та „чӑнкӑ“ та пулаймӑн. Урӑхла каласан паянхи чӑваш вырӑсла калаҫма пӗлни- нимле „крутой“ япала та мар, урӑхла пулма та пултараймасть. Сӑлттавне каларӑм.

Ҫакна пӑхмасӑрах, паян нумай чӑваш ашшӗ-амӑшӗ, ачисем ыттисенчен „чӑнкӑрах‘ пулчӑр тесе пулас, пурпӗрех, вӗсене тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентмесӗрех, инерципе вырӑсла ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшать-ха. Урӑхла каласан, вырӑсла ҫеҫ калаҫакан ача чӑвашла калаҫакан ачаран „ӑслӑрах“ пек туйӑнать пуль ҫав вӗсене.

Малалла...

 

Тӗнчере

Никита Тӗнче мӑшӑрӗпе Настьӑпа тата хӗрӗпе Аяранпа ҫул ҫӳреве тухса кайнине Чӑваш халӑх сайтӗнче эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ Никита Америкӑра ӗҫ шырать. Ҫакӑн пирки вӑл пӗр видеохостингра пӗлтернӗ.

Аса илтерер: Никита Тӗнче ҫемйи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Европӑна велосипедсемпе тухса кайнӑччӗ. Виҫӗ уйӑхра ҫемье чылай ҫӗршывра пулчӗ. Кайран йыш Африкӑна кайрӗ. Унта вӗсем паромпа ҫитнӗ. Мароккӑри Касабланка хулинчен ҫемье Ҫурҫӗр Америкӑна вӗҫсе кайнӑ. Халӗ вӗсем Нью-Йоркри Бруклин районта тӗпленнӗ. Унта вӗсене поляксен ҫемйи йышӑннӑ. Халӗ Никита хӑйне валли ӗҫ шыранине пӗлтернӗ. Тӗнчесесем Америкӑра хӗл каҫма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Ҫемье хӑйсене укҫапа пулӑшнисене (кам 50 тенкӗ, кам 100, кам 7 пус куҫарса панӑ) тав тӑвать.

 

Чӑвашлӑх

Пӗрремӗш канал журналисчӗсене чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗ килӗшнӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарта пулнӑ. Мускавран Хусана кайма тухнӑскерсем ҫула май пирӗн патра чарӑннӑ. Шупашкарта чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланнӑ. Журналистсене хуран куклипе, какай шӳрпипе, чӑкӑтпа тата шӑрттанпа хӑналанӑ. Апат-ҫимӗҫ хӑнасене килӗшнӗ.

Шупашкарта пулнӑ май журналистсем Амӑшӗн палӑкӗ ҫине улӑхнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн шалти пайне кӗрсе пӑхнӑ. Сӑра музейӗнче те пулнӑ. Унта ӗҫлекенсем чӑваш сӑрине вӗретмелли вӑрттӑнлӑхпа паллаштарнӑ. Учрежденире ӗҫлекен арҫын британи актерне Энтони Хопкинсона аса илтернине те асӑрханӑ вӗсем.

Мускаври журналистсем ӳкернӗ сюжета эрнекун, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61051
 

Сывлӑх

Ҫак уйӑхра Канаш район пульницинче ватӑ ҫынсен пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ. Гериатри пӳлӗмӗ 75 ҫул урлӑ каҫнисене йышӑнать. Ӑна аслӑ ҫулхисем валли «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уҫнӑ.

Гериатри пӳлӗмӗ кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ятарлӑ пулӑшӑва унта 12 ҫынна кӳнӗ те.

Гериатри пӳлӗмӗнче Канаш хулинче, Канаш тата Йӗпреҫ районӗсенче пурӑнакан ватӑсене йышӑнаҫҫӗ. Пӳлӗмре 10 койка вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, гериатрсем ватӑсен пурнӑҫне лайӑхлатассипе чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Канашри район пульницинче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев пулнӑ. Вӑл учрежденин инфекци тата терапи уйрӑмӗсем епле ӗҫленипе, хирурги уйрӑмне юсанипе паллашнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Васкакан вакка сикнӗ теҫҫӗ. Пӗрне-пӗри ҫул парас мар тесе сӗмсӗрленнипе ҫул ҫинче сахал мар инкек пулса иртет.

Вӑрнар районӗнче, акӑ, икӗ машина ҫапӑннӑ. Инкеке Renault «Megan» тата «ВАЗ-21101» автомобильсем лекнӗ. Малтанласа шушӑшланӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина ВАЗ автомобиле тӗп ҫул ҫине тухнӑ чух ҫул паман.

Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ВАЗ водителӗ, 24 ҫулти ҫамрӑк арҫын, вилнӗ. Унӑн 22 ҫулти мӑшӑрӗ (вӑл йывӑр ҫын пулни паллӑ) тата вӗсен 2 ҫулти ывӑлӗ пульницӑна лекнӗ.

Инкекшӗн айӑплӑ тесе шухӑшлакан водителе тӗрӗсленӗ те ӳсӗррине палӑртман. Вӑл та халӗ пульницӑра сипленет.

Ҫул ҫинчи инкек мӗнле сӑлтавпа пулса иртнине специалистсем каярах татӑклӑн калӗҫ-ха. Халӗ тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.

 

Персона

Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ чӑваш поэзине никӗсленӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа сумлӑ уяв ирттернӗ.

Унта тӳре-шара, культура ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе поэтсем, депутатсем, поэт пултарулӑхне сума сӑвакансем пухӑннӑ. Сцена ҫине тухса чылайӑшӗ поэт-трибунал пирки ӑшӑ сӑмах каланӑ. Театр фойинче Ҫеҫпӗле халалласа хатӗрленӗ курав ӗҫленӗ.

Ҫеҫпӗл Мишшин премине тивӗҫнӗ лауреатсем те астӑвӑм каҫӗнче пулнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн ертӳҫи Валери Туркай премие Дагестан халӑх поэтне, авар сӑвӑҫне, Дагестанри Писательсен союзӗн ертӳҫине Магомед Ахмедова тата СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗн ертӳҫине Александр Тукмакова панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Цивильск и район» (чӑв. Ҫӗрпӳ тата район) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, 27 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Килтен тухса кайса ҫӗтни — Григорьева (пӗлтерӳре ГригорьевНа тенӗ те, йӑнӑшнӑ курӑнать) Анна Андреевна. Вӑл чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухса кайнӑ иккен. Ҫӗтни Ҫӗрпӳре пурӑнать. Уншӑн пӑшӑрханса пӗлтерекенни — Ульяна Васильева.

Ҫухалнӑ хӗрарӑм мӗнле тумпа пулнине те, ытти паллӑна тс асӑнман.

Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗр ҫухалнине хыпарланӑччӗ. Тӑванӗсем ыйтнипе пикене Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шырама пикеннӗччӗ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӗр сас панӑ. Вӑл килтен ятарласа тухса кайнине, хӑйне шырамалла маррине пӗлтернӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
interfax.ru сайтри сӑн
interfax.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 29-ти арҫын, унччен судпа 5 хутчен айӑпланнӑскер, хальхинче ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫуллӑх лекнӗ. Ӑна ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпланӑ. Ҫав ҫын – унӑн 59 ҫулти ашшӗ.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал авӑнӑн 2-мӗшӗнче вӑл пиччӗшӗ патӗнче пулнӑ, вӗсем эрех ӗҫнӗ. Кайран хайхискер ашшӗне тискеррӗн хӗненӗ, тумтирӗнчен тытса бетон урайне пуҫӗпе ҫапнӑ. Лешӗ пуҫӗ суранланнӑран, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑран васкавлӑ медпулӑшу машини ҫинчех вилсе кайнӑ.

Палӑртмалла: арҫын тӗрмерен 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тухнӑ. Унӑн татса пӗтермен айӑплав та пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61038
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ.

Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, ку Культура ҫурчӗ республикӑра чи инновациллӗ шутланать. Кунашкалли тата 25 ҫурт пулмалла-мӗн. Шӑхасанти культура ҫуртне сусӑр ҫынсем те кӗрсе тухайӗҫ – унта лифт та пур.

Культура ҫуртне тумашкӑн 55 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 300 ҫын вырнаҫмалӑх курав залӗ, кружоксем ӗҫлемелли пӳлӗмсем пур. Кунтах халӑх театрӗ, ветерансен хорӗ, фольклор ушкӑнӗ тата ытти пултарулӑх ушкӑнӗ вырнаҫма пултарӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61027
 

Сывлӑх
НТВ телеканал тунӑ видео скринӗ
НТВ телеканал тунӑ видео скринӗ

Шупашкарта пурӑнакан арҫынна 2002 ҫулта операци тунӑ – аппендикс касса илнӗ. Унтанпа, 17 ҫул, вӑл хырӑм ыратнипе аптӑранӑ. Тухтӑрсем тӗрлӗ диагноз лартнӑ: гастрит, панкреатит. Кӑҫал ҫулла тухтӑр ӑна рентген тума янӑ. Хырӑм мӗншӗн ыратни ҫийӗнчех паллӑ пулнӑ: 17 ҫул каялла операци тунӑ вӑхӑтра йӗп манса хӑварнӑ, вӑл организмрах юлнӑ.

Йӗппе ҫийӗнчех кӑларнӑ. «Ҫывӑраймастӑм. Мӗншӗн тесе шутлаттӑм. Халӗ лӑплантӑм, киле ҫитсенех ҫывӑрса кайрӑм», - каласа кӑтартнӑ арҫын НТВ ӳкернӗ сюжетра. Вӑл куншӑн компенсаци шыраса илесшӗн.

Судчен пульницӑра тухтӑрсемпе калаҫса татӑлма май килмен. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫын организмри ют япалапа виличченех пурӑнаять. Тӗслӗхрен, вӑрҫӑра снаряд ванчӑкӗ лекнӗ салтаксем. Анчах арҫыннӑн организмӗнче шӗвӗр япала юлнӑ-ҫке, вӑл темӗнле сиен те кӳме пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61033
 

Страницӑсем: 1 ... 1627, 1628, 1629, 1630, 1631, 1632, 1633, 1634, 1635, 1636, [1637], 1638, 1639, 1640, 1641, 1642, 1643, 1644, 1645, 1646, 1647, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.