Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре йӑлари каяшсене тирпейлекенсен ассоциацине туса хума йышӑннӑ. Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн ячӗ те паллӑ. «Экотехнопарк Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн экотехнопаркӗ) пулӗ вӑл. Ассоциацие йӗркелессипе Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче ҫак эрнере канашлу иртнӗ. Унта тӳре-шараран Иван Исаев министр хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Экология» НПО», «Строительные покрытия», «Эковата», «Экоцентр» МВК» организацисенче ӗҫлекенсем, уйрӑм усламҫӑсем, Раҫҫейӗн экологи обществин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. «Чӑваш Енӗн экотехнопаркӗ» тирпейлекенсен ассоциацин ертӳҫи пулма Сергей Лебедева суйланӑ. Вӑл «Чистая страна» (чӑв. Таса ҫӗршыв) федераци проекчӗн йӗркелӳҫи шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хула администрацийӗ машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта лартнине вӗҫӗмех тӗрӗслет. Парковка правилине пӑсакансене административлӑ майпа явап тыттарса штрафлаҫҫӗ. Хула администрацийӗнче административлӑ ӗҫсене тишкернӗ те, парковкӑпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑка тупса палӑртасси йышли палӑрнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Машинӑсене курӑк ҫине лартнипе ята кӗрекен водительсен йышӗ самай иккен. Саккуна административлӑ майпа пӑсакансен тӗлӗшпе 2,7 пин хутчен штраф ҫырса панӑ. Штраф виҫи 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унта суту-илӳ правилине пӑсакансем те кӗреҫҫӗ. Ку хыпара вуланисенчен хӑшӗсем машина лартма вырӑн ҫук тесе ӳпкелешнӗ. Хула администрацийӗ вара хӑна парковкисем (машинӑсене вӑхӑтлӑх лартмалли) тумалли йӗркене уҫӑмлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларнӑ. Ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ. «100 лет Чебоксарская водка» ятпа Етӗрнери спирт савучӗн усӑ курма, чӑн та, ирӗк пулман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ монополипе кӗрешекенсем. Унсӑр пуҫне Етӗрнери савут этикетка ҫине Шупашкарти ликерпа водка савучӗн ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ятпа эрех кӑларма Етӗрнери предприяти кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче чарӑннӑ. «Rusprofile» контрагентсене тӗрӗслемелли сервиса ӗненсен, Етӗрнери савутӑн тӗп пуҫлӑхӗ — Алексей Селиванов. Ҫав ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин учредителӗсем иккӗн: Андрей Егоров тата Максим Морозов. Вӗсен пурлӑхӗ — 50-шар процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче IV Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ иртмелле. Ҫапла-ҫапла, раштав пуҫламӑшӗнче пулӗ вӑл. Чӑваш халӑх сайтне тимлӗ вулакансем вӑл чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче иртессине эпир пӗлтернине манман-тӑр-ха. Фестиваль кунне мӗншӗн куҫарни пирки ҫак йӗркесен авторне Чӑваш Енри Кинематографистен союзӗн ертӳҫинчен Олег Цыпленковран ыйтса пӗлме май килчӗ. Малтан палӑртнӑ вӑхӑтра кинозалсем пушӑ пулман. Аса илтерер: «Асам» кинофестиваль иртнӗ май киносценарисен питчингне йӗркелӗҫ. Кинофестиваль мӗнлерех иртесси пирки Олег Цыпленков «Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Вести. Интервью» кӑларӑма та каласа кӑтартнӑ иккен. Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Михайловичӑн сассинче савӑнмалли те, кулянмалли те сисӗннӗ. «Калама ҫук лайӑх хыпар» шутӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонти икӗ урама И.С.Максимов-Кошкинскипе Тани Юн ятне панине кӗртнӗ. «Савӑнтарман хыпарӗ вара ҫакӑ: кӑҫалхи IV кинофестиваль валли укҫа-тенкӗ ҫукран ӑна нимелле ирттерме тивет. Пулӑшас кӑмӑллӑ уйрӑм ҫынсем союза ертсе пыракансемпе ҫыхӑнма кая юлман-ха», — ҫырнӑ Марина Карягина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Шупашкара каллех ҫӗнӗ автобуссем илсе ҫитернӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Шупашкара хальхинче «Лотос» маркӑллӑ 8 ҫӗнӗ транспорт илсе килнӗ. Вӗсем вӑтам класлисем шутланаҫҫӗ. Автобуса 64 пассажир лараять. Унта сусӑрсем та, кӳме тӗксе ҫӳрекен амӑшӗсем те ҫӑмӑллӑнах кӗрееҫҫӗ. Ҫӗнӗ автобуссем раштавӑн 1-мӗшӗнче 26-мӗш маршрут ҫине тухӗҫ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа «час пик» вӑхӑтӗнче 26-мӗш маршрут кашни 13 минутран ҫӳрӗ, ытти вӑхӑтра – кашни 20-минутран. Палӑртмалла: ҫапла майпа Шупашкарта хальлӗхе вӑтам тата пысӑк класлӑ 155 автобус ҫӳреме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сайтри сӑн РФ Патшалӑх Думин патшалӑх строительствин тата законодательство комитечӗн председателӗ Павел Крашенников раштав уйӑхӗн 31-мӗшне канмалли кун тума сӗнет. Анчах вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакна халӗ тума май ҫук, меншӗн тесен Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме пӗр уйӑх ытла иртӗ. Тепӗр енчен, пӗр канмалли куна раштавӑн 31-мӗшне куҫарасси пирки постановлени кӑларма пулать, анчах ҫитес ҫулхи канмалли кунсен календарьне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Ҫавна май депутат канмалли куна ҫитес ҫултан йӗркене кӗртме сӗнет. Сӑмах май, унччен Патшалӑх Думин ку проекта пӑхса тухма сӗннӗ. Ун чухне ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле канмалли кунсен шутне нумайлатма сӗнмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() youtube.com сайтри сӑн Куславкка хулинче пурӑнакан арҫын суд сакки ҫине ларӗ. 64 ҫулти арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, Атӑл хӗрринче пӑшал тупнӑ та ӑна хӑйӗн килӗнче упранӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ватӑ арҫын кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Атӑл хӗрринче полиэтилен хутаҫпа чӗркенӗ пӑшал обрезӗ выртнине асӑрханӑ та ӑна килне йӑтса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл ӑна пӗлӗшне панӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, Куславкка районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Палӑртса хӑварар: куншӑн 4 ҫул таран колоние ӑсатма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти Алькеш поселокӗнчи ҫырмара арҫын виллине тупнӑ. Хайхискер ҫарамас, труҫҫи вӗҫҫӗн, ҫеҫ пулнӑ. Ҫырмара арҫын вилли выртнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ирхине ҫынсем унтан ӗҫе каяҫҫӗ, шӑпӑрланӗсене ача пахчине леҫеҫҫӗ. «Вӑтам ҫулсенчи арҫын юнлӑччӗ, труҫҫи вӗҫҫӗн. Такам полици, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем хваттерсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, арҫын сӑнӳкерчӗкне кӑтартаҫҫӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2020» курав ирттерӗҫ. Ӑна «Николаевкски» суту-илӳ комплексӗнче йӗркелӗҫ. Программӑра тематика «ҫавра сӗтелӗсем» те пур. Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче селекци аталанӑвӗ тата ҫӗрулми вӑрлӑхӗ пирки калаҫӗҫ. Тепӗр кунхине экспертсем ҫӗрулми туса илессин ҫӗнӗ технологийӗсене сӳтсе явӗҫ. Куравра чи тутлӑ та паха ҫӗрулми сорчӗсене тутанса пӑхма май пулӗ. ҫӗрулми вӑрлӑхне туянма та пулӗ. Курава кирек кама та хапӑлласах кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Куҫа курӑнакан историлле вӑрах мар перспективӑра тӗнчери тата пирӗн ҫӗршыври чӗлхесем епле енне улшӑнассине мӗнле куратпӑр-ха? Епле пӑтӑрмахсем кӗтеҫҫӗ хальхи халӑхсен чӗлхисене? Раҫҫее илсен, шкулсенче ачасене ППЭ-пе экзамен тыттарсах акӑлчан чӗлхине вӗрентме пуҫланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫакна пула кӑшт вӑхӑтран, пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫултан Раҫҫейри кашни шкул пӗтерекен ача акӑлчанла калаҫма пӗле пуҫласси каламасӑрах паллӑ. Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр. Ҫакна пула, ҫывӑх перспективӑрах пирӗн ҫӗршыври вырӑссем, нумай пуҫтах чӑваш хӑйӗн чӗлхине тиркенипе вырӑсла ҫеҫ калаҫма тӑрӑшнӑ пекех, вырӑс чӗлхине тиркесе акӑлчанла ҫеҫ калаҫма пуҫламӗҫ, тесе калаятпӑр-и-ха? Калама пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен пурнӑҫ Раҫҫейре акӑлчан чӗлхин позицийӗпе витӗмӗ ҫултан-ҫул вӑйлӑланса пынине кӑтартать. Вырӑс чӗлхине юлашки ҫулсенче нумай акӑлчан сӑмахӗ кӗрсе тулчӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.