Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗре йӗрке хуралҫисем шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Валерия Вадимовна Вяткина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Хӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе унӑн ҫывӑх ҫыннисем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пакунлисем шыранине пӗлнӗ хысҫӑн пике республикӑри МИХсенчен пӗринпе ҫыхӑннӑ. Вӑл хай таса сывах иккенне видео урлӑ пӗлтернӗ. Валерия пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ют хулана хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ. Вӑл кукамӑшӗпе (тен, асламӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыарта «бабушка» тенӗ) ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Валерия килтисене пӗлтерсе кайнине ӗнентернӗ. Хӑйне вӑл шырамалла маррине пӗлтернӗ. Хӗр шухӑшланӑ тӑрӑх, тӑванӗсем ӑна киле ирӗксӗр илсе каясшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енри строительство организацийӗсенчен пӗри, тулли мар яваплӑ «АЛЗА» общество, панкрута тухнӑ. Вӑл Шупашкарти «Соляное» микрорайона тунӑ. Строительство организацине Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкурта кӑларма чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йышӑннӑ. Общества пуҫлӑхне Сергей Лаврентьева ӗҫрен хӑтарнӑ. Халӗ тӗп пуҫлӑх килти арестра ларать. Конкурс производствине 2020 сӳлхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшччен йышӑннӑ. Стройфирма парӑмӗ 40 миллион тенкӗрен иртнӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Василий Зорова шаннӑ. Ҫырусене сак адреспа йышӑнать: 155800, Иваново облаҫӗ, Кинешма хули, Щорс урамӗ, 64-мӗш ҫурт, 99-мӗш хваттер. «АЛЗА» «Соляное микрорайонта 108 пайҫӑна хваттерсӗр хӑварнӑ. Вӗсен укҫана конкурс управляющийӗнчен ыйтмалла. Кредиторсен реестрне ыйтса ҫырмалли вӑхӑт — 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() labirint.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тина Канделаки журналистка тата телеведущи Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗ пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Ун пирки вӑл хӑйӗн Telegram-каналӗнче ҫырнӑ. «Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗ ашшӗсен ҫемьери витӗмне ӳстерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать, тӗрӗс ҫемье мӗнле пулмалли ҫинчен шкулсенче ҫутта кӑларакан лекцисем вулать», — ҫырнӑ Канделаки. Телеведущи Ашшсен канашӗн шухӑшлавӗпе килӗшмест, ку вӑл 19-мӗш ӗмӗрти йӑнӑшсене ҫӗнӗрен туса ирттерни тесе шухӑшлать. Арҫыннӑн укҫа-тенкӗпе хуҫаланмалла, хӗрарӑма ун пек ирӗк те памаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Енри хӗрарӑмсене хӗрхеннине пӗлтернӗ. Чӑваш Енри ашшӗсен канашне пирӗн республикӑра темиҫе ҫул каялла йӗркелерӗҫ. Халӗ ӑна Алексей Мурыгин ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хир сысни ҫул ҫине чупса тухнӑ та машина айне пулнӑ. М-7 ҫул ҫинче 18 сехет те 25 минутра Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, «Мебельщик» коллективлӑ пахча енчен, хир сысни ҫул ҫине тухнӑ. Вӑл ҫур ҫула каҫсан «Мазда» машина кустӑрми айне лекнӗ. Самай вӑйлӑ ҫапӑннӑран чӗрчун ҫулӑн тепӗр еннелле вӗҫсе кайнӑ. Хир сысни тӳрех вилнӗ. Водитель хӑйех ҪҪХПИ ӗҫченӗсене чӗннӗ. Машинӑн фари тата бамперӗ сиенленнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, чӗрчун вилнӗшӗн водителӗн штраф 30 пин тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() informc.ru сайтри сӑн Ӗнер ҫӑлавҫӑсем икӗ амӑшне пулӑшнӑ. Вӗсене хӑйсен ачисемех питӗрсе лартнӑ. 11 сехет ҫурӑра пӗр хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ: Ленин Комсомолӗн урамӗнче пурӑнаканскер хваттере кӗреймен. Вӑл подъезда йӑпӑртлӑха тухнӑ, ҫав вӑхӑтра ачи алӑка ӑнсӑртран питӗрнӗ. Плита ҫинче вара апат пиҫсе ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем алӑка уҫнӑ. Ача йӗркеллех. Ӗнер 12 сехет те 47 минутра ҫав урамра хӗрарӑм балкона тухнӑ, пӗчӗк хӗрӗ вара алӑка хупса лартнӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн уҫайман, урамра вара сивӗ. Ҫитменнине, плита ҫинче апат вӗресе ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 9-мӗш хутран 8-мӗшне альпхатӗр пулӑшнипе аннӑ, балкон алӑкне уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ptzgovorit.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ арҫынна ӗҫ кӑтартӑвне лайӑхлатма хӑтланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе маларах РФ Пуҫиле кодексӑн икӗ статйипе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлакан инспекторпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Ҫӗмӗрле район судне ярса панӑ ӗнтӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ ҫын кӑҫалхи пуш, ҫу, ҫӗртме уйӑхӗсенче водительсене урӑх статьяпа явап тыттарнӑ. Лешсем ҫул-йӗр правилине пӑснӑ: хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхӑнман, чарӑнма юраман ҫӗрте чарӑннӑ, страхламан машинӑпа ҫула тухнӑ. Вӑл вара вӗсене ҫуран ҫӳрекен ҫын ҫул-йӗр правилине пӑснӑ евӗр ҫырса панӑ. Ҫавӑншӑн лешсене 500-шер тенкӗ штраф ҫырса панӑ. Шанчӑкран тухнӑ хыҫҫӑн инспектора ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() novorosinform.org сайтри сӑн Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын киле часах таврӑнаймӗ – суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 20 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче хайхискер 30 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлса «ӗҫленӗ» (теприн тӗлӗшпе уйрӑм производство уҫнӑ, вӑл следствипе ӗҫлеме киклӗшнӗ). Вӗсем эрех ӗҫмешкӗн укҫа илме 74 ҫулти хӗрарӑмӑн килне кӗнӗ, ӑна хӗненӗ. Унтан икӗ телефон йӑкӑртнӑ, хӗрарӑмран укҫа ыйтнӑ. Ватӑскер 750 тенкӗ кӑларса панӑ, анчах ку лешсене ҫитмен – каллех ыйтнӑ. Хӗрарӑм хӑранипе вӗсене 4 пин тенкӗ тыттарнӑ. Арҫынсем ку вӗсемшӗн япӑх вӗҫленӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа хӗрарӑма вӗлерме шут тытнӑ. Малтан вӗсем ватӑскере ҫиппе пӑвма тытӑннӑ, анчах татӑлса кайнӑ. Унтан 43-ри арҫын хачӑ илнӗ те ӑна мӑйӗнчен темиҫе хутчен чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Хӗрарӑм виллине пӗлӗшӗ темиҫе сехетрен курнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫынсене часах тытса чарнӑ. Вӗсем кинемейрен йӑкӑртнӑ телефонсене кӑмакара ҫунтарнӑ, анчах кӑмрӑк ашӗнче пайӗсене тупнӑ. Хваттерте вӑрланӑ укҫан пӗр пайӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти Валерия Вадимовна Вяткина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Хӗр ӑҫта пулнине халь те пӗлмеҫҫӗ, ӑна шыраҫҫӗ. Хыпарсӑр ҫухалнӑ хӗре ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраҫҫӗ. Валерия Вяткина 165 сантиметр ҫӳллӗш, тулли кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ симӗс. Килтен кайнӑ чухне хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, пӗрле хура сумка тата телефон илнӗ. Эсир ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан (8352) 73-80-02 е 102 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vokrugsveta.ru сайтри сӑн Чук уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 8 сехетре шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: кушак инкеке лекнӗ-мӗн. Ку ҫапларах пулса иртнӗ: Шупашкарти Мускав проспектӗнчи пӗр лавккара сутуҫӑ алӑка хупса киле кайма тӑнӑ та холодильник хыҫӗнче кушак макӑрнине илтнӗ. Хӗрарӑм хӗсӗк вырӑнтан чӗрчуна хӑй тӗллӗн кӑларайман, ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» хатӗр пулӑшнипе холодильник ҫумӗнчи стенана илнӗ, кушакан ирӗке кӑларнӑ. Чӗрчун унта мӗнле майпа лекнӗ? Паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, каҫхи 10 сехет тлӗнче Шупашкарти Гладков урамӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унти 26-мӗш ҫуртри пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Тӑххӑрмӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнаканскер патне подъездра асли шутланакан Павел Тихонов тата 8-мӗш хутра пурӑнакан Сергей Ефимов чупса хӑварнӑ. Вӗсем хваттере вирхӗнсе кӗнӗ. Тӗтӗм сарӑлнӑскерте нимӗн те курӑнман. Кил хуҫи хӗрарӑмне хунар ҫутипе шыраса тупнӑ. Вӑл кӑритурта выртнӑ. Хваттертен тухас тенӗ пулинех. Дмитрий Артемьев пулӑшнипе арҫынсем хӗрарӑма пӗрремӗш хута антарнӑ. Унтан ӑна, пиҫсе кайнӑскерне, тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ. Хӗрарӑм пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пушарта хваттер сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.