Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн ертӳҫи валли 2,5 миллион тенкӗ парса машина туянӗҫ. Автомобиль туянасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве туянасси ҫинчен калакан сайтра пӗлтернӗ. ЧР Арбитраж сучӗ машинӑна 2,5 миллион тенкӗпе илме кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, унтан ытла хаклӑ марпа. Машинӑна Раҫҫейӗн пурлӑх комитечӗн фондне парӗҫ. Автомобиле туянма укҫана федераци хыснинчен уйӑрӗҫ. Машина комплектацийӗнче мӗн пулмаллине те палӑртса хӑварнӑ. Двигатель хӑвачӗ, сӑмахран, 195 лаша хӑватӗнчен пӗчӗк пулмалла мар. Тулли приводлине туянасшӑн. Передача курупки автомат, чӳрече тарласран ятарлӑ тытӑм тата динамиклӑ аудиотытӑм пулмалла. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, машинӑна туянма унчченех палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ премьера сцена ҫине кӑларнӑ. Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль «Мӗн-ши вӑл телей?» ятлӑ. Постановкӑна пьеса авторӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Спектакле Наталия Сергеева режиссер хатӗрленӗ. Лирикӑллӑ драма «юрату» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пирки тепӗр хутчен шухӑша путма хистӗ. «Вӑл кураканшӑн кӑна мар, автор ҫемйишӗн те пысӑк савӑнӑҫ пулӗ», - тенӗ режиссер. Театр Николай Терентьеван пьесисене пӗрре мар сцена ҫине кӑларнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче 40 пьесӑран кая мар ҫырнӑ. Чӑвашсен паллӑ драматургӗ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ, 2014 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Победа» фирмӑн экс-директорне Виктор Шмакова мандатсӑр хӑварӗҫ. Вӑл тупашӗсем пирки деклараци тӗрӗс мар тӑратнӑ-мӗн. Малтан Шмаковӑн декларацине ЧР Элтеперӗн общество харушсӑрлӑхӗн тата коррупцие хирӗҫ кӗрешес ыйтусемпе ӗҫлекен управленийӗ тӗрӗсленӗ, унтан Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ ҫумӗнчи комисси пӑхса тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ ҫапла тунӑ: Шмаковӑн декларацинче тупӑшсем тулли мар тата тӗрӗс мар. Шупашкар пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев патне ӑна депутат мандачӗсӗр хӑварас ыйтупа тухнӑ. Палӑртмалла: Виктор Шмаков тӗлӗшпе темиҫе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку Калинин урамӗнчи 83-мӗш ҫуртпа ҫыхӑннӑ. Нумай хутлӑ ҫурта халӗ те хута яман, «Победа» фирма вара панкрута тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() piteika.com сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки вӑхӑтра ҫынсем лавккара ҫӑкӑр, шӑрпӑк тавраш туяннӑ чух та банк карттипе тӳлеҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Раҫҫей Перекет банкӗн Атӑл-Вятка банкӗн пресс-центрӗнче. Банк карттипе татаӑлакансен йышӗ пирӗн ҫӗршывра кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 5 процент йышланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах чекӑн вӑтам хакӗ чакса пырать. Ҫакӑ ҫынсем карттӑпа пур ҫӗрте те усӑ курма ӑнтӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ҫӑкӑр лавккинче те, пахча ҫимӗҫ сутакансем патӗнче те карттӑпа тӳлеме май пур. Кашни 20-мӗш ҫын аллӑн укҫа тыттарас вырӑнне карттӑ туртса кӑларать. Ҫипуҫ туянакансенчен маларах 5 проценчӗ карттӑпа усӑ курнӑ, халӗ — 66 проценчӗ. Хӑна ҫурчӗсенче вара карттӑпа тӳлесси 1 процент чакнӑ. Анчах ҫакӑ вӑхӑтлӑх тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк. Ҫӗнӗ Шупашкарти черет Чӳкӗн 22-мӗшӗнче медтӗрӗслеве ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн тухмалла пулӗ. Тепӗр икӗ анализ хушӑнать: наркотик тата алкоголизм ҫине. Ку кӑна мар, справка хакӗ самай ӳсӗ, 5-8 пин тенкӗ таранах. Сӑмах май, ку таранччен водительсем справка илмешкӗн 1000-1500 тенкӗ тӑкакланӑ. Ырантан хак самай ӳснӗрен Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти наркологисенче черет пысӑкланнӑ. Пурте справкӑна йӳнӗрех хакпа илсе юласшӑн. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин психиатри служби пӗлтернӗ тӑрӑх, психиатра медосмотр тухма хак пысӑкланмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехет те 15 минутра Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче арҫын трактортан тухса ӳкнӗ. Шел те, 65 ҫулти арҫын вилнӗ. Урапаллӑ трактор асфальт сарман ҫулпа пынӑ. Арҫын урапа ҫинче ларса пынӑ. Вӑл ӑнсӑртран ҫул ҫине тухса ӳкнӗ. Арҫын тухтӑрсем киличчен сывлама пӑрахнӑ. Руль умӗнче 45 ҫулти арҫын ларнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче полицин участокри пунктне тӳре-шарапах уҫнӑ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, унта хула ҫыннисем те, пӗчӗк ачасем те пуҫтарӑннӑ. Полицин участокри пунктне Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта уҫнӑ. 90 тӑваткал метр йышӑнакан лаптӑка Шупашкар хула администрацийӗ туяннӑ. Укҫана муниципалитетӑн ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ. Пӳлӗме Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти уйрӑмне усӑ курма курма тӳлевсӗрех панӑ. Полицин участокри пунктне уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне — Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ, полицин генерал-майорӗ Виктор Шметков, Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Марат Михайлов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта пассажир автобусӗ инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ирхи 10 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автобус водителӗ хӑрушсӑр инҫӗше тытса пыман. «М. Горький скверӗ» чарӑну тӗлӗнче 15-мӗш маршрутпа ҫурекен автобус водителӗ, 55 ҫулти арҫын, чарӑнуран хускалнӑ чух «ГАЗель» груз фургонӗпе ҫапӑннӑ. Автомобиль рулӗ умӗнче 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Автобусра инкек вӑхӑтӗнче 8-10 ҫын ларса пынӑ. Анчах вӗсем ҫул-йӗр инспекторӗсене кӗтсе тӑман, саланнӑ. Пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, ӳксе аманнӑ. Ун валли васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Автобусӑнне те, «ГАЗельӗнне» те водительсене тӗрӗсленӗ. ЧР ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, водмтельсем урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗре йӗрке хуралҫисем шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Валерия Вадимовна Вяткина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Хӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе унӑн ҫывӑх ҫыннисем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пакунлисем шыранине пӗлнӗ хысҫӑн пике республикӑри МИХсенчен пӗринпе ҫыхӑннӑ. Вӑл хай таса сывах иккенне видео урлӑ пӗлтернӗ. Валерия пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ют хулана хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ. Вӑл кукамӑшӗпе (тен, асламӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыарта «бабушка» тенӗ) ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Валерия килтисене пӗлтерсе кайнине ӗнентернӗ. Хӑйне вӑл шырамалла маррине пӗлтернӗ. Хӗр шухӑшланӑ тӑрӑх, тӑванӗсем ӑна киле ирӗксӗр илсе каясшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енри строительство организацийӗсенчен пӗри, тулли мар яваплӑ «АЛЗА» общество, панкрута тухнӑ. Вӑл Шупашкарти «Соляное» микрорайона тунӑ. Строительство организацине Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкурта кӑларма чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йышӑннӑ. Общества пуҫлӑхне Сергей Лаврентьева ӗҫрен хӑтарнӑ. Халӗ тӗп пуҫлӑх килти арестра ларать. Конкурс производствине 2020 сӳлхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшччен йышӑннӑ. Стройфирма парӑмӗ 40 миллион тенкӗрен иртнӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Василий Зорова шаннӑ. Ҫырусене сак адреспа йышӑнать: 155800, Иваново облаҫӗ, Кинешма хули, Щорс урамӗ, 64-мӗш ҫурт, 99-мӗш хваттер. «АЛЗА» «Соляное микрорайонта 108 пайҫӑна хваттерсӗр хӑварнӑ. Вӗсен укҫана конкурс управляющийӗнчен ыйтмалла. Кредиторсен реестрне ыйтса ҫырмалли вӑхӑт — 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.