Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Чӑваш Енри ача ҫурчӗсенче пурӑнакансене ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илме юрать. Ача ҫуртӗнче темле лайӑх пулсан та килтине нимӗн те ҫитмест. Унта ачасем ҫемьери хутшӑнусене кураҫҫӗ, пӗр-пӗринпе епле тытмаллине хӑнӑхаҫҫӗ. Ку ҫеҫ те мар. Ялан ача ҫуртӗнче пурӑнни йӑлӑхтарать-ывӑнтарать. Ҫемьере пурӑнни вӗсемшӗн уяв пекех. Унта йӑлтах урӑхла.

Каникул вӑхӑтӗнче тӑлӑхсене пӗр-пӗр ҫемьене илес тесен ача ҫурчӗсене ҫитсе заявлени ҫырмалла. Ачана иличчен ҫемьесен ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлеменнине тата чирлӗ ҫынсемпе хутшӑнманнине справкӑпа ӗнентермелле. Ҫав справкӑна вӗсен ачана киле илсе кайиччен виҫ кун маларах илмелле.

 

Сывлӑх
mk103.med.cap.ru сайтри сӑн
mk103.med.cap.ru сайтри сӑн

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ татах хушӑннӑ. Тепӗр 80 ҫын инфекциленнӗ.

Ҫапла майпа ку таранччен 3311 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15-шӗ вилнӗ.

Сӑмах май, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хальлӗхе чару мерисене пӑрахӑҫламассине каланӑ. Кун пирки сайтра хыпрланӑччӗ. Хальлӗхе Чӑваш Ен пӗрремӗш тапхӑра кӗме те хатӗр мар-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64810
 

Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 1,5 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, ҫав суммӑран 146 миллион тенкӗлӗх ҫеҫ контракт алӑ пусса ӗлкӗрнӗ.

«Мӗн те пулин пурнӑҫлайман чухне эсир республика тата федераци правительстви ҫине йӑвантарма питӗ юрататӑр. Ку лару-тӑрура йӑлтах сирӗн алӑра пулнӑ. Халӗ сире эпӗ кашни ҫын патне ҫитсе халӑха ӑнлантарса пама ыйтатӑп. Мӗншӗн эсир укҫа пур ҫинчех картишсене хӑтлӑлтма пултараймарӑр?» — ҫакӑн пекрех ҫивӗч каланӑ Олег Николаев.

 

Пӑтӑрмахсем
peepcity.ru сайтри сӑн
peepcity.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 71 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫул та 6 уйӑхлӑха янӑ. Вӑл ашшӗне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, вӗлернӗ.

Ку ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун арҫын килӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӑна эрех ӗҫнӗшӗн ӳпкелени килӗшмен.

71 ҫулти арҫын ветерана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вастӑскер ҫавӑнтах вилнӗ. Ывӑлӗ судра айӑпне йышӑнман, вӑл каланӑ тӑрӑх, ашшӗне чикансем вӗлерсе хӑварнӑ. Патшалӑх айӑплавҫи вара айӑпне ӗнентернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64812
 

Пӑтӑрмахсем

Хусантан Шупашкара килсе хӗрарӑма пусмӑрланӑ полицейские суд тунӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха тесе пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе 3,5 ҫуллӑха хупса хумасӑр явап тыттармалла тунӑ.

Хусанти 34 ҫулти полицейски 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкара килнӗ. Отпускра пулнӑ май кунти общежитисенчен пӗринче пурӑнакан пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Ҫавӑнта вӑл 49 ҫулти хӗрарӑмпа паллашнӑ. Хӗрарӑма вӑл питӗнчен пӗр хутран кая мар ҫапни тата ӑна ирӗксӗрлесе унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗни паллӑ.

Шалти ӗҫсен ӗҫченӗн ятне ярать тесе пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫынна ӗҫрен кӑларса янӑ. Халӗ, ав, унӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Ишек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район адлминистрацийӗн бюджетне шар кӑтартнӑ тесе явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ (халӗ вӑл вӑл пукана йышӑнмасть ӗнтӗ) ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пани ҫинчен калакан суя документсем хатӗрленӗ. Пурӗ ултӑ хутчен. Вӗсене вӑл хӑйӗн паллаканнисене тыттарнӑ. Ҫав документсене тӗпе хурса лешсем ҫӗре харпӑрлӑха илнӗ. Ҫапла вара район хыснине 184 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.

Тӑкака саплаштарма кирлӗ пулӗ тесе асӑннӑ лаптӑксене халӗ арестленӗ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри ачасем Раҫҫей халӑх артисчӗсемпе Эдгард тата Аскольд Запашныйсемпе тӗл пулнӑ.

Онлайн-курнӑҫӑва Шалти ӗҫсен министерствин Йӗркене пӑсакан ҫул ҫитмен ачасене вӑхӑтлӑх хупса усрамалли центрӗн воспитанникӗсем хутшӑннӑ. Тӗл пулӑва #MыВместе (чӑв. #ЭпирПӗрле) пӗтӗм Раҫҫейри акци ирттернӗ май тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Няня online» проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Дессировщиксем «Среди хищников» (чӑв. Тискер чӗрчунсем хушшинче) номер репетицине Мускаври пысӑк цирк арени ҫинче кӑтартнӑ.

Ачасем дрессировщиксен ӗҫӗпе кӑсӑклансах паллашнӑ. Онлайн-мелпе вӗсем артистсене ыйтусем пама пултарнӑ.

 

Сывлӑх

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен республикӑри оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвне ирттернӗ.

Тӳрех палӑртар: кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чарӑвӑн I тапхӑрӗ ҫине ҫине куҫма республика хальлӗхе хатӗр мар. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская каланӑ. Республикӑра чирлекенсем ҫав-ҫавах нумай. Пушӑ койкӑсен хисепӗ 29 процент тесе каланӑ канашлура. Чарӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫине куҫас тесен пушӑ койкӑсен хисепӗ 50 процентран ытларах пулмалла.

Ҫӑва ҫине каймалла марри пирки те калаҫнӑ. Масар ҫине пысӑк йышпа пухӑнса ӗҫсе ҫини (ҫапла, теприсем ӗҫкех ҫавӑраҫҫӗ Ҫимӗке) хакла ларма пултарасран шикленеҫҫӗ.

 

Сывлӑх
zen.yandex.uz сӑн ӳкерчӗкӗ
zen.yandex.uz сӑн ӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен прокуратури хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн репсубликӑри тухтӑрсене 39 миллион тенкӗ ытла хушса тӳлемелле тунӑ.

Надзор органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республика прокуратури сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫченӗсене хавхалантармалли укҫана епле тӳленине тӗрӗсленӗ. Тӳлев йӗркине пӑснӑ май укҫана сахалтарах куҫарса пани ҫиеле тухнӑ.

Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн прокуратура медицина организацийӗсене тата республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ, унта вӑл ҫитменлӗхе пӗтермеллине палӑртнӑ.

Пульница ӗҫченӗсене укҫана ҫӗнӗрен шутласа панӑ хыҫҫӑн 3192 тухтӑра 39,7 миллион тенкӗ ытларах тӳлеме йышӑннӑ. Вӑл «кӗмӗле» шурӑ халатлисем шалупа пӗрле илӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автомашина водителӗ пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Инкек ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 21 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ. «ВАЗ-21124» машина умне пӑши сиксе тухнӑ. Пырса ҫапӑннипе чӗрчун вилнӗ. Автомашинӑн водителӗ тата пассажир аманман. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн водителӗсем ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳреме сӗнеҫҫӗ. Уйрӑмах – «Дикие животные» (чӑв. Тискер чӗрчунсем) паллӑ тӗлӗнче. Ҫул ҫинче е ҫул хӗрринче чӗрчуна курсан машина хӑвӑртлӑхне чакармалла. Пиклеттерсе е фарӑпа ҫутатса чӗрчуна хӑратма кирлӗ мар. Ун пек тусан вӑл хӑраса кайнипе хӑйне епле тытассине пӗлме ҫук. Таса уйпа пынӑ чух тата хирӗҫ машинӑсем килмен чух аякрине кӑтартакан фарӑна ҫутма сӗнеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1619, 1620, 1621, 1622, 1623, 1624, 1625, 1626, 1627, 1628, [1629], 1630, 1631, 1632, 1633, 1634, 1635, 1636, 1637, 1638, 1639, ... 4030
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере карьера пирк шутлама тивӗ. Эсир професси ыйтӑвӗсем уҫӑмаланнине туятӑр, ку сире тӗллевсене пӑхса тухма май парӗ. Анчах шухашламасӑр йышӑну ан тӑвӑр. Ку эрне — проектсем хатӗрлемелли тата ресурссене пайламалли вӑхӑт.

Чӳк, 15

1982
43
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
2002
23
Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...