Чӑваш чӗлхи
![]() Раштавӑн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем 9-мӗш фестивале пухӑннӑ. Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ шкул учителӗсем Ишлей шкул ачисене тӑван чӗлхе, литература илемне кӑтартса панӑ. Алина Николаева «Йывӑҫ ячӗсем епле пулса кайнӑ?» темӑпа 5-мӗш «а» класра урок ирттернӗ. Ачасем вӗрентекенпе йывӑҫсен ячӗсене чӑвашла тата вырӑсла калама хӑнӑхнӑ, вӗсен ячӗсем мӗнле пулса кайнине тӗпченӗ, словарь тунӑ. Чӑрӑш ҫинчен вӗреннӗ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен класа Хӗл Мучи килсе кӗни пуриншӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. Хӗл Мучи чӑвашла та пӗлет иккен! Вӑл ачасенчен урокра мӗн вӗреннине ыйтса пӗлнӗ, тӗрӗс хуравлакансене кучченеҫпе сӑйланӑ. Алина Николаевӑна, сӑмах май, «Ӑста вӗрентекен» номинацире ҫӗнтернӗшӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() style.rbc.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен эрех каллех хакланать. РФ Финанс министерстви алкоголӗн чи пӗчӗк хакне кӑтартни пирки калакан хушӑва пичетленӗ. Ҫитес ҫултан ҫур литр эрехшӗн сахалтан та 230 тенкӗ кӑларса хума тивӗ (халь чи йӳнни – 215 тенкӗ). Чи йӳнӗ коньяк 433 тенкӗ пулӗ (халӗ 388 тенкӗ). Бренди тата ытти продукцин чи йӳнӗ хакӗ 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 315 тенкӗпе танлашӗ. Халӗ ку хак – 307 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() news.rufox.ru сайтри сӑн Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Петр Мишин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ те. Ӑна укҫа тӑкакланӑшӑн, должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви шутланӑ тӑрӑх, кӑҫал авӑн уйӑхӗнче директор техникумӑн профсоюз организацине 340 пин тенкӗ куҫарма хушу панӑ, ку нухратпа культура мероприятийӗсем ирттермелле пулнӑ-мӗн. Анчах пуҫлӑх ку укҫапа путевка туянса канса килнӗ. «Ку укҫапа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, Словение каймашкӑн 346 пин тенкӗ тӑракан путевка туяннӑ, унта вӑл мӑшӑрӗпе каннӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Следстви комитечӗ. Ҫавӑн пекех директор пӗлтӗр авӑн тата раштав уйӑхӗсенче пӗр организаципе юсавпа строительство ӗҫӗсем тума килӗшӳ алӑ пуснӑ. Пӗтӗмӗшле сумма – 1,3 миллион ытла тенкӗ. Анчах подрядчик ӗҫе пурнӑҫламан, ун вырӑнне студентсем ӗҫленӗ – ку практика пулнӑ-мӗн. Подрядчик счечӗ ҫине вара килӗшӳре кӑтартнӑ сумма куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн чылайӑшӗ канать, ҫав шутра – тухтӑрсем те. Канмалли кунсенче Шупашкарти пульницӑсем мӗнле графикпа ӗҫлени паллӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 2, 3 тата 4-мӗшӗсенче пульницӑсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тухтӑрсем канӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пульницӑсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ. Раштав уявӗнче, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тухтӑрсем канӗҫ. Тепӗр кунхине, кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пульницӑсем шӑматкунхи графика пӑхӑнӗҫ. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех васкавлӑ медпулӑшу парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑри вӑл е ку пульницӑсенче уйӑхра пӗрре Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Паян ҫак йӗркесен авторӗ Республикӑн кардиологи диспансерне ҫул тытрӗ. Тӳрех палӑртам: кардидиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнине пӗлсенех эпӗ йышӑнӑва телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑннӑччӗ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, паян ӑнсӑртрӑн-кӗмсӗрт пынисем те кардиолог патне лекейреҫҫӗ. Пульница алӑкӗнчен кӗрсенех ятарлӑ сӗтел вырнаҫтарнӑ. Унта паян Уҫӑ алӑксен кунне хыпарланӑ. Ҫавӑнти медсестра регистратурӑна ӑсатать, регистратурӑран — кардиолог пӳлӗмне. Кардиолог патне кӗриччен манӑн пушӑ вӑхӑт пӗр сехетчӗ. Тухтӑр пӳлӗмӗнчи медсестра пире, черетри икӗ ҫынна, ЭКГ тӗрӗслевне кайса килме сӗнчӗ. Унта та халӑх йышлӑ марччӗ — хӑвӑрт йышӑнчӗҫ. Кардиолог мӗн ыратнипе кӑсӑкланчӗ, анализсемпе, ультрасасӑ тӗрӗслевӗпе (унччен тӗрӗсленнӗччӗ эпӗ) паллашрӗ. Унтан мӗнле сипленмеллине ҫырса пачӗ. Ҫапла вара кардиодиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗнче алӑксем уҫах тесе калама юрать. |
Республикӑра
![]() dw.com сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан 46 ҫулти арҫын каллех решетке хыҫне кайӗ. Хальхинче суд ӑна уйрӑм режимлӑ колоние 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсенчен 4 ҫулне вӑл тӗрмере ирттерӗ. Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ, 38 ҫулти ентешне тапӑннӑ, пичӗ ҫине газ баллонӗпе сирпӗтнӗ, унтан хӗненӗ. Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине ҫак арҫын 44-ри ентешӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Палӑртмалла: ҫак арҫын 1997 тата 2005 ҫулсенче ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпланнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче вӑл 25 ҫул ытла ирттернӗ. Унтан вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 19-меш ача пахчин архивӗнчи сӑн Шупашкарти икӗ ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. «Раҫҫейри чи лайӑх предприятипе организаци» конкурс Пӗтӗм тӗнчери «Инновацисем. Аталану» форумпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Конкурса Мускавра пӗтӗмлетнӗ. Ӗнер ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. «Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗ» номинацире Шупашкарти 128-мӗш тата 19-мӗш ача пахчисене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медпулӑшу служби тунӑ сӑн Йӗпреҫ районӗнче пӗр кунхине васкавлӑ медпулӑшӑва хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл – ватӑ арҫыннӑн кӳрши-мӗн. Лешӗн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пӗр тӑхтамасӑр ҫула тухнӑ. Тухтӑрсем пациента пӑхнӑ чухне лешӗ тӑнне ҫухатнӑ, кӑвакарса кайнӑ. Унччен реанимацире вӑй хунӑ Марина Максимова фельдшер тата Дмитрий Майоров ҫамрӑк фельдщер часрах реанимаци ӗҫӗсене пурнаҫланӑ: разряд, венӑран эмел янӑ, массаж тунӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа ӗҫлеттернӗ… Ҫапла вӗсем пациент пурнӑҫӗшӗн 5 минут кӗрешнӗ. Кӑштахран арҫын хӑй тӗллӗн сывласа янӑ. Фельдшерсем арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна специалистсем сӑнаса тӑнӑ, кайран ӑна Шупашкара куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер каҫхине Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланчӗ – ҫил вӑйланчӗ. Ҫил ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ҫӗр ҫийӗнчен 700 метр ҫӳллӗшӗнче ҫеккунтра 45 сантиметр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ку самолетсене самай чӑрмав кӳнӗ. Ӗнер каҫхине Шупашкар ҫийӗн «Победа» самолет вӗҫсе ҫӳренӗ, аэропорта анса ларайман. Ӗҫ-пуҫ йӗркеллех вӗҫленнӗ. Пӗр сехет те 15 минут кая юлса вӑл аэропорта анса ларнӑ. Сӑмах май, синоптиксем ҫитес эрнере ҫанталӑк каллех ашӑтасса, ҫумӑр ҫӑвасса пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() gcheb.cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта шкул тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Унӑн алӑкӗсем ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗнче уҫӑлмалла. Ку хулари чи пысӑк шкул пулӗ, унта 1600 ача ҫӳрӗ. Халӗ шкулта ӗҫлемешкӗн ҫынсене пухма тытӑннӑ. Резюмесене кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ (Мускав проспекчӗ, 8-мӗш ҫурт, 5-мӗш тата 9-мӗш пӳлӗмсем). Ҫӗнӗ шкулта педагогсем кирлӗ. Педагогика енӗпе аслӑ шкултан е колледжран вӗренсе тухнӑ кандидатурӑсене те пӑхса тухӗҫ. Ҫавӑн пекех шкула администраципе хуҫалӑх валли персонал кирлӗ. Сӑмах май, авӑн уйӑхӗнче ҫӗнӗ шкул валли директор суйланӑ. Ку пукана халӗ Шупашкар хула администрацийӗнче вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Наталья Маслова йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |