Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче пӗр йытӑ машинӑна тапӑнса хуҫине самай тӑкак кӳнӗ. Водитель кун пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, лешсем протокол ҫырнӑ, ялти ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ.

Каярахпа машина хуҫи райсуда йытӑ хуҫи тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл машинӑна юсанӑшӑн тӑкака саплаштарма 19353 тенкӗ ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен 20 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ.

Суд машинӑна йытӑ сиенлетнине палӑртнӑ. Ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, йытӑ тӑтӑшах ирӗкре ҫӳрет, вӑл машинӑсене, ҫынсене тапӑнать. Иртен-ҫӳрен унран шикленет-мӗн.

Суд машина юсанӑшӑн тӑкакланӑ укҫана йытӑ хуҫинчен шыраса илмелле тунӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илмелле туман.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ку пӑтӑрмах ӗнер ҫӗрле пулнӑ.

Клуб 1970 ҫулсенче пӗренерен тунӑскер пулнӑ. Ӑна ҫулталӑк каялла юсаса ҫӗнетнӗ. Ун чухне клубра чӳречесене улӑштарнӑ, ҫӗне урай сарнӑ, хутса ӑшӑтмалли тытӑма монтаж тунӑ, ҫӗне сцена тунӑ. Юсав ӗҫӗсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Вырӑнти культура ҫурчӗ» программипе килӗшӳллӗн тунӑ. Подрядчик харпӑр усламҫӑ Алина Тарасова пулнӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ сумма 1,74 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗ пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑкне уҫнӑ.

 

Культура

Ыран, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫӗршывӑн тӗп хулинче чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫалтӑрӗсенчен пӗрне, Ҫеҫпӗл Мишшине, халалласа литература каҫӗ ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Кун пирки Мускав хулинчи Чӑваш культурин обществи Фейсбукра паян хыпарланӑ.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа (кӑвар чӗреллӗ поэт 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ) 120 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти Мускаври Ҫӗнӗ Басман урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнчи 6-мӗш залра иртӗ. Литература каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Ӑна Мускав хулин Правительстви, Мускав хулин наци политикин тата регионсем хушшинчи ҫыхӑнӑвӗн департаменчӗ тата Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ пӗрле йӗркелӗҫ. Ҫапла ӑнланма пулать литература каҫӗ пирки йӗркеленӗ анонса тишкерсен.

 

Хулара

Шупашкар хулинче тарӑнлатнӑ контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пур ҫӗрте те мар. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта.

«Ҫӗнӗ хула» микрорайона чи технологилле район тесе хаклани ытахальтен мар. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ҫӗнӗ йышши контейнерсем лартнине Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче.

Ҫӗнӗ йышши контейнер вырнаҫтармалли лаптӑксене «ИСКО-Ч» строительство компанийӗ йӗркеленӗ. «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) управляющи компанире унчченхи контейнер лапамӗсем илемсӗртерех тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑлари каяш ҫилпе айккинелле сапаланать. Финсен Molok компанийӗн технологийӗ ку енчен вара лайӑх тесе хакланӑ. Ӑна суйличчен управляющи компани ытти ҫӗршыври опыта тишкернӗ.

Контейнерсенчен пӗрине «йӗпе» каяша пӑрахмалла тӑвӗҫ, теприне — типӗ япаласене (хут, кантӑк, пластик тата ытти те).

 

Республикӑра
vestitambov.ru сайтри сӑн
vestitambov.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехетре Куславккара ӗҫкӗ хыҫҫӑн пӗр ҫамрӑк арҫын «Гранта» рулӗ умне ларасшӑн пулнӑ. Анчах тусӗ ӑна ҫакна тума паман: ҫӑраҫҫине туртса илнӗ, хӑйне киле ӑсатнӑ. Хӑй вара «Гранта» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ.

Машина хуҫи вара ҫӑраҫҫине тусӗ илни пирки маннӑ – «тимӗр урхамаха» вӑрланӑ тесе полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем «План-Перехват» тунӑ, лешӗн тусне тытса чарнӑ. Тест руль умӗнчи арҫын ӳсӗр пулнине кӑтартнӑ (икӗ тус пӗрле ӗҫнӗ пулнӑ). Анчах арҫын кӑтартусемпе килӗшмен – наркологие анализ пама кайнӑ.

Машина вара нихӑшӗн те пулман. Ҫамрӑк арҫын ӑна тӑванӗсенчен ярӑнма илнӗ пулнӑ. Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
1rre.ru сайтри сӑн
1rre.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫултан Чӑваш Енре электричество хакӗ ӳсӗ. Килте газ плити пулсан малашне 12 пус ытларах тӳлеме тивӗ, электроплита тӑк – 9 пус ытларах. Ҫакна Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин коллегисен ларӑвӗнче йышӑннӑ.

Халӗ вара Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗр киловаттшӑн 3,36 тенкӗ (газ плити пулсан) тӳлеҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 3,48 пус пулӗ. Электричество плитипе усӑ куракансем пӗр киловаттшӑн халӗ 2,35 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗнчен 2,44 тенкӗ пулӗ.

 

Хулара
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

«Элара» савут Ҫӗнӗ ҫул умӗн каллех парне хатӗрленӗ: Юр кӗлетке тата Упа савут умӗнче вырӑн тупнӑ. Арт-объектсене пӗр пек технологисемпе хатӗрленӗ.

Юр кӗлеткен тӗпӗ – тимӗр каркас, ӑна мишурапа тата гирляндӑпа капӑрлатнӑ. Аллинче – самолет. Предприяти шӑпах ҫак енӗпе ӗҫлет. Куҫӗпе сӑмсине полимерлӗ тӑмран ӑсталанӑ. Скульптурӑна тумашкӑн 120 метра яхӑн гирлянда, 370 метра яхӑн мишура тӑкакланӑ.

Упана хурӑн турачӗсенчен ӑсталанӑ, вӗсене тимӗр каркас ҫумне ҫирӗплетнӗ. Упапа Юр кӗлетке савут умӗнче хӗл вӗҫлениччен ларӗҫ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш пуканине ӑсталакан Терентий Дверенина халалланӑ кӗнеке-альбом пичетленӗ. «Чувашский мир Терентия Дверенина» ятлӑ ӗҫӗн авторӗ — Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ.

Апла кӗнеке унччен пулманччӗ-и вара тесе пуҫ ватма кирлӗ мар. Пулнӑ. 2009 ҫулта. Халӗ, ав, вунӑ ҫул иртсен, ӳркенмен Геннадий Иванов-Орков ӗҫе ҫӗнетнӗ, пуянлатнӑ, тарӑнлатнӑ, туллилетнӗ.

Кӗнеке-альбома алла илсен хӑй тӗллӗн вӗреннӗ алӑ ӑстин пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, Дверенин шурсухал ҫинчен те тӗплӗнрех пӗлме май килӗ.

Терентий Парамонович пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Рационализаторла сӗнӳсен авторӗ те вӑл, пахчаҫӑ та. 85-е ҫитсен чӑваш пуканине ӑсталама тытӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫитес кунсенче Чӑваш Енре ҫанталӑк савӑнтармӗ. Раштавӑн 19-20-мӗшӗсенче юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ, ҫавна май хӑш-пӗр вырӑнта пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ҫил вӑйланӗ: ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Шупашкарта сывлӑш температури 1-3 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗнӗ рекорд пулас шанчӑк пур: 1956 ҫулта ҫак кунсенче 2,3 градус ӑшӑ пулнӑ. Раштавӑн 20-мӗшӗнче сывлӑш температури 3-4 градус таран анӗ, ҫавна май ҫулсем пӑрлакланӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ҫанталӑк мӗнлерех пулӗ-ха? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 20-28-мӗшӗсенче 8-12 градус сивӗ пулӗ. Раштавӑн 24-27-мӗшӗсенче хӗвеллӗ кунсем пулас шанчӑк пур. Ҫӗнӗ ҫул умӗн юр ҫума пултарӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче термометр 5-10 градус сивӗ кӑтартӗ. Хӗллехи каникулта кашни кун тенӗ пекех юр ҫӑвӗ, юр хулӑнӑшӗ 15 сантиметра ҫитӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи Калинин рйаонӗнче пурӑнакан хӗр полицейскисемпе ҫапӑҫнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене вӑл ҫыртнӑ, вӗсенчен пӗрне тапнӑ. Урапа пите лектернӗ.

Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче хӗр-тусӗпе сӑра ӗҫсе тӑнине патруле тухнӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Обществӑри йӗркелӗхе пӑснине кура пикене автомашинӑна кӗртсе лартнӑ. Протокол ҫырас тенӗ ахӑртнех. Хӗр пакунлисен аллине ҫыртнӑ. Вӗсенчен пӗрне, руль умӗнчине, питрен урапа тапнӑ.

Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ҫуд ҫитмен пикене тӗрмене хупмасӑр 6 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма, тӗрӗслев вӑхӑтне ҫулталӑклӑха палӑртса йышӑну кӑларнӑ. Хӗр вӗренекен учреждение, вӑл пурӑнакан вырӑнти яваплӑ органсене ҫул ҫитменнисемпе ҫителӗксӗр ӗҫленӗшӗн асӑрхаттару хучӗсем ярса панӑ.

Урамра сӑра ӗҫнӗшӗн хӗрсене административлӑ майпа явап тыттарса 500-шер тенкӗлӗх штрафланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1605, 1606, 1607, 1608, 1609, 1610, 1611, 1612, 1613, 1614, [1615], 1616, 1617, 1618, 1619, 1620, 1621, 1622, 1623, 1624, 1625, ... 3885
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...