Сывлӑх
![]() mnews.world сайтри сӑн Кӳкеҫри инфекци пульницинче карантинра пулнӑ Китай ҫыннисене кӑларни пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви республикӑра коронавируспа лару-тӑру мӗнлерех пулнине хыпарланӑ. Халӗ Чӑваш Енри тепӗр виҫӗ ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть Италирен таврӑннӑ. Палӑртмалла: унта коронавируспа чирлекенсем йышланнӑ. Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре вируспа кӗрешмелли препарат, хӳтӗленмелли хатӗр ҫителӗклех. Ҫапах хӑшӗ-пӗри аптекӑсенче медицина маскисем ҫуккине палӑртать. Китайра эпидеми сарӑлнине кура ҫынсем маскӑсем туянаҫҫӗ. Тавар вӑйлӑ сутӑнать, производительсем вара ӑна кӑларса ӗлкӗреймеҫҫӗ. Раҫҫейри чылай аптекӑра лару-тӑру ҫакнашкал-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() zen.yandex.com сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» ҫӑмӑллӑхсем туса парас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра ҫак категорири 70,5 пин ҫын пурӑнать. Олег Алексеевич ЧР Ӗҫлев министерствине ҫак ҫынсене мӗнле ҫӑмӑллӑхсемпе тивеҫтермелли пирки шутлама ыйтнӑ. «Чи малтанах вӗсем «вӑрҫӑ ачи» пулнине кӑтартакан статуса илесшӗн. Иккӗмӗшӗнчен, укҫан пулӑшнисӗр пуҫне урӑх пулӑшусем пур. Тӗслӗхрен, тухтӑр патне черетсӗр кӗресси», - тенӗ Олег Николаев. Палӑртмалла: РФ Патшалӑх Думи 2006 ҫултанпа «Вӑрҫӑ ачисем пирки» федераци саккунне йышӑнма хӑтланать. Анчах ҫакна пӑхмасӑрах 30 регионта ҫак категорири ҫынсен ҫӑмӑллахсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче ҫамрӑка полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, «Лиза Алерт» нимеҫисем, ахаль ҫынсем шыранӑ. Телее, арҫын ачана тупнӑ, вӑл чӗрех. Ҫӑк районта пурӑнакан хӗрарӑм 15-ри ывӑлне канмалли кунсенче яланах киле илсе кайнӑ. Ача коррекци шкул интернатӗнче вӗреннӗ. Ача никампа та ытлах хутшӑнман, унӑн Дружок ятлӑ йытти пулнӑ. Унпа вӗсем вӑрманта уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑлланнӑ. Вырсарникун, пушӑн 1-мӗшӗнче, амӑшӗ ачана йытӑпа пӗрле вӑрмана уҫӑлма янӑ. Тулта тӗттӗмленнӗ, анчах ывӑлӗ килмен, телефонӗ сӳннӗ. Хӗрарӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне пӗлтернӗ, вӑл вара – нимеҫӗсене. Арҫын ачана ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнче тупнӑ. Шӑнса кӳтнӗскере тӳрех вӗри чей ӗҫтернӗ. Унпа пӗрле йытӑ та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ют япала ҫӑтса янӑ ачапа ватӑ ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Инкекрен пӗри Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта 11 уйӑхри пепке ача апачӗн хатӗрӗн хупӑлчине ҫӑтнӑ. Кӑвакарса кайнӑскер патне васкавлӑ пулӑшӑвӑн чи ҫывӑхри бригадине часрах янӑ. Хупӑлчана туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗ чиперех. Тепӗр инкек Шупашкарта пулса иртнӗ. Апат ҫинӗ чухне 67 ҫулти арҫын чӑх какайне пыра лартнӑ. Васкавлӑ пулӑшу чӗнсе тухтӑрсем патне унӑн арӑмӗ шӑнкӑравланӑ. Кӑвакарса кайнӑ арҫынна пулӑшма тухтӑрсем тӑватӑ минутран ҫитнӗ. Снежана Князева тата Татьяна Выросова фельдшерсем Геймлих мелӗпе усӑ курса какая туртса кӑларнӑ, кӑвакарса кайнӑ арҫын лӑшах сывласа янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 1-мӗш гимнази. Foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗринче, 1-мӗш гимназире, 7-мӗш класра вӗренекен хӗрача вилнӗ. Пӑтӑрмах физкультура урокӗнче пулнӑ. Ача бассейнра тӑнне ҫухатнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, физкультура учителӗ ачана шывран туртса кӑларса фельдшерпа пӗрле пӗрремӗш пулӑшу пама пикеннӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Тухтӑрсем 9 минутран ҫитнӗ. Вӗсем шкул ачин клиника вилӗмне палӑртнӑ. Вырӑна тухтӑрсем реанимаци бригадине чӗнсе илнӗ. Асӑннӑ бригада 7 минутран ҫитнӗ. Ачана ҫӑлас тесе шурӑ халатлисем 1 сехет ытла тӑрӑшсан та усси пулман. Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ҫитнӗ. Халӗ вӗсем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсем ачан шывра ишме юранипе юраманни таранах тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() drive2.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пилӗк ҫынна сӗрӗм тивнӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви хыпарланӑ. Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрне усал хыпар пирки ирхине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Инкек вырӑнне тухтӑрсем ҫийӗнчех васканӑ. Шар курнисем патне вӗсем 12 минутран ҫитсе те кӗнӗ. Шурӑ халатлисем пурне те вырӑнтах пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Инкеке лекнӗ пилӗк ҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен шутӗнче виҫӗ ача пулни паллӑ. Ачасене Хулари ача-пӑча клиника пульницине вырттарнӑ, аслисене — Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине. «Ҫыхӑнура» форум уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи уйрӑм ҫын ҫуртӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне Николай Плотникова паян кӗреҫепе тата пуртӑпа кӳрши тапӑннӑ. Хайхи тӗп редакторӑн телефонӗ шар курнӑ, тата унӑн урине ыраттарнӑ. Сӑлтавӗ вара — ҫурхи шыв. Ҫав ҫурхи шывшӑнах Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӑн ҫак ӑнман кӳршӗ майлӑ пулса ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те район администрацийӗ те унӑн ӗмӗр-ӗмӗр усӑ курнӑ пахчине туртса илесшӗн. Туртса илсе ӗнтӗ ҫурхи шыва юхтарасшӑн. «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пирки» саккун тӑрӑх (2018 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче кӗртнӗ улшӑну хыҫҫӑн) ялти ҫурхи шыв юхӑмне йӗркелесси вырӑнти ял тӑрӑх администрацийӗн тивӗҫӗ пулса тӑрать. Анчах та Лапсар ял тӑрӑхӗн тӳри-шарисен шучӗпе Лапсар ялӗнчи Комсомольски урамӗнче ку ӗҫе Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников тата унӑн кил-йышӗ тумалла иккен. |
Чӑваш чӗлхи
![]() revue-ein.com сӑнӳкерчӗкӗ Ӗҫ шыракансен «HeadHunter» сервисӗ пирӗн ҫӗршыв ҫыннисем вырӑс чӗлхисӗр пуҫне тата хӑш чӗлхене пӗлнине тишкернӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесен йышне тутар, пушкӑрт тата чӑваш чӗлхисем лекнӗ. Маларах эпир асӑннӑ сервис резюмесене тишкернӗ май ҫапла пӗтӗмлетнӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫав вӑхӑтрах хӑш чӗлхене пӗлнине питӗ сайра чухне ыйтаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки «HeadHunter Поволжье» (чӑв. HeadHunter Атӑлҫи) сервисӑн пресс-служба ертӳҫи Александра Севостьянова пӗлтернӗ. «HeadHunter» специалисчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, тутар чӗлхине пӗлнине резюме авторӗсенчен 0,6 проценчӗ кӑтартать, пушкӑрт чӗлхине — 0,09%, чӑваш чӗлхине — 0,02%. Ҫапла вара чӑваш чӗлхи виҫҫӗмӗш йӗрке йышӑннӑ. «HeadHunter» вырнаҫтарнӑ вакансисенчен 500-е яхӑнӗнче тутар чӗлхи пӗлмеллине кӑтартнӑ, 40 вакансире — пушкӑрт чӗлхине, 15-ре — чӑваш чӗлхине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Йӗрке хуралҫи Шупашкарта ҫул ҫинче инкек туса хунӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ-мӗн. Куншӑн ӑна полицирен кӑларса ярӗҫ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле «Волга» водителӗ Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 46-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫине тухнӑ чухне «Лада Грантӑна» ирттерсе яман, пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Арҫынна килӗ умӗнче, Мир проспектӗнче, тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Руль умӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 2-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ ларнӑ пулнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларӗҫ, пуҫлӑхне дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ пӑр ҫула паянтан хупнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче хыпарланӑ. Аса илтерер: пӑр ҫул Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Наваты ялне ҫыхӑнтарать. Ун урлӑ 3 пин тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫса ҫӳреме юранӑ. Пӑр ҫула пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫнӑччӗ. Пӑр ҫӳхелнӗ май юханшыв урлӑ ҫӳреме хӑрушӑ — машинӑсем шыва путма пултараҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх каҫӑпа ҫӳреме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Яваплисем вӑхӑтлӑх каҫҫа сӳтме тытӑннӑ. Ҫулла унта каллех кӗпер тӑвӗҫ. Ӑна ҫу уйӑхӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Хальлӗхе машинӑсен тавра ҫулпа ҫаврӑнса ҫӳреме тивӗ. Ку вӑл хӑйсемшӗнех паха. Васкакан вакка сикнӗ тесе ахальтен каламан вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |