Сывлӑх
![]() Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ кӑшӑлвируса пула пандеми тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн ку амак пирӗн тӑрӑха та ҫитсе кӗчӗ. Шел те, вилекенсем те пур. Чӑваш халӑх сайчӗ пирӗн республикӑри 5 ҫын вилнине стопкоронавирус.рф сайт хыпарлани тӑрӑх ӗнерех пӗлтерчӗ-ха. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви усал хыпара халӑх патне паян ирхи 8 сехет те 23 минутра ҫитерчӗ. COVID-19 диагноз ҫирӗпленнӗ, пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсен ҫулӗ — 65-рен пуҫласа 86-ччен. Вӗсем пурте йывӑр ытти амакпа нушаланнӑ: ӳпке шыҫҫипе, сахӑр диабечӗпе, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем кашнин пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, анчах ҫӑлса хӑварма май килмен. Пирӗн республикӑра ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцине ҫулталӑк пуҫланӑранпа 235 ҫыннӑнне тупса палӑртнӑ. Ку цифрӑсем — паян ирхи 8 сехет тӗлне. 14 ҫын сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗринче, «Строймонтажизоляция» тулли мар яваплӑ обществӑра, шалу вӑхӑтра тӳлемен. Кун пирки Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна суда ярса панӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Ку статьяпа шалӑва икӗ уйӑх ытларах тӳлеменнисене явап тыттараҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ӗҫченсенчен пӗрне 80 пин ытла тенкӗ тӳлемен. Халӗ предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлесе татнӑ-ха. Ҫапах та пуҫиле ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ виҫӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ ирпе пӗлтернӗччӗ. Ку цифрӑна республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви хӑйӗн сайтӗнче кӑнтӑрла ҫитес умӗн пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах стопкоронавирус.рф сайтра пирӗн тӑрӑхра пиллӗккӗн вилнине хыпарланӑ. Унти кӑтарту 10 сехет те 35 минут тӗлне хатӗрленӗскер. Асӑннӑ сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне пирӗн ҫӗршывра 2,14 миллион тест тунӑ. Чирлисене 52 пин те 763 тӗслӗх палӑртнӑ. 3 пин те 873 ҫын сывалнӑ. 456 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вилекенсенчен кашнинех ытти чир-чӗр пулнине пӗлтереҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ернисенчен 45 проценчӗ чирлине туйман та, 20 проценчӗ вара хытах нушаланать. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ цифрӑна РФ сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ӗнер пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ 225 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шӗ сывалнӑ. Ӗнер вилнисен йышӗнче 2 ҫынччӗ, паян вара виҫҫе ҫитнӗ. Иккӗшӗн кӑшӑлвирус пулнине вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗлнӗ. «Кӗрен парӑс» обсерваторие 16 ҫынна вырттарнӑ. Тепӗр 10 ҫыннӑнне анализ кӑтартӑвӗсене кӗтеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 3621 ҫынна сӑнаса тӑнӑ, халӗ ку йышра – 1538 ҫын. Вӗсенчен 1260-шӗ килте карантинра лараҫҫӗ, 262-шне пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсен хушшинче 18 ҫул тултарман 22 ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри Амӑшӗн капиталӗ ӳснӗ. Вӑл унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ тӑк халӗ – 150 пин тенкӗ. Саккун проектне ЧР Министерсен Кабинечӗн паян иртнӗ ларӑвӗнче ырланӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ те регион пуҫлӑхӗ алӑ пусӗ. Сӑмах май, республикӑра Амӑшӗн капиталне 2012 ҫулта пама тытӑннӑ. Унтанпа унӑн виҫи улшӑнман. Халӗ ача ҫуралсанах ҫемьене Амӑшӗн капиталӗнчен 20 пин тенкӗ пама та йышӑннӑ. Ку укҫапа вӗсем хӑйсем пӗлнӗ пек усӑ курӗҫ. Тата ҫакна палӑртмалла: республикӑри Амӑшӗн капиталне 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Мӑнкун уявӗнче, Етӗрне районӗнче пушар алхаснӑ. Унта ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Метикасси ялӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Кил хуҫисем уявра ҫурта ҫутнӑ, анчах ӑна пӑхса тӑман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шӑпах ҫуртана пула тухнӑ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем вӗсен вити-сарайне сыхласа хӑварнӑ, ҫулӑма кӳршисем патне куҫма паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Яндекс навигатор" сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем «Яндекс навигаторта» онлайн-митинг ирттернӗ. Сарӑмра (приложени) ҫынсем кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ комментарисем нумай. Эпицентр – Правителство ҫурчӗ умӗнче. Ҫынсем тӳре-шара ним те туманнипе кӑмӑлсӑр. Кӑшӑлвирус сарӑлать, ҫынсен килте лармалла, анчах влаҫ инкеклӗ лару-тӑру пулнине йышӑнасшӑн мар-мӗн. Халӑх килте лармалли тапхӑрта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемеллине пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Онлайн-митинга хутшӑннисем каланӑ тӑрӑх, «Яндекс» хӑш-пӗр комментарие хуратма тытӑннӑ. Сӑмах май, кун пек митингсем Шупашкарта кӑна мар, Раҫҫейри хӑш-пӗр хулара та иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pda.21.fsin.su сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри управленийӗ хӑйӗн учрежденийӗсенче кӑшӑлвирусран сыхланас енӗпе мерӑсем йышӑннине пӗлтернӗччӗ-ха. Анчах халӗ ҫак тытӑма та ҫав амак ҫитнӗ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пӗр хӗрарӑмӑнне кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ. Кӑшӑлвируспа кӗрешме пирӗн республикӑра йӗркеленӗ оперативлӑ штабра ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн чир палли пулман. Анализа планпа килӗшӳллӗн илнӗ. Следстви изоляторӗнче халӗ йӗркене ҫирӗплетнӗ. Чирлӗ хӗрарӑмпа хутшӑннисене урӑх ҫӗре куҫарнӑ, вӗсенне анализ илнӗ. Кӑшӑлвирус лекнӗ тепӗр ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, анализ илнисен 65 проценчӗн чир ниепле те палӑрман. |
Статистика
![]() abakan-news.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 32 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ҫапла майпа ку таранччен ку инфекципе 225 ҫын аптӑранӑ. Пӗтӗмпе 9 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 1 ҫын вилнӗччӗ. Паян вара ҫакӑ паллӑ: тепӗр ҫын та кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Аса илтерер: вируса пула вилнӗ пӗрремӗш пациент 79 ҫулта пулнӑ. Ӑна кӑшӑлвирус чирлӗ ҫынран ернӗ. Анализ илсенех ӑна пульницӑна вырттарнӑ. Анчах сывлӑхӗ япӑхланса пынӑ. Вӑл чире парӑнтарайман – вилнӗ. Иккӗмӗш пациент миҫе ҫултин хальлӗхе пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() https://yandex.ru сӑнӳкерчӗк «Чувашский учколлектор» (чӑв. Чӑваш вӗренӳ коллекторӗ)] тулли мар яваплӑ обществӑна сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата министерствин пресс-служби ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫав предприятире асӑннӑ министерствӑн тӳпи — 100%. Номинал хакӗ — 54 165 180 тенкӗ. Общество Шупашкарти Шкул проездӗнчи 6-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл потребительсене кирлӗ тӗрлӗ тавара курттӑмӑн тата ваккӑн сутать. Асӑннӑ организацин харпӑрлӑхӗнче 2742 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ тата 1346,8 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ куҫман пурлӑх пур. Аукциона ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 10 сехетре ирттерӗҫ. Заявкӑсене паянтан йышӑнма пуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пухӗҫ. Пурлӑхӑн малтанхи хакӗ – 80 088 500 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |