Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын Геленджикра канас тенӗ. Краснодар крайӗнчи хулана тухса кайиччен вӑл уйрӑм ҫын ҫуртне броньленӗ. Ҫав ҫурт Хура тинӗс хӗрринче пулнӑ. Ҫуртшӑн каччӑ хакӑн пӗр пайне — 9 пин тенк — тӳлесе хунӑ.
Кавказ тӑрӑхӗнчи курорт хулине 24 ҫулти ҫамрӑк хӑйӗн ҫемйипе ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухса кайма ӗмӗтленнӗ. Анчах шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑштахран ҫула тухаймассине ӑнланса илнӗ. Ҫурт хуҫине укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ килӗшмен. Тарӑхнипе каччӑ ӗнер йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти ҫулҫӳревҫӗ байдаркӑпа Каспи тинӗсне кайнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Роман Андреев Шупашкара таврӑннӑ. Ҫапла майпа вӑл шывра 127 кун ишнӗ.
Роман Чӑваш Енрен Астрахань облаҫӗ еннелле ишнӗ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл 16 пин тенкӗ илнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ шывра йывӑрлӑхсем сиксе тухнине пытармасть. Пӗрре мар вӑл каялла таврӑнма та шутланӑ, анчах тӗллевне пурнӑҫланах.
Палӑртмалла: Роман ҫула тухма юратать. Ку унӑн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ мар. Вӑл малашне те ҫула тухма палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти Роман Андреев ҫӗртмен 10-мӗшӗнче байдаркӑпа ҫулҫӳреве тухнӑ. Шыв тӑрӑх ишсе вӑл Хура тинӗсе ҫитесшӗн. Каламалла: кун пек ҫула вӑл пӗрремӗш хут тухать, унччен велосипедпа тӗнче курса ҫӳренӗ: 10 уйӑхра 4 ҫӗршыва ҫитнӗ.
Халӗ вӑл Волгоград еннелле ишет, унтан Дон ҫине тухса Азов тата Хура тинӗссен хӗррине ҫитесшӗн. Роман – ӳнерҫӗ, пуласлӑхра вӑл кино ӳкересшӗн. Акӑ мӗн тума кирлӗ ӑна кунашкал ҫулҫӳрев.
Роман хӑйӗнпе пӗрле 16 пин тенкӗ илнӗ. 1 пин тенки телефон счечӗ ҫине хума кайӗ. Кунне апатланмашкӑн 130 тенкӗ пӗтерме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗнпе пӗрле 10 банка консерв, 2 килограмм хура тул, 1,5 килограмм сӗлӗ кӗрпи, 1 килограма яхӑн иҫӗм ҫырли, ҫавӑн чухлех курага тата майӑр илнӗ. Ку пӗр эрнене ҫитмелле.
Роман ҫулҫӳревре 4 уйӑх пуласшӑн. Ҫулӗ ҫывӑхах мар: 1700 ҫухрӑм ишмелле.
Норвег ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн климатне модельлесе пӑхнӑ та Сахара пушхирӗ пачах та урӑхла йӗркеленме пултарнине палӑртнӑ. Енчен те унччен ӑсчахсем ҫак тӑрӑх 3 миллион ҫул каялла ҫанталӑк улшӑннине пула йӗркеленнӗ тесе шухӑшланӑ пулсан ҫӗнӗ тӗпчев Сахара пушхирӗ 7–11 миллион ҫул каялла пулса кайнине палӑртнӑ.
Норвег ӑсчахӗсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта мезозой ӗмӗрӗнче Тетис ятлӑ океан пулнӑ-мӗн, вӑл типнине пула Сахара пушхирӗ йӗркеленнӗ. Ҫавӑн пекех унпа пӗрле Вӑтаҫӗрпе Каҫпи тата Хура тинӗс пулса тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Асилтеретпӗр, Сахара пушхирӗ Африка континенчӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ, вӑл унӑн 10% лаптӑкне йышӑнать. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 9 миллион тӑваткал метртан та ытла. Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗнчи чи шӑрӑх вырӑнсенчен пӗри шутланать — унта 57,7° ӑшӑ палӑртма пултарнӑ.
Унчченхи теорине 2008 ҫулта пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Германи, Канада тата АПШ ӑсчахӗсем Йоа кӳлӗри юшкӑна тӗпченӗ. Вӗсен шухӑшӗпе 6 пин ҫул каялла кӑна пушхирте кӳлӗсем чылай пулнӑ, йывӑҫсем сахал мар ӳснӗ. Вӗсен умӗн вара тепӗр ӑсчахсем Сахара 5500 ҫул каялла кӑна темиҫе ӗмӗр хушшинче йӗркеленни пирки каланӑ.
Охота тинӗсӗ малашне Раҫҫейӗн пулӗ. 50 пин километр калӑпӑшлӑ лаптӑк унччен пӗтӗм тӗнчери шыв шутланнӑ. Халӗ ӑна ООН Раҫҫее пама йышӑннӑ.
Охота тинӗсӗ пулӑпа пуян теҫҫӗ. Теприсен шучӗпе геологсене вӑл савӑнтармалла. Раҫҫейӗн ӑслӑлӑхӗсен академийӗн Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи уйрӑмӗн Ҫурҫӗрпе Хӗвелтухӑҫ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн регионти геологипе геофизики лабораторийӗн тӗп ӗҫченӗ Владимир Глотов каланӑ тӑрӑх, сайра-хутра тӗпчени те шыв тӗпӗ ҫутҫанталӑкӑн пуянлӑхӗпе иксӗлмине пулнине палӑртнӑ. «Тинӗсӗн ҫӗр хӗрринчи пайӗ нефтьпе тата газпа пуян», — ӑнлантарнӑ вӑл.
Хӑш-пӗр эксперт шучӗпе Магадан ҫывӑхӗнчи шельфра нефть пуянлӑхӗ виҫӗ миллиард баррельпе те танлашма пултарать.
Пулӑ пуянлӑхне илес пулсан — малашне «вырӑнтан хускалманнисене» (вӗсен шутне сӑмахран краб кӗрет) Раҫҫей кӑна тытайрать, ытти тӗссем пирки тепӗр патшалӑхсене чару ҫук.
Тинӗс Раҫҫее куҫнипе пӗрлех ӑна тивӗҫлипе хӳтлӗс енӗпе яваплӑх та кӑларса тӑратать. Унти китсемпе юханшыв кӑвакалӗсем, моллюсксемпе сайра тӗл пулакан пулӑсен тӗсӗсене упраса хӑварассипе ҫине тӑмалла.
Охота тинӗсӗ — пирӗн ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ тинӗс, Лӑпкӑ океан лаптӑкне кӗрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |