Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫутӑ сӑнарӗ яланах асра

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.02.2012 10:40 | 1634 хут пӑхнӑ

Пурӑннӑ пулсан Зоя Ярдыкова актриса, режиссёр, педагог ҫак кунсенче 91 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, пилӗк ҫул каялла вӑл пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Ҫапах та эпир ӑна манмастпӑр: ҫутӑ сӑнарӗ яланах куҫ умӗнче. Нумай пулмасть РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Зоя Ярдыкова ячӗпе пархатарлӑ ӗҫ тума пултартӑмӑр: вӑл чылай вӑхӑт пурӑннӑ ҫурт ҫине (тӗп хулари Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт) Асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ.

Муркаш районӗнчи Шаптакра кун ҫути курнӑ пике — чӑваш актерӗсен ГИТИСра пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш студийӗн йышӗнче. Чӑваш драма театрӗнче спектакльсенче вылянӑ вӑхӑтрах режиссурӑна хӑнӑхнӑ. Унӑн малтанхи ӗҫӗсем — «Ҫемье чысӗ», «Авлантарчӗҫ», «Арканнӑ юрату»...

Зоя Димитриевнӑн ячӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Унта вӑл наци труппине йӗркелессипе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. Зоя Димитриевна явӑҫтарнӑ пӗрремӗш ҫамрӑксем каярах паллӑ актерсем пулса тӑнӑ: Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Вера Голубева, Чӑваш халӑх артисчӗсем Раиса Фёдорова, Валериан Пайгусов, Петр Иванов тата ыттисем те.

Зоя Ярдыкова педагогика ӗҫӗнче те палӑрнӑ, Шупашкарти музыка училищин вокал уйрӑмӗнче «актер ӑсталӑхӗ», «чӗлхе культури», «грим» предметсемпе вӗрентнӗ.

Асӑну хӑмине уҫнӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ митинга театр ӗҫченӗсем, Зоя Димитриевнӑна лайӑх пӗлнӗ ҫынсем, куравҫӑсем, унӑн пултарулӑхне хисеплекенсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов ертсе пычӗ.

Тӗп хулан Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ертӳҫи Станислав Васильев, Зоя Димитриевнӑпа ГИТИСра пӗр курсра вӗреннӗ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Муркаш район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Алевтина Андреева, режиссёрӑн вӗренекенӗ Петр Романов, Асӑну хӑмин авторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Петр Пупин, ыттисем паллӑ ҫыннӑмӑр пирки ӑшшӑн аса илчӗҫ.

Ҫивиттие сирчӗҫ те ума чӑваш ҫи-пуҫӗллӗ Зоя Димитриевна «тухса тӑчӗ». Пурнӑҫри пекех: шухӑшлӑ, витӗрсе пӑхакан ҫивӗч куҫлӑ, ырӑ кулӑллӑ. Яланах ҫапла кӗтсе илӗ вӑл пире.

#Шупашкар, #Муркаш районӗ, #асӑну хӑмисем, #Шаптак

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем