Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллӑ актер, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ аст каҫӗ иртнӗ.

Чаплӑ мероприятие актерӑн асӑну хӑми патне чечек хунинчен пуҫланнӑ, унта театр актерӗсем, журналистсем, тӑванӗсем театрта пухӑннӑ. Виктор Родионовӑн пултарулӑх биографийӗ Чӑваш драматрӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Вӑл республикӑри театр искусствин историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Аса илӳ каҫне тӳре-шараран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский хутшӑннӑ.

 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Викторова 100 ҫул тултарнӑ.

Кинемей Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче 1924 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тӑлӑх салтак арӑмӗ.

Анастасия Васильевна 7 класс вӗренсе пӗтерсен Ҫӗрпӳри педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. 1943 ҫулта шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, тӑван колхоза та пулӑшнӑ. Ӗмӗрне Яманакри шкулта пуҫламӑш класс ачисене вӗрентсе ирттернӗ. Ҫав енӗпе вӑл 42 ҫул тӑрӑшнӑ.

Виҫӗ ача амӑшне паян виҫӗ мӑнук, мӑнукӗн 5 ачи савӑнтараҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян республикӑра юр ҫӑвать. Каҫхине вӑйлах ҫӑвӗ. Анчах ҫӗрле юр вырӑнне ҫумӑр ӳкӗ.

Ыран, шӑматкун, ирхине те ӑшӑрах пулӗ: 4-9 градус. Анчах кӑнтӑрлаччен каллех сивӗтӗ. Ирхи 9 сехетре – йӗпе, кӑнтӑрла хыҫҫӑн типӗ юр ҫӑвӗ. Каҫхине вара ҫил-тӑман тухӗ.

Чӳкӗн 2-мӗшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ. Шӑматкун куҫхине 1-6 градус таран сивӗтӗ. Ҫӗре юр хуплӗ, ҫулсем пӑрлакланӗҫ.

Чӳкӗн 3-мӗшӗнче хушӑран юр ҫӑвӗ, хӗвел те пӑхкалӗ. Тунтикун юр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 7-9-мӗшӗсенче юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ.

 

Политика
Анатолий Аксаков Телеграм-каналӗнчи сӑн
Анатолий Аксаков Телеграм-каналӗнчи сӑн

РФ Патшалӑх Думини финанс рынокӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗ Анатолий Аксаков Тӗп банк пуҫлӑхне Эльвира Наибуллинӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине» парнеленӗ.

Кӗнекере – 328 страница, пӗлтӗр вӑл 1500 тенкӗ тӑнӑ.

Сӑмах май, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине 2022 ҫулта хӑтлӑлатнӑ.

 

Республикӑра
"Хочу в Чувашию" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Хочу в Чувашию" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти аэропорт хӗллехи расписани ҫине куҫнӑ.

Пассажирсене, хальхи пекех, пирӗн республикӑран «Аэрофлот» тата «Победа» авиакомпанисем турттарӗҫ. Унсӑр пуҫне самолётсем Санкт-Петербурга, Сочие,Сургута, Нижневартовска, Минеральные Воды хулисене вӗҫӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-223020493_4691
 

Ҫул-йӗр
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ырантан Елчӗк муниципаллӑ округӗнче «Елчӗк – Лаш Таяпа – Шӑмалак» маршрутпа автобус ҫӳреме пуҫлӗ.

Ку ыйтӑва «Пӗрремӗш транспорт медиакомпанийӗн» директорӗпе Владимир Шашковпа сӳтсе явнӑ, ирхи, кӑнтӑрлахи тата каҫхи графике сӳтсе явнӑ. Юлашки чарӑну районти тӗп пульница умӗнче пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12030
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Никита Данилов Саранскра ишесси енӗпӗ иртнӗ чемпионатра тата первенствинче тӑватӑ медаль илнӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи спортсменсем хутшӑннӑ.

Никита 200 метра ишсе ылтӑн медаль илнӗ, 400 метра ишсе – кӗмӗл. 100 тата 800 метра ирӗклӗ майпа ишсе вара вӑл икӗ пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

Ытти спортсмен та лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Александр Вотяков – пӗрремӗш, Михаил Пайков – иккӗмӗш, Денис Чебанин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17807
 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар округӗнче ҫӑлкуҫ нумай. Нумаях пулмасть Явӑш ялӗнчи ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатнӑ.

Унта утма меллӗ пултӑр тесе ҫул йӗркеленӗ, ҫанталӑк пӑсӑлсан пытанмалли вырӑн хатӗрленӗ, йывӑҫ-тӗм лартнӑ. Ҫапла вырӑн хитре те хӑтла пулса тӑнӑ.

Ку ӗҫе ялти ҫынсем тата Вырӑс географи обществи хутшӑннӑ.

 

Трансспорт полицийӗ тунӑ сӑн
Трансспорт полицийӗ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри транспорт полицийӗ Мари Элти браконьерсем Атӑлта пулӑ тытнине асӑрханӑ. Вӗсем иккӗн пулнӑ. Пӗри Козьмодемьянск хулинчен 3800 метр аякра, Шупашкарти шыв управӗнче, саккуна пӑсса пулӑ тытнӑ.Тепри кӑшт аяккарах, 1200 метрта, пулнӑ.

Арҫынсенчен пӗри – 40 ҫулта, тепри – 37-ре. Вӗсем тӗрлӗ пулӑ тытнӑ. Ҫапла патшалӑха 20 пин ытла тӑкак кӳнӗ.

 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫурт стени ишӗлме пуҫлани пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Халӗ ӑна авариллисен шутне кӗртнӗ.

Сӑмах – Коммунизм урамӗнчи 35-мӗш ҫурт пирки. Унта пурнакансене урӑх ҫӗре куҫарӗҫ, ҫурта вара ишсе антарӗҫ. Хӑҫан? Паллӑ мар. Анчах ку ӗҫсене 2032 ҫулхи раштавӑн 31- мӗшӗччен патшалӑх программипе килӗшӳллӗн вӗҫлемеллине палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, [154], 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...