Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Ен Аслӑ судӗнче Красноармейски районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. 27 ҫулти амӑшне ачисене алимент тӳлеменшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Алимент парӑмӗллӗ виҫӗ ачаллӑ хӗрарӑма Красноармейски районӗн сучӗ ӗҫлесе юсантарас тенӗ. Анчах вырӑнти прокуратура айӑплава ытла та ҫемҫе тесе аппеляци мелӗпе республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма унччен явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 461 пин тенке ҫитнӗ. Амӑш прависӗр юлнӑскер тӗпренчӗкӗсем пирки пачах та шухӑшламан тейӗн. Унсӑр пуҫне вӑл ют пурлӑха вӑрласа судпа айӑпланнӑ. Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хули ҫулсерен илемленсе капӑрланса пырать ҫеҫ мар, пысӑкланать те. Ҫӗнӗ микрорайонсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсенче – ҫӗнӗ урамсем. Пирӗн куҫ тӗлне Шупашкарти пӗр урам ячӗ лекрӗ. Шупашкарти «Премьер» микрорайонта @chebmedia ҫӳренӗ-ха. Унти вырӑнсене вӑл ӳкерсе илсе Инстаграма лартнӑ. Урам ятне икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла – ҫырма тӑрӑшни сисӗнет. Анчах сӑнӳкерчӗкре «Автономная урамӗ» тата «Автономная улица» тесе ҫырни курӑнчӗ. Ҫак йӗркесен авторне «Автономная урамӗ» тесе шӑрҫалани тӗлӗнтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() iz.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, 97 ҫулти арҫын, кӑшӑлвируспа чирленӗ. Тухтӑрсем ӑна сыватнӑ. Ветерана пульницӑна ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче илсе килнӗ. Ун чухне арҫыннӑн ӳт температури 38,5 градус пулнӑ. Рентген унӑн ӳпки икӗ енчен те шыҫнине кӑтартнӑ. Каярахпа анализ та килнӗ: кӑшӑлвирус чӑнах та пур. Тухтӑрсем ӑна сипленӗ. Чир йывӑррӑн иртнӗ. Ӑна кислородпа та сывлаттарнӑ. Йывӑр чухне те ветеран хуҫӑлса ӳкмен, палатӑри кӳршисене хавхалантарма тӑрӑшнӑ. Ӗнер ветерана киле яма хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() tverlife.ru сайтри сӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви Чӑваш Енре ҫанталӑкӑн «сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтерет. Ҫитес вӑхӑтра республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать, ҫил хӑвӑртланать – ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫил вӑйланнӑран ӳкме пултаракан япаласем патӗнче тӑма сӗнмеҫҫӗ. Кун пек ҫанталӑкра электропоралуксем, ҫыхӑну пралукӗсем татӑлма, ҫирӗп мар тӑракан объектсем ӳкме пултараҫҫӗ. Ведомство ҫиллӗ ҫанталӑкра реклама щичӗсенчен, строительство техникисенчен аяккарах тӑма ыйтать. Вӗсен ҫывӑхне машина та лартма сӗнмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ. Ҫул ҫинче «Солярис» маркӑллӑ ҫӑмӑл машинӑпа фура ҫапӑннӑ. Инкек паян ирхи 7 сехет те 15 минутра пулса иртнӗ. А-151 трассӑпа пыракан машинӑсем Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми тӗлӗнче инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмаха 22 ҫулти каччӑ тытса пыракан ҫӑмӑл машинӑпа йывӑр тиевлӗ машина ҫакланнӑ. Ҫӑмӑл автомобиль водителӗ тата машинӑри икӗ пассажир инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ, тепӗр пассажир пурнӑҫӗ пульницӑна ҫитсен татӑлнӑ. Ҫӑмӑл машинӑра 22-24 ҫулсенчи ҫамрӑксем пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Hyundai Solaris» умри транспортран иртес тесе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вӑл фурӑпа ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ен кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисен виҫҫӗмӗш тапхӑрне куҫассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку вируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа тата тепӗр 31 ҫын чирленине шута илнӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ. Иррсе кайнӑ талӑкра COVID-19 диагнозӗллӗ 27 ҫын чиртен сывалнӑ. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра ерекен ҫак чир 7 713 ҫынна лекнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра вилекенсем пулман. Пӗтӗмпе 70 ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа тӗпе хурса «Советская Чувашия» хаҫат «Этот день мы приближали, как могли» (чӑв. Ҫак куна эпир май килнӗ таран ҫывхартнӑ) викторина ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн авторӗ тата йӗркелӳҫи — журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин. Республика историйӗпе шкул ачисенчен пуҫласа 80 ҫулхи ватӑсеп таранах кӑсӑкланни палӑрнӑ. Пуринчен чӑтӑмли тесе хаҫатҫӑсем Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Роза Алексеева пенсионер тесе пӗлтернӗ. Вӑл хаҫат подшивкисене тӗплӗн тишкернӗ. Конкурсра пурӗ 18 ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Ҫав шутра пӗр тӑван Архиповсем те, Юрийпе Наталия, пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене (5 е ытларах ача ӳстерекеннисене) апат-ҫимӗҫ парса пулӑшнӑ. Ыр кӑмӑллӑх акцине «Русь» апат-ҫимӗҫ фончӗ» ыр кӑмӑллӑх фончӗ тата республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви йӗркеленӗ. Республикӑна 1000 апат-ҫимӗҫ пуххи килнӗ. Унта куллен кирлӗ таварсем: консерва, ҫӑнӑх, кӗрпе, сахӑр песукӗ, пахча ҫимӗҫ — пулнӑ. Ҫак эрнере министерствӑн ҫемьепе ачасене пулӑшу кӳрекен центрӗн ӗҫченӗсем нумай ачаллисем патне ҫитсе 754 апат-ҫимӗҫ пуххине ҫемьесене панӑ. Вӗсене кӑмӑлтан йышӑннӑ, чунтан тав тунӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра пулӑшу ыттисем патне те ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхн 27-мӗшӗнче Питӗр хулинче Раҫсей наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче «Были мы, и есть, и будем!» (чӑв. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!) курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул тата чӑвашсен Ленинградри ентешлӗхне пуҫарнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курава Чӑваш Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗпе (ертӳҫи — Валериан Гаврилов) пӗр шухӑшлӑн йӗркеленӗ. Курав авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Курава уҫма Чӑваш Енри тӳре-шара та: культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн директорӗ Светлана Старикова — кайнӑ. Унсӑр пуҫне чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Зорин ҫула тухнӑ. Питӗрти чӑваш культурин обществин ертӳҫи Владимир Живов та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() retail.ru сайтри сӑн 41 ҫулти хӗрарӑм смартфон туяннӑ та уншӑн страховка илес тесе полицейскисене суйнӑ. Хайхискер Кадыков урамӗнче хаски ӑратӗнчи йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ӑна икӗ палламан ҫын тапӑннӑ та сумкине, хваттер тата машина уҫҫисене вӑрланӑ имӗш. Сумкӑра вара икӗ смартфон пулнӑ. Хӗрарӑм хӑйне ҫаратнӑ тесе полицие пӗлтерме пынӑ. Йӗрке хуралҫисем видоекамерӑсене пӑхнӑ. Ҫак хӗрарӑм килтен сумкӑпа тухнӑ, сумкӑпах кӗнӗ. Ҫурта уҫӑпах уҫнӑ. Кайран ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: вӑл смартфон страховкине илес тесе суйнӑ-мӗн. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |