Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Доктрина создателя» кӗнеке кун ҫути курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 11.10.2021 10:48 | 2333 хут пӑхнӑ
Культура

«Доктрина Cоздателя» кӗнеке кун ҫути курнӑ.

Нумай пулмасть ҫӗртме уйӑхӗнче вулакансем валли ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. «Доктрина создателя» (чӑв. Пултаракан доктрини; Тӑвавҫӑ доктрини) ят панӑскерте автор эпир курма хӑнӑхнӑ тӗнче курӑмне ҫӗнӗлле пӑхма вӗрентет. Унӑн иккӗмӗшле ячӗ — «Этемлӗхӗн Чун Интернационалӗ е пирӗн цивилизацине ыран мӗн кӗтет».

Кӗнеке авторӗ — техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ АТН, РАЕН академикӗ, ОАЕГН президенчӗ Маслов Леонид Иванович Аслӑ Тӗнче уҫлӑхӗн Ӑс-тӑнӗ тивӗҫтернӗ информацие кӗскен каласа панӑ. «Доктрина Создателя» кӗнекере халӑх пӗрлӗхӗн аталану ҫулӗн ҫӗнӗ модельне сӗннӗ. Кунта ӑнланмалла чӗлхепе ҫынпа Уҫлӑх хушшинчи ҫыхӑну епле йӗркеленни пирки каласа панӑ. Тӗнче уҫлӑхӗ мӗнле йӗркепе — Канонсемпе — аталанса пынине уҫса панӑ, кӗнекери шухӑшпа этемлӗх вӗсене тӗпе хурса аталанма.

Ҫамрӑксемшӗн кӗнекери «Ҫӗнӗ ӑру валли ҫырнӑ халал» юлашки сыпӑк кӑсӑклӑ пулӗ. Пултаракан паракан пӗлӳ ҫын кам иккенне тӗпренех улӑштарать.

Кӗнеке кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче 5 пин тиражпа тухнӑ пулнӑ, анчах вулакансем ӑна пит хӑвӑрт туянса пӗтернӗ. Хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш тиражӗ пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене интернет-лавккара туянма май пур. Хакӗ 330 тенкӗ.

Кӗнекеи шухӑшсене сӳтсе явма ятарлӑ порталта май пур: doktrina.info

#кӗнекесем, #тӗнче курӑмӗ, #философи, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1550.38.9738
2021.09.12 18:29
Agabazar
Создатель — Пултаракан мар. Создатель — Тăвавçă. Тата тĕрĕсрех — Тунăлăхçă.
Базиль Кириллов // 2797.46.2235
2021.09.15 15:45
Вулакана ҫав теринччен йӗрӗнсе ҫырас вырӑнне пачах ҫырмасан авантарах мар-ши? (Ташней пирки сӑмах).
Agabazar // 3040.78.6054
2021.09.22 14:50
Agabazar
Мĕн тăван Ташнейпе? Сана Акапасар çав тери хытă хисеплет. Çакă мăй таран çитмелле кирек кама та.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем