Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Куславккара пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Яшӑн ҫын пурлӑхне ҫаратнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 161-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тытма тивӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл Куславккари Воложка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫывӑхӗнче 46-ри ӳсӗр арҫынна асӑрханӑ. Унӑн карас телефонне, сигартне, пӗр кӗленче эрехне тата 100 тенкӗ укҫине уҫҫӑн ҫаратнӑ. Тӗпчевҫӗсем тӑкак виҫи 9 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр тӑватӑ кунтан, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине, каччӑ Куславккари автозаправка станцийӗн территорийӗнчи автомобиль пылесосне вӑрланӑ. Ку япала 7 пин тенкӗ ытла тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чикӗ леш енне агропромышленность продукцине ӑсатассипе иртнӗ эрнере пирӗн республика ҫӗршывра та палӑрнӑ. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗн тата ҫу культурисен экспорт калӑпӑшӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ; чӑх ашӗпе – 11-мӗш; шӑккӑлатпа – 13-мӗш. Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхри аграрисем 17,4 АПШ долларӗллӗх продукци ӑсатнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 26 процент нумайрах. Ҫӑнӑхран хатӗрленӗ кондитер изделийӗсен калӑпӑшӗ 48 процент ӳснӗ. Асӑннӑ продукци Чӑваш Енрен Китая, Грузие, Казахстана, Украинӑна, Японие, Азербайджана тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыва ӑсанать. Сӗт-ҫу тата аш-пӑш продукцине, тӗпрен илсен, Китай туянать. Ҫу культурисем Германие, Бельгие, Польшӑна, Румыние каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канмалли кунсенче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Сӑр чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ палӑкӑн пӗрремӗш чулне вырнаҫтарнӑ. Ку мероприятие ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова хутшӑннӑ. Ҫак вырӑна ахальтен суйламан. Паркра вӑрҫӑ астӑвӑмӗ упранать. Ҫитес ҫул республикӑра Сӑр тата Хусан чиккисене чавнӑ ҫынсене халалланӑ ҫулталӑк пулӗ. «Тӗпчемен япалана тӗпчемелле. Ҫакна тума пире ҫӗршыв президенчӗ тӗллесе ярать», - тенӗ Олег Николаев. Палӑртмалла: ҫак чикӗсен тӑршшӗ 300 ҫухрӑмпа танлашнӑ, ку ӗҫе 171450 хӗрарӑмпа ҫамрӑк хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Урамра кӗркунне мар, ҫулла тейӗн. Паян ӑшӑ, ыран та, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 22-27 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Ҫапах кӗркунне хӑйӗннех тӑвӗ. Юнкун республикӑра кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ, ҫил те самай вӑйланӗ – ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Термометр 15-20 градус кӑтартӗ. Кӗҫнерникун ҫанталӑк кӑштах лайӑхланӗ, хӗвел тухӗ, ӑшӑтӗ. Тепӗр кунах, эрнекун, циклон ҫил, ҫумӑр илсе килӗ. Сывлӑш 13-18 градус таран ӑшӑнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче самаях сивӗ пулӗ: 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» уйӑхӑн виҫҫӗмӗш декадинче пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Варламова авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл – 36 ҫулта. Аппӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унччен нумайлӑха тухса кайман. Тӑванӗсем ун патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, анчах телефонӗ сӳннӗ. Настьӑна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ. Тӑванӗсем ӑна малтан хӑйсем шыранӑ, Настя ҫӳренӗ кафесене кӗнӗ. Пульницӑсемпе моргсене те тӗрӗсленӗ. Тусӗсем те Настя ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Унӑн сулахай хулӗ ҫинче чӗрепе кинжал ӳкернӗ татурировка пур. Хӑй вӑл 175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм хура костюм, сӑрӑ футболка, кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан полицие пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() culture.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑҫал утӑ уйӑхӗнче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 560 ҫын ытларах вилнӗ (43 процент). Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче 1301 ҫын вилнӗ, кӑҫал – 1861. Ку кӑтартупа Чӑваш Ен виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Тутарстан (54,2 процент), иккӗмӗш вырӑнта – Пушкӑрт Республики (47,7 процент). Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑха илес тӗк, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1352 ҫын ытларах вилнӗ. 2019 ҫулхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 8948 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, кӑҫал ҫичӗ уйӑхра 10300 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсем вилнӗ. Пушар каҫхине пулнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ, ҫулӑм хыҫҫӑн нимӗн те юлман, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Пушара сӳнтерсен хӗрарӑмпа арҫын виллисене тупнӑ. Вӗсем – аппӑшӗпе шӑллӗ. Хӗрарӑм – 50-ра, арҫын 47 ҫулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ку инке криминалпа ҫыхӑнман. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
15 ҫул — шӑп ҫавӑн чухлӗ Чӑваш халӑх сайчӗ сирӗнпе пӗрле. Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче эпир хамӑр ҫак пӗчӗк юбилея палӑртатпӑр. Шел те, кӑшӑлвируса пула ӑна анлӑн палӑртма май пулмӗ. Ҫавах та ҫак вӑхӑт хушшинче эпир мӗн-мӗн тума ӗлкӗрнине, тата хамӑр плансем пирки каласа парас тетпӗр. Ҫитӗнӳсем15 ҫул хушшинче Чӑваш халӑх сайчӗ сахал мар ӗҫлерӗ. 2017 ҫултанпа эпир МИХ шайӗнче тӑрӑшатпӑр пулин те унччен чӑвашлӑха тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ енлӗ аталанма пулӑшакан портал пек ӗҫлесеччӗ. Пӗлтӗр, ав, «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» тепӗр пай уйӑртӑмӑр — Чӑваш чӗлхи лабораторине. Анчах ку вӑл пӗтӗмпех пирӗн сайтпа, Чӑваш халӑх сайчӗпе, ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ҫитӗнӗвӗсем те хамӑрӑнах. Чи малтанах ача-пӑчасем хушшинче ирттернӗ литература конкурсӗсене асӑнмалла. Вӗсене эпир ҫичӗ хут ирттертӗмӗр. Республикӑри ачасем те хутшӑнчӗҫ, тулашрисем те. Чи лайӑх хайлавӗсене вара кӗнекен те кӑлартӑмӑр. Ҫапла май виҫӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Вӗсен тиражӗсем пысӑках мар пулин те ачасемшӗн ҫав-ҫавах савӑнӑҫ пулчӗҫ тесе шутлатпӑр (Инесса Шашкинӑна, ав, профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхне те нумай пулмасть йышӑнчӗҫ). |
Статистика
![]() Шупашкарти юханшыв порчӗ кӑҫал 30 пин ҫынна юханшыв трамвайӗпе турттарнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ. Пассажирсене турттаракан юханшыв транспорчӗ «Шупашкар – Сосновка поселокӗ» маршрутпа ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшнчен ӗҫлеме тытӑннӑ, «Шупашкар – Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж» маршрутпа — утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен. Юханшыв портне тӑкаксене саплаштарма Шупашкар хула администрацийӗ 7,9 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, тепӗр 7,8 миллион тенке республика хыснинчен хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑннӑ май пулакан тӑкаксем валли уйӑрнӑ. Йӑлӑма 10 пин ытла пассажир кайнӑ, Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляжа — 20 пин ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри паллӑ педагог, 200 ытла ӗҫ, ҫав шутра — 5 монографин, авторӗ Николай Краснов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Николай Герасимович педагогика ӑслӑлӑхсен докторӗ, профессор, ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Иван Яковлев музейне йӗркелекенӗ пулнӑ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ ҫыннӑн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл нумай тӑрӑшнӑ. Николай Краснов 1932 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Мартынкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1955 ҫулта Чӑваш патшалӑх пединститутӗнче (хальхи вӑхӑтра — университет) ют чӗлхесен факультетӗнчен, 1963 ҫулта Мускавра ют чӗлхесен педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |