Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
kazan.bezformata.com сайтри сӑн
kazan.bezformata.com сайтри сӑн

Кӑҫал «Тутарстан мисӗ» ята Чаваш Енре ҫуралнӑ хӗр ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӑл «Раҫҫей мисӗ» конкурса хутшӑнма хатӗрленет.

Сумлӑ ята ҫӗнсе илекен хӗр Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче ҫуралнӑ. Диана Юнусова халӗ 18 ҫулта. Вӑл Хусан федераци университетӗнче юридици факультетӗнче 1-мӗш курсра вӗренет. Хӑй Хусантах пурӑнать.

Диана Юнусовӑна сумлӑ ята тивӗҫнӗ ятпа корона тӑхӑнтартнӑ тата кӗрӗк парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69577
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш кӗнеке издательствинче вырӑс класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗрентме «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗ темиҫе те пичетленсе тухнӑ. Ҫак кунсенче унта тата тепӗр учебник кун ҫути курнӑ. Ку вӑл — «Кала-ха» вӗренӳ пособийӗсен комплекчӗ. Ӑна таваттӑмӗш классем валли хатӗрленӗ. Кӗнеке авторӗсем – А.В. Блинов, А.В. Егорова, Л.П. Николаева, художникӗ – Ю.Ю. Лутошкина. Кӗнеке тиражӗ — 1050 экземпляр. Курс авторӗ – А.В. Блинов.

«Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ грамматикӑна вӗрентес тӗллев лартман. Вӑл чӑвашла пуплеме хӑнӑхтарасшӑн.

2016-2018 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче 1–3 классем валли ҫавӑн пек пособисем пичетлесе кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/3874.html
 

Республикӑра

Ҫӗмӗрле районне кайсан Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ стеллӑна курма пулать. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Палӑртмалла: республикӑра кунашкал стеллӑсем татах пулӗҫ. Чи пысӑк комплекса Куславкка районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, вырнаҫтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче, Етерне районӗнчи Ильина Гора ялӗнче палӑксем лартма палӑртнӑ.

Аса илтерер: Чаваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑр ҫынсене халалланӑ.

 

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ача-пӑча театр коллективӗсен республикӑри «АВАНсцена» фестивалӗ пулассине пӗлтерет. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут иртӗ. Мероприятие Сӑр тата Хусан чиккисене чавма хутшӑннисен ҫулталӑкне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.

VI фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен пырӗ. Конкурс теми — «Тӑван чӗлхене шанатпӑр!».

Фестивале тӗрлӗ енпе тата стильпе ӗҫлекен ушкӑнсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хутшӑнакансен ҫулӗ 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулччен пулмалла. Ӗҫсем вырӑсла, чӑвашла, республикӑра пурӑнакан ытти халӑх чӗлхипе пулма пултараҫҫӗ.

 

Политика

Паян, нарӑс уйӑхен 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче республика парламентне Ҫырупа тухрӗ. Унта вӑл республика экономикине мӗнле ҫул-йӗрпе аталантармаллине палӑртрӗ.

Элтепер иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, плансем пирки калаҫнӑ май ҫивӗч ыйтусене хускатрӗ. Тӗслӗхрен, республикӑри аслӑ шкулсем, ятарлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсем специалистсене сахал мар вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Пурӗ 14 пин ҫынран кая мар. Ҫав хушӑрах вӗрентӳре, медицинӑра, производствӑра, ял хуҫалӑхӗнче, культурӑра специалистсем ҫитмеҫҫӗ. «Ӗҫтешсем, ыйту ҫуралать: кама тата мӗн валли хатӗрлетпӗр эпир?» — терӗ республика ертӳҫи.

Республикӑри предприяти-организацисем валли тӗллевлӗн вӗрентме пуҫӑнмалла мар-и? Ҫапла каларӗ Олег Николаев.

 

Сывлӑх

Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа Фельдшерпа акушер пункчӗсенче ӗҫлекен акушеркӑсемпе медсестрасем те усӑ курайӗҫ. ЧР Минстрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.

Пӗлтӗр ФАПсене 18 фельдшер ӗҫлеме кайнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ инҫетре, кӗрсе ҫӳреме йывӑр тӑрӑхра, вырнаҫнӑ ФАПра тӑрӑшать. Программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа Чӑваш Енре 81 фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ.

Палӑртмалла: земство фельдшерӗсене йышӑнас тӗлӗшпе Патӑрьел, Канаш тата Патӑрьел районӗсем малта.

 

Сывлӑх
ok.ru сайтри сӑн
ok.ru сайтри сӑн

Паян кашӑлвирус статистики кӑштах савӑнтарать. Юлашки талӑкра республикӑра 6 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Аса илтерер: юлашки уйӑхра ку кӑтарту кунсерен 10-12 ҫынпа танлашнӑ.

Паянхи кун тӗлне 19639 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17711-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем сахал мар – 894 ҫын.

Юлашки талӑкра кӑшӑлвируспа чирлекенсем 86 ҫын пулнӑ. 89-ӑн сывалнӑ. Палӑртмалла: чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пырать.

Сӑмах май, ҫитес эрнере Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ, кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ.

 

Спорт

Кӑшӑлвирус сарӑлнине пӑхмасӑр кӑҫал «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне» ирттерӗҫ. Анчах унта 65 ҫултан аслӑраххисене хутшӑнтармӗҫ. Старта тухакансен медтӗрӗслев витӗр тухса справка илсе килмелле.

Ӑмӑрту кӑҫал та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗн трасси ҫинче иртӗ. Старт нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 12 сехетре пулӗ. Малтан «Шупашкар-Аренӑна» ҫитмелле. Унта мандатлӑ комисси ӗҫлӗ, документсен оригиналӗсене йышӑнӗҫ, ӳт температурине виҫӗҫ. Кун хыҫҫӑн ӑмарту вырӑнне автобуспа илсе ҫитерӗҫ.

Заявкӑна тата сканерланӑ справкӑна sdusshor2-21@mail.ru электронлӑ почтӑпа нарӑсӑн 12-мӗшӗччен ярса памалла.

 

Раҫҫейре

Ленинград облаҫӗнчи Туслӑх ҫуртӗнче «Паттӑрлӑх ҫӗрӗ» пӗтӗм акцие хутшӑнакансен мероприятийӗ иртнӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пынӑ вырӑнти вырӑнти гильзӑсене тата унтан илнӗ тӑпрана тултарнӑ хутаҫа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ҫав шутра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине чавнӑ вырӑнти ҫӗр те пулнӑ. Хаклӑ япаласем Ҫар туслӑхӗн музейӗнче упранӗҫ.

Тӑпра капсулине пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене…» ас тӑвӑм акцийӗ уҫӑлнӑ чухне панӑ. Капсулӑна «Элара» савутра хатӗрленӗ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Валериан Гаврилова панӑ. Халӗ чӑваш тӑпри Питӗрти Туслӑх ҫуртӗнче упранӗ.

«Паттӑрлӑх ҫӗрӗ» акцие пӗлтӗр Питӗрти «Ленинградский доброволец» общество организацийӗ тата Ломоносов районӗнчи десантниксен союзӗ пуҫарнӑ. Тӑпрана ҫӗршывӗпех пуҫтарнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне акцие Донецк халӑх республики те хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://lentv24.ru/Dom_druzhbi_0.htm
 

Культура

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова паян юбилейне паллӑ тӑвать.

Светлана Николаевна — культурӑпа ӳнер институтӗнче актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ. Вӑл 1985 ҫулта Куйбышеври культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑкскере направленипе Шупашкарти Агрегат савучӗн клубне ӗҫлеме янӑ. Светлана Краснова «Танц-клуб Модерн» хореографи коллективӗ йӗркеленӗ. Кайран вӑл ушкӑн халӑх коллективӗ ята тивӗҫнӗ. Тӗрлӗ ҫулта коллектив Мускава, Хусана, Магнитогорска, Нурлата тата ытти хулана конкурссемпе концертсене ҫӳренӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи хӑш-пӗр спектакль валли ташӑ лартнӑ.

2012 ҫултанпа Светлана Краснова хореографсене вӗрентет.

 

Страницӑсем: 1 ... 1387, 1388, 1389, 1390, 1391, 1392, 1393, 1394, 1395, 1396, [1397], 1398, 1399, 1400, 1401, 1402, 1403, 1404, 1405, 1406, 1407, ... 4030
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере карьера пирк шутлама тивӗ. Эсир професси ыйтӑвӗсем уҫӑмаланнине туятӑр, ку сире тӗллевсене пӑхса тухма май парӗ. Анчах шухашламасӑр йышӑну ан тӑвӑр. Ку эрне — проектсем хатӗрлемелли тата ресурссене пайламалли вӑхӑт.

Чӳк, 16

1899
126
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Кириллова Надежда Мефодьевна, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1998
27
Владимиров Евстафий Владимирович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи, тӑлмач, философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ вилнӗ.
2006
19
Александров Анатолий Александрович, чӑваш политикӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...