Раҫҫейре
![]() solreg.ru сайтри сӑн Ыран, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ акци – «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» - иртӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать. Чӑваш Енре диктанта 34 лапамра ҫырӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ Шупашарта пулӗ. Тӗп лапам – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ /Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт/. Акцие хутшӑкансен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ 25 ыйтӑва хуравламалла. Задание пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ. Регистраци 13 сехетре пуҫланать, интруктаж – 13.30 сехетре. 14 сехетре диткант ҫырма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Брянск облаҫӗнче вӑрман касакансен хушшинче уҫӑ чемпионат иртнӗ. Унта Мускав тата Чулхула облаҫӗсенчи, Карелири, Мари Элти, Чӑваш Енри тата Удмурт Республикинчи ҫынсем хутшӑннӑ. Спортсменсем пилӗк хӑнӑхтарӑва пурнӑҫланӑ. Кӑҫал виҫӗ зачет пулнӑ: Брянск облаҫӗн ҫыннисен хушшинче, хӑнасен тата хӗрарӑмсен зачечӗ. Чӑваш Енри ҫынсем чемпионатра темиҫе наградӑна тивӗҫнӗ. Сергей Субботин 203 балл пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Артем Шашков хӑнасен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Галина Климина хӗрарӑмсен хушшинче иккӗмӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() фотоболезней.рф сайтри сӑн ЧР сывлӑх сыхлавӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чаксах пырать. Юлашки талӑкра ку йыша 33 ҫын хушӑннӑ. Иртнӗ эрнере ку кӑтарту 30-40 ҫынпа танлашнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 7836 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 6477-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 28 ҫын чире парӑнтарнӑ. Ҫак кун тӗлне 1284 ҫын чиртен сипленет. 71 ҫын инфекцие пула вилнӗ. Ҫак кунсенче 1 ҫын чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,96-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай салинче пушар пулнӑ. Унта пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм рабочисен тимсӗрлӗхне пула тухнӑ. Вӗсем усӑ курман техникӑна каснӑ. Пушар юрӑхсӑра тухнӑ ПАЗ автобус ҫине те куҫнӑ. Рабочисем пушара хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлахах пулнӑ. Пушарнӑйсене чӗнмех тивнӗ. Вӗсем ҫулӑма тӳрех сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирлесе юсаннисенчен хӑшӗсен сывлӑхӗ самай хавшанӑ. Чӗре, юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен чирӗсемпе тата ытти ҫавӑн пек амакпа нушаланакансен сывлӑхне вирус уйрӑмах халсӑрлатса хӑварнӑ. Кӑшӑлвируспа чирленисене ҫирӗпленсе ҫитме ҫӗршыв шайӗнче ковид хыҫҫӑнхи программа йышӑннӑччӗ. Халӗ пирӗн тӑрӑхри 45 ҫын ку программӑпа усӑ курнӑ та. Тепӗр 52 ҫын малалла сипленет, 77-ӗн хӑйӗн черечӗ ҫитессе кӗтет. Ковид хыҫҫӑнхи программӑна Хулари 1-мӗш клиника тата П.Н. Осипов ячӗллӗ Шупашкарти пӗрремӗш хула пульницисенче, ҫавӑн пекех «Надежда» тата «Чувашиякурорт»а санаторисенче ӗҫлеттерсе янӑ. Сиплев курсӗ 10 куна пырать. Стационарсенче сипленнишӗн медицина страхованийӗн шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Санаторие каякансен тӑкакӗн 70 процентне республика хысни хӑй ҫине илнӗ. Пациентсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ путевка хакӗ 10-11 пин тенке ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ, либерал-демократсен партийӗн фракцийӗн ертӳҫи, оборона комитечӗн пайташӗ Владимир Жириновский Шупашкарти суйлава хутшӑнать. Ӑна хулари Депутатсен пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври пухӑвне депутата суйланма Раҫсей Федерацийӗнчи либерал-демократсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӑратнӑ. Владимир Жириновский Казахстанри Алма-Ата хулинче 1946 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫӗршыври паллӑ политик М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Философи ӑслӑлӑхсен докторӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Жириновский Шупашкарти суйлава хутшӑнассине ҫак йӗркесен авторне Шупашкар хулинчи муниципалитет суйлав комиссийӗнче ҫирӗплетсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче хысна вырӑнӗсен шучӗ нумайланӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Мускавра пулнӑ май Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ шкул министрӗпе Валерий Фальковпа калаҫса татӑлнӑ. Енсем ЧПУна никӗс аслӑ шкул статусне парасшӑн. Ҫавӑн хыҫҫӑн университет патшалӑх саккасне пурнӑҫланӑ май региона тӑнӑҫлӑ аталанма кирлӗ специалистсене вӗрентсе кӑларассипе ҫине тӑрӗ. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, аслӑ шкулта хальхи вӑхӑтри лабораторисем халех пур. Вӗсем пысӑк шайри специалистсене хатӗрлес ӗҫре пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Авӑн уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗсенче Улатӑр шосси урлӑ каҫма май килмӗ. Унта чукун ҫула юсанӑ май каҫӑна вӑхӑтлӑха хупса хурӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗ авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 22 сехетрен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи ирхи 5 сехетчен пырӗ. Вӑл вӑхӑтра машинӑсем Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫма пултарӗҫ. Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнӗшӗн хула администрацийӗ ҫынсенчен каҫару ыйтнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗчӗккисем валли «Путешествие по Чувашии. Чӑваш ҫӗршывӗпе паллашар-и?» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна Ольга Васильева пухса хатӗрленӗ, проект ертӳҫи – издательство директорӗ Светлана Каликова, художникӗ – Юлия Лутошкина. Кӗнекен тӗп сӑнарӗсем: Тилӗ, Атнер тата Эльпи – Шупашкар хулинчен республика тӑрӑх тухса каяҫҫӗ. Вӗсем хамӑр тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Кашни вырӑна ҫитнӗ хыҫҫӑн ачасен тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама тивет. Ачасемшӗн ҫӗнӗ, вӗсем пӗлнӗ хӑш-пӗр сӑмахпа ятарлӑ словарь паллаштарать. Кӗнекере чӑваш матрешкисемпе наклейкӑсемлӗ сӗтел ҫинчи вӑйӑ та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта кӑҫал та «Атӑл юмахӗ» фестиваль иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ ирттернӗ конкурса хутшӑнса пултарулӑх мероприятине ирттерме 360 пин тенке тивӗҫнӗ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртӗ. Мероприятин учредителӗ – республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ. Фестивале ирттерме республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ пулӑшӗ. Раҫҫейри театрсен чи лайӑх спектаклӗсемпе паллашма май килӗ. Артистсем, режиссерсем, артист пулма вӗренекенсене ГИТИСри педагогсем ӑсталӑха вӗрентӗҫ, Мускаври, Чулхулари, Ӗпхӳри, Индинчи Вриндаванти режиссерсемпе театроведсем те фестивале хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |