Республикӑра
![]() "На связи" сайтри сӑн Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Чӑваш Енри паллӑ бизнесмен тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Аса илтерер: Владимир Ермолаева пысӑк виҫепе налук тӳлеменшӗн айӑплатчӗҫ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014-2016 ҫулсенче, Владимир Ермолаев «СУОР» ертӳҫи пулнӑ чухне, 107 миллион тенкӗ налук тӳлемен. Ҫав ҫулсенче вӑл декларацисене суя цифрӑсем пӗлтернӗ. Судра Ермолаев айӑпне йышӑнман, патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштарман. Прокуратура куншӑн ӑна колоние яма ыйтнӑ. Суд ҫакна шута илсе усламҫа пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Владимир Ермолаева суд залӗнчех арестленӗ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Сӑмах май, Ермолаев тӗлӗшпе унччен те темиҫе хутчен пуҫиле пуҫарнӑ. Анчах вӑл кашнинчех штраф тӳленипе кӑна хӑтӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче Чӑваш Енре, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 2 пин ытларах вилнӗ. Ку енӗпе пирӗн республика Атӑлҫи федераци округӗнче виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнать. Каҫалхи 10 уйӑхра республикӑра 14880 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 2083 /16,3 процент/ ҫын ытларах. Ҫуралакансем те сахалрах пулнӑ. Кӑҫал 380 ача сахалрах ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗр ку тапхӑрта 9774 ача ҫуралнӑ тӑк кӑҫал – 9394 пепке. Ҫапла майпа пирӗн республикӑра халӑх шучӗ 5486 ҫын чакнӑ. Ҫулталӑк каялла ку кӑтарту 3023 ҫынпа танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри Первомайски урамӗнчи лавккаран Ҫӗнӗ ҫулхи 4 парне ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, вӑл касса ещӗкне те йӑкӑртнӑ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл - Кӳкеҫре пурӑнакан 32 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак арҫынна тухса ҫӳреме юраманни пирки расписка ҫыртарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юлашки темиҫе эрнере пирӗн республикӑра аслӑ шкулсенче тата ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем килте вӗреннӗччӗ. Халӗ техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсен хушшинче чирлекенсем палӑрмаллах сахалланнине палӑртаҫҫӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекеноперштабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах илнӗ. Вӑл виҫӗ студентпа икӗ преподаватель ҫеҫ чирленине пӗлтернӗ. Вӗсем хутшӑннӑ ҫынсен йышӗ — 50-ран ытла мар. Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче ҫамрӑксене куҫӑн мар вӗрентме тытӑнасшӑн. Анчах маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Студентсен те, педагогсен те. Аслӑ шкулсенчи студентсен хальлӗхе дистанци мелӗпех вӗренме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() m.progorodsamara.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем банкра 150 миллиард тенкӗ ытла упраҫҫӗ. Кун пирки Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен уйрӑм ҫын вклачӗсен виҫи пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 13,2 процент тӳснӗ. Ҫапла вара банкра тытакан укҫа виҫи 153 миллиард тенке ҫитнӗ. Пиӗн республикӑра пурӑнакансем Раҫҫейрисем пекех — укҫана тенкӗпе упрама кӑмӑллаҫҫӗ. Банка хунӑ «кӗмӗлрен» тенкӗллӗ вклад виҫи — 91,8 процент. Банкри укҫана 1,4 миллион тенкӗ таран страхлаҫҫӗ. Ҫапах та вӑл е ку кредит учрежденине суйличчен банкӑн лицензи пуррипе-ҫуккипе кӑсӑкланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри артистсем хӗвеллӗ Грузие юрӑ саламӗ ӑсатнӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче Грузири «Bravo Metekhi» ушкӑн «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юрра ҫырса илнине Инстаграмра вырнаҫтарнӑччӗ. Вӑл унтан тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ушкӑна, тӗрлӗ ҫын страницине, сарӑлчӗ. Грузинсем шӑрантарнине чӑвашсем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ, вӗсене тав туса ҫырчӗҫ. «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра пирӗн халӑх питӗ юратать, ӑна эпир пурте пӗлекен мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ Андриян Николаев космонавт та килӗштернӗ. «Article» вокал ушкӑнӗ (вӑл та арҫынсенчен тӑрать) Вахтанг Кикабидзен «Чито-гврито» юррине (пирӗнтен чылайӑшӗ ӑна «Мимино» фильм тӑрӑх пӗлет) шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи черетлӗ ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская коронавируспа чирлекенсен шучӗ ачасен хушшинче икӗ процент чакнине, 30-59 ҫулсенчи ҫынсен хушшинче ӳсме тытӑннине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ яланхиллех Шупашкарта пысӑк пулин те ҫак хисеп юлашки вӑхӑтра кӑштах чакнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе кайнӑ. Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Кочнев ку эрнере 52 тӗслӗхе шута илнине асӑнса хӑварнӑ. Кил хуҫисем нумаях пулмасть Мускавран ӗҫлесе таврӑннӑ иккен. Хӗрлӗ Чутай районӗнче шута илнӗ 22 тӗслӗхрен 10-шӗ — ватӑ ҫынсем. «Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнӑ, ыттисем килтех сипленеҫҫӗ», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров. Оперштаб ларӑвӗнче Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи тӑрӑма та тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 15 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Суд вӑл ҫынна вӗлернине ҫирӗплетнӗ. Ку инкек кӑҫал ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун арҫын Шупашкарта мунча комплексӗн пӗр ҫуртӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер 20 ҫулти тата 21-ри пӗлӗшӗсемпе хирӗҫсе кайнӑ. Асли ҫамрӑккисене ҫӗҫӗпе чикнӗ. 20 ҫулти каччӑ вилнӗ, тепри чӗрӗ юлнӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судра явап тытнӑ. Вӑл ун чухне ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн суд сакки ҫине ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан Елена Зубова лотерейӑра ҫурт выляса илнӗ. 48 ҫулта ывӑлне ҫуратнӑ хӗрарӑмшӑн ку питӗ пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӑл машина туянма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа ҫурт вырӑнне укҫа илес тенӗ. Ку ҫапла пулса иртнӗ. Елена пенси илме кайнӑ. Унта ӑна вак укҫа парайман, лотерея билечӗ илме сӗннӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ билет туяннӑ. Вӗсем тӳрех ывалӗпе тупӑшӑва кайнӑ, билет пирки маннӑ та. Кайран аса илсен тӗрӗслеме шутланӑ. Ҫурт выляса илнӗ иккен! Тепӗр икӗ билечӗ 100 тата 500 тенкӗ выляса илнӗ. Халӗ Елена лотерейӑра выляса илнӗ укҫапа машина туяннӑ. Унпа ывӑлне ӑмӑртусене илсе ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар прокурорӗн должноҫне урӑх ҫын йышӑннӑ. Ку тивӗҫе юстицин аслӑ советникне Александр Шабалкина шаннӑ. Ҫӗнӗ прокурор – 45 ҫулта. Вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ, Хусанта юридици факультетне пӗтернӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта Александр Шабалкин Канаш районӗнчи прокуратурӑна ертсе пынӑ. Унччен Улатӑр, Красноармейски прокуратурисенче ӗҫленӗ. Вӑл – Раҫҫей прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗ. Унччен Шупашкар прокурорӗн тивӗҫӗсене Дмитрий Фуражкин пурнӑҫласа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |