Республикӑра
![]() РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ҫамрӑксен ҫулне ӳстерессине Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл РФ Патшалӑх Думин тепӗр депутачӗпе, Анатолий Аксаковпа, вӗренекенсен тата ӗҫлекен ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ. Парламентари пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксемпе пурнӑҫри вырӑна тупма пулӑшас, патриотизм, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Николай Малов ҫамрӑксене «Раҫҫей Федерацийӗнчи ҫамрӑксен политики ҫинчен» саккун проектне пӗрремӗш вулавпа пӗр шухӑшлӑн ырланине пӗлтернӗ. Унта ҫамрӑксен политикине аталантарас ыйтӑва пӑхса хӑварнӑ. Ҫав шутра ҫамрӑксене йывӑрлӑхра пулӑшасси, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парасси те пур. Ҫамрӑк усламҫӑсене, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ӗҫе вырнаҫма пулӑшас пирки те шухӑшлаҫҫӗ. Ҫамрӑксен ӳсӗмне 14-ран пуҫласа 35 ҫулчченхи ҫамрӑксене кӗртме палӑртнӑ. Халӗ 30 ҫула ҫитичченхисем ҫамрӑк шутланаҫҫӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене: Артем Дютина, Ирина Коптевӑна, Татьяна Ляпустинӑна, Юлия Петровӑна, Алексей Сизова — депутат тав хучӗсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Сӑр» автоҫулӗ ҫинче йывӑр тиевлӗ машинӑсене виҫмелли пункт вырнаҫтарнӑ. Вӑл — Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ тӗлӗнче. Хальлӗхе тытӑм сӑнавлӑ мелпе ӗҫлӗ, кайран, виҫӗ уйӑх иртсен, штатлӑ режим ҫине куҫӗ. Машинӑсене автоматизациленӗ мелпе виҫекен пункт транспортӑн пӗтӗмӗшле виҫине, кашни тӗнӗлне тивекен йывӑрлӑха палӑртаҫҫӗ. Электрон информацие кӑтартакан табло ҫине пӑхсан водитель хӑйӗн машини епле тайнине курӗ. Тытӑм правӑна административлӑ майпа пӑснине шута илекен центра хӑех пӗлтерет. Йывӑр тиевлӗ машинӑсене виҫмелли пӗрремӗш пункт «Шупашкар-Сурски» автомобиль ҫулӗ ҫинче Улатӑр районӗнче уҫӑлнӑ. Ӑна пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче, вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти 17-мӗш шкул ачисемпе педагогсене эвакуациленӗ. Вӗсене 12 сехет те 35 минутра урама кӑларса тӑратнӑ. Шкула полицейскисем тата тухтӑрсем пырса ҫитнӗ. Кинологсем урамри ҫула хупланӑ. «Ачасем урамра шӑнса пӑсӑласран 9-11-мӗш классене 37-мӗш шкулӑн акт залне илсе кайнӑ, ыттисене ҫывӑхри 106-мӗш ача пахчине ӑсатнӑ», — пӗлтернӗ эвакуациленине куракансем «Pro-город» кӑларӑма. Ачасемпе вӗрентекенсене мӗн сӑлтавпа эвакуациленине хаҫат пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ӗҫлекенсем инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшни пирки хӑйсен Инстаграмри страницинче час-часах пӗлтереҫҫӗ. Паян та вӗсем ҫынна ырӑ тунӑ. «Ҫул ҫинче фура ҫапса хӑварнипе вилесси хӑрушӑ», — тесе ҫырнӑ @gibdd21 пабликра. Ҫухату ҫыннӑн ҫемйине пысӑк хуйхӑ илсе ҫитерет. Хамӑр пирки шухӑшламасан та тӑвансемшӗн пӑшӑрханар. Ҫуран ҫӳрекен пӗр ҫын федераци ҫулӗн хӗррипе утнӑ. Вӑл ҫула май транспорт ҫӳрекен енпе пынӑ. Ун ҫумӗнче машинӑсем аякран курӑнмалли нимле паллӑ та пулман. Ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Ара, водительсене тӗттӗмре ҫынна асӑрхама йывӑр-ҫке. Ҫуран ҫӳрекене пакунлисем Хусан енне каякан ҫула май машинӑпа лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() mx900.livejournal.com сӑнӳкерчӗкӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс кӑҫал та иртет. Ӑна раштавӑн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Унччен вара ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗн тата республикӑри районсен шайӗнче мала тухнӑ чӑваш пикисем финала хатӗрленеҫҫӗ. Кӑшӑлвирус чирӗ сарӑлнине пула кӑҫалхи ӑмӑрту видео-онлайн мелӗпе иртет. Хӗрсем заявка тата 4 тӗрлӗ номинацире видео хатӗрлемелле. Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинаципе ҫӗнтерӳҫӗне палӑртма Чӑваш наци конгресӗн «Контактра» ушкӑнӗнчи страницӑра раштав уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче сасӑлани тӑрӑх пӗтӗмлетӗҫ. Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тӳресем видеосене ӑысӑк экран ҫинче пӑхса хаклӗҫ. Сӑмах май каласан, «Чӑваш пики» конкурса 2006 ҫулта ирттерме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() edu.pechengamr.ru сайтри сӑн Аслӑ классем валли математика енӗпе иртекен Пӗтӗм тӗнчери «Эпӗ шутлатӑп!» иккӗмӗш онлайн-тура пӗтӗмлетнӗ. Финалта 1077 ҫамрӑк тупӑшнӑ. Юлашки тапхӑра 9-мӗш класра вӗренекен 8 ача тата 11-мӗш класра ӑс пухакан 22 ҫамрӑк тухнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарта вӗренекен Мария Громилова та пур. Палӑртмалла: кӑҫал конкурса хутшӑнма питӗ нумаййӑн кӑмӑл тунӑ, пӗтӗмпе – 6 пин ытла ҫын. Чи маттуррисене, вунӑ ҫынна, 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫсем, 10-мӗш классем, Питӗрти физикӑпа математика лицейне экзаменсӑрах вӗренме кӗрейӗҫ. Ҫавӑн пекех хаклӑ парнепе – электронлӑ техникӑпа – хавхалантарӗҫ. 11-мӗш класра вӗренекен чи лайӑх ачасене ҫулталӑк тӑршшӗпе стипенди тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Нефтеюганск хастар чӑваш, Сергей Андреев, 53 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна, вӑйпитти арҫынна, хальхи вӑхӑтри амак — кӑшӑлвирус — ернӗ. Виҫӗ эрне чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн Сергей Васильевич пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл хулари думӑн депутачӗ пулнӑ, Ханты-Манси автономи округӗн-Югран каҫару комиссийӗн ертӳҫин пулӑшуҫи, хула пуҫлӑхӗн предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн пайташӗ, Нефтеюганскри бокс федерацийӗн вице-президенчӗ, «Юграна ҫӑласси» общество организацийӗн пайташӗ, «Раҫҫей офицерӗсем» регионти уйрӑмӗн ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи пулнӑ. Вӑл Пушкӑртстанри Ҫирӗклӗре 1968 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ентешӗмӗр вилни ҫинчен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Это Юганск, детка Нефтеюганск» пабликра хурланса пӗлтернӗ. Усал хыпара пӗлнисем «Чӑн-чӑн ҫынччӗ», «Чӑваш халӑхӗн тивӗҫлӗ ывӑлӗччӗ» йышши комментарисем ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() progorodsamara.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре паян тепӗр 7 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 356 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вируса пула вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 13916 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 12539-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 132 ҫын чирленӗ, 45 ҫын кӑна сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1021 ҫын килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Сӑмах май, оперативлӑ штаб ларӑвӗнче техникумсемпе колледжсенче ӑс пухакансене дистанционкӑран кӑларма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрутсем ҫинче Ҫӗнӗ ҫултан билет хакне хӑпартма палӑртаҫҫӗ. Асӑннӑ маршрутпа турттаракансем ӗҫлеме тӑкаклӑ тесе пӑшӑрханнине республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр хуларан теприне ҫӳрекенсем транспорт сайра ҫӳрени пирки самай пӑшӑрханчӗҫ. Яваплӑ специалистсем маршрутсем ҫине миҫе транспорт тухнине, вӗсем мӗн вӑхӑтра хутланине тӗрӗслерӗҫ. «Маршруткӑсен» йышӗ сахалли, ҫавна пула транспорт сайра ҫӳрени палӑрсан вӗсен хуҫисем билет хакӗ йӳнӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Халӗ 331-мӗш эмаршрутри транспорт салонӗсенче пӗлтерӳсем ҫакнӑ. Унта 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн аллӑн укҫа тӳлесен билет хакӗ 32 тенкӗ, ЕТКпа татӑлсан 30 тенкӗ пулас пирки асӑрхаттарнӑ. Халӗ билет хакӗ аллӑн укҫан е карттӑпа тӳленине кура — 26 тата 25 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() СССР наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ, тюрколог, паллӑ ӑсчах, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ Николай Ашмарин (1870–1933) ҫуралнӑранпа кӑҫал 150 ҫул тултарнӑ. Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» кӗнеке пичетленнӗ. Кӗнеке тӑватӑ пайран тӑрать. Унта ӑсчахӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсене тишкерсе хак панӑ. Николай Ашмарин, маларах каларӑмӑр, 17 томлӑ словаре пухса хатӗрленӗ. Чӑваш ӑслӑлӑхӗ ун пек калӑпӑшлӑ ӗҫе курман. Словарь 56 633 сӑмахран тӑрать. Унччен ҫав цифрӑна 40 пин тесе каланӑ. «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» монографи — «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» ярӑмӑн тӑсӑмӗ. Кӗнекен авторӗсем – Э.Е. Лебедев, В.Г. Родионов, И.П. Семёнова, Е.В. Касимов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |