Хулара
![]() Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле елкӑсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн журналисчӗ Эльвира Хмелева асӑрханӑ. Вӑл вӗсене Шупашкарта иртнӗ эрнере курнӑ. Сӑнӳкерчӗкре сулахай енче сӑнланнӑ елка Йӑлари каяшсен управленийӗ умӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна пластмасса кӗленчерен ӑсталанӑ. Теприне, сӑнӳкерчӗкре сылтӑм енче сӑнланнине, журналист республикӑн Апат-ҫимӗҫ фончӗ умӗнче курнӑ. Кӑҫал Хӗрлӗ лапамра 6 метр ҫӳллӗш тухья вырнаҫтарма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан вырӑнӗнче пулӗ. Тухьяпа юнашар 14 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартӗҫ, ӑна илемлетӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче кукша пуҫ евӗр лампӑсем ҫутатӗҫ. Сцена ҫине лотос евӗр 6 арт-объект вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хӗл сивӗ килӗҪутҫанталӑк
![]() photosight.ru сайтри сӑн Кӑҫал хӗлле мӗнле пулать? Пӗлтӗр ӑшӑ пулчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗлтӗрхи Антлатика пулмӗ. Эппин, хӗл сивӗ килӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пек хӗлле 10 ҫул пулман. Ҫурҫӗртен килекен антициклон Шупашкара тӑватӑ кунлӑха 30 градуслӑ сивӗ илсе килме пултарать. Ун пекки хулара тахҫанах пулман. Ку сивӗ е раштав уйӑхӗнче, е кӑрлачра килӗ. Юрсӑр юлмӑпӑр. Ҫитес икӗ уйӑхра юр ытти чухнехинчен ытларах та ҫӑвӗ. Темиҫе хутчен те вӑйлӑ юр ҫӑвӗ. Хӗл вӗҫленнӗ тӗле юр хулӑнӑшӗ 45 сантиметра ҫитме пултарӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 20 сантиметр ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче икӗ район хаҫатне «Хыпар» издательство ҫурчӗпе пӗрлештерес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов пӗлтернӗ. «Хыпар» медиахолдинг ҫумне Красноармейскинчи «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫатне тата Сӗнтӗрвӑрринчи «Пирӗн сӑмах» район хаҫатне пӗрлештерӗҫ. Реорганизаци укҫа-тенке перекетлеме май парӗ теҫҫӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем пулманнипе ҫулталӑкне 576 пин те 905 тенкӗ те 73 пус перекетленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Райхаҫатсенси журналистсем районсенчех ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл патшалӑх наградисен йышне кӗмӗ, хавхалантармалли ҫеҫ пулӗ. Халӗ пирӗн республикӑра астӑвӑм медалӗн эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс иртет. Комисси ларӑва пухӑнса ӗҫсене хакланӑ-ха, анчах юрӑхлине тупайман. Ҫавна май конкурса документсене малалла йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑратма пулать. Кун пирки ЧР Элтепер Администрацийӗн патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() «Уяв» ансамбль «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Кун пирки ӗнер, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкарти Тӗп клуб тытӑмӗн йышӗнче шутланать. Вӑл — Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫейри сайра тӗл пулакан коллектив. Ансамбле чӑвашсен хӑйне евӗр культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнишӗн кӑмӑллаҫҫӗ. Ансамбль халӑх художество пултарулӑхне тата ҫӗршывӑн культурине пысӑк тӳпе хывнине халӗ тивӗҫлипе хакланӑ. Фольклор ансамбльне Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) РФ Правительствин премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пырать. Аккомпаниаторӗ — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Кириллов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 45 ҫулхи арҫынна суд тунӑ. Вӑл сунар пӑшалӗпе ҫынсене хӑратнӑ. Ӑна Раҫҫей Пуҫиле кодексӗн 213-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ӑна ирӗкрен тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна, 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ хӑйӗн хваттерӗн балконӗ ҫинче тӑраканскере, подъезд умӗнче икӗ арҫын хыттӑн калаҫса тӑни килӗшмен. Ҫавӑншӑн вӑл вӗсене малтан сӑмахпа асӑрхаттарнӑ, кайран алла пӑшал ярса илнӗ. Арҫынсен ҫывӑхӗнчи тротуара тата лапама икӗ хутчен пенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() мояоколица.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграма хыпарланӑччӗ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр», — ҫапла ҫырнӑччӗ вӑл раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Инстаграмри хӑйӗн страницинче. Кану кунӗ туса хурасси ҫинчен Олег Николаев ҫав кунах хушу кӑларнӑччӗ. Анчах унта сӑмах патшалӑх служащийӗсем пирки пырать. Ҫапах та Элтепер республикӑри ытти организаци ертӳҫисене раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫченсене кантарма сӗннӗ. Ун вырӑнне раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлеттерсе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Ҫакӑн ятлӑ юханшыв тӗнчери хӑш кӗтесре юхни пирки, пӗлсех калатӑп, сирӗнтен нихӑшӗ те пӗлмест. Хам та, чӑннипе паянччен пӗлмен. Анчах, пирӗн телее, хальхи вӑхӑтра ҫулҫӳреве тухас тесен пысӑк укҫа пухма кирлӗ мар — Google карттине уҫмалла та тӗнчери пӗр-пӗр кӗтесе пусмалла. Вара хӑвӑрт кӑна чылай вырӑна лекме, унти тӗлӗнтермӗшсемпе паллашма пулать. Хальхинче те эпӗ ҫавнашкалах турӑм. Бутанри пӗр кӗтесе пусрӑм та инҫетри сӑртлӑ-туллӑ вырӑна лекрӗм. Кӑсӑкли, тӗлӗнтерекенни вара кунта сахал мар. Атьӑр, кӑштах ҫак инҫетри ҫӗршыв тӑрӑх, Кури Чу ятлӑ юханшыв хӗррипе ҫӳресе пӑхар. Бутан — буддистсен ҫӗршывӗ, сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ. Тӗп хули — Тхимпху. Патшалӑха Джигме Кхесар Намгьял Вангчук ятлӑ патша ертсе пырать. Сӑмах май, патша пуҫлӑх пулнине вӗсен конституцийӗнче ҫирӗплетнӗ. Тхимпху ҫӗршывӑн анӑҫ енче вырнаҫнӑ, пире ӑнсӑртран лекнӗ юханшыв вара патшалӑхӑн тухӑҫ енӗнче юхать — Китайри Лходжар урлӑ, Бутанри Лхунци, Монгран хӗррипе иртсе Дангма Чу юханшыва юхса кӗрет. Сӑмах май, «чу» тени, ахӑртнех, вырӑнти чӗлхере юханшыва пӗлтерет пулас — кашни ят ҫумӗнче тенӗ пекех вӑл пур. | ||
Сывлӑх
![]() sportkomitet.kzn.ru сайтри сӑн Раҫҫей правительстви Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетме пулӑшӗ. Ытти региона та машинӑсем уйӑрса парӗҫ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Киров, Псков, Тула облаҫӗнчи, Чӑваш Енри тата Краснодар крайӗнчи парксем ҫӗнелӗҫ, унта вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисем килӗҫ. Пӗтӗмпе 180 ытла машина уйӑрӗҫ. РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин кӑшӑлвирус тапхӑрӗнче тухтӑрсене йывӑр килнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта машинӑсем ҫителӗксӗр. Премьер-министр правительство регионсене президент хушнипе килӗшӳллӗн пулӑшать. Владимир Путин регионсене машинӑсем ҫулталӑк вӗҫлениччен тивӗҫтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта паян, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 9 сехет те 40 минутра кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче арҫын хула тӑрӑх ҫаппа-ҫарамас утнине асӑрханӑ. Вӑл Энтузиастсен урамӗнчи 3-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ патӗнче ним пулман пекех утса ҫӳренӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл тумсӑр пулнӑ, урине тапочка тӑхӑннӑ. Арҫын, 40 ҫулсенчи пек курӑнканскер, урамра хӑюллӑн утнӑ. «Манӑн шутпа, вӑл урах пулман», - каласа кӑтарнӑ ҫакна курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |