Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ҫӗрле 33-ри хӗрарӑм Ҫӗнӗ Мускавра хӑйӗн виҫӗ ачине вӑрмана илсе кайнӑ та ҫавӑнтах хӑварнӑ. Вӑл вӗсене вӗлересшӗн пулнӑ.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм Шупашкартан пулма пултарать. Вӑл ачисене вӑрмана илсе кайсан вӗсен тумне хывнӑ, сивӗре ҫапла хӑварнӑ. Ҫакна ют ҫын курнӑ та кун пирки полици пӗлтернӗ.
Ачасене тӑм илнӗ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна хӑйне те пульницӑна илсе кайнӑ, вӑл психика тӗлӗшӗнчен сыввипе сывӑ маррине тӗрӗслӗҫ. Лару-тӑрӑва Раҫҫейри ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Анна Кузнецова тӗрӗслесе тӑрать. Вӑл Чӑваш Енри ача-пӑча уполномоченнӑйӗпе те ҫыхӑнурах.
Паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем реанимацире выртаҫҫӗ.