Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Юмансар

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Юмансар ялӗнче пурӑнакан ҫынсем хӑйсен укҫипе кӗпер тунӑ. Василий Сергеевич Никифоров ӑна Канаш тата Шкул урамӗсенче вырнаҫтарнӑ.

Вырӑнти администраци ӑна тав тунӑ куншӑн. Василий Сергеевича Анатолий Степанов, Игорь Ложкин, Александр Ануфриев, Александр Григорьев, Андрей Степанов, Алексей Арефьев кӗпере вырнаҫтарма пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13463
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш округӗнчи Юмансар ялӗнче пурӑнакан Анна Никитина паян 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна сумлӑ уявпа саламлама вырӑнти артистсем те килнӗ.

Анна Никитична нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ, шкулта техслужащире чылай вӑхӑт тӑрӑшнӑ.

Христофор Максимовичпа ҫемье ҫавӑрсан вӗсем 8 ача ҫуратса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра Анна Никитична ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. Унӑх халӗ 17 мӑнук, 12 кӗҫӗн мӑнук пур.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илӗҫ.

Культура ҫурчӗ икӗ хутлӑ. Пӗрремӗш хутӗнче 100 ҫын вырнаҫмалӑх концерт залӗ пӑхса хӑварнӑ. Иккӗмӗшӗнче библиотека тата ӳнер шкулӗн филиалӗ пулӗ. Ҫав филиалта музыка тата хореографи класӗсем ӗҫлӗҫ. Клубра вестибюль те, гардероб та пулӗ. Хуларинчен кая мар.

«Паян подрядчик графикпа килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пырать, ҫапах та туса ирттермелли самай», — тенӗ культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова. Вӑл каланӑ тарӑх, клуба ял ҫыннисем ал ӗҫӗпе аппаланма та пуҫтарӑнӗҫ.

 

Культура

Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче пурӑнакансемшӗн ку питӗ савӑнӑҫлӑ хыпар. Унта ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хак - 31,8 миллион тенкӗ. Аукциона нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ӑна выляса илнӗ организацин культура ҫуртне кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшеччен хута ямалла.

Культура ҫурчӗ икӗ хутлӑ пулмалла, унта 100 ҫын вырнаҫмалла. Пӗрремӗш хутра вестибюль, хывӑнмалли пӳлӗм, туалет, куракансен залӗ тата ытти пӳлӗм пулмалла. Иккӗмӗш хутра пӳлӗмсем, кружок ирттермелли пӳлӗмсем вырнаҫӗҫ.

Сӑмах май, кӑҫал 5 культура ҫуртне хута яма тата 11-шне юсама хыснаран 220 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 2022-2026 ҫулсенче республикӑра пӗтӗмпе 25 культура ҫурчӗ хута яма, 55 клуба юсама палӑртнӑ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ тата Юмансар ялӗсен хушшинче кашкӑрсен кӗтӗвне асӑрханӑ. Ҫакна шкул автобусӗнче пыракан ҫынсем курнӑ.

Пӗтӗмпе 17 кашкӑр пулнӑ. ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку вырӑнтан ачасем шкула ҫӳреҫҫӗ, ҫынсем утаҫҫӗ. Ҫав кунах вырӑнти администрацие кун пирки пӗлтернӗ. Тӳре-шара мерӗсем йышӑннӑ. Сунарҫӑсем 7 кашкӑра персе вӗлернӗ, тепӗр 10-шӗ тарнӑ.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисене тупнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69952
 

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнчи Юмансарта ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Г.И. Филиппов тӑван ялӗнче ҫакӑнса тӑракан кӗпер тунӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта вырӑнти тӳре-шара та хутшӑннӑ. Ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В. Аланьева, Карӑклӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е. Козлов пулнӑ. Ял халӑхӗ те пуҫтарӑннӑ.

«Ҫӗруш кӗперне», объекта ҫапла калаҫҫӗ (вӑл пилӗк пӗр тӑванран чи кӗҫӗннин ячӗ, вӑл пӗчӗкле вилнӗ), тума 360 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Укҫана ял халӑхӗ нимелле пухнӑ. Укҫа парса пулӑшнисен шутӗнче — маларах асӑннӑ Г.И. Филиппов, Мускавра пурӑнакан В.И. Филиппов тата О.В. Филиппов, Питӗрте тӗпленнӗ Н. Яковлева тата С.Г. Филиппов, Юмансарти Г.К. Кириллов. Вӗсем пурте — Юмансарта ҫуралса ӳснӗскерсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/2521.html
 

Асхва шкулӗ космосран пӑхсан
Асхва шкулӗ космосран пӑхсан

2012-13 вӗренӳ ҫулӗнче Асхва ачисем хӑйсен ялӗнчи шкула вӗренме ҫӳреймӗҫ, Вырӑскас Пикшиха кайма тивӗ. Ку ял КанашШупашкар ҫулӑн тепӗр енче вырнаҫнӑ пулин те утмалӑх пур — пӗр ҫухрӑм.

Тӑван ялти шкула хуптарас мар тесе ҫурлан 14-мӗшӗнче Асхва пуҫламӑш шкулӗнче ял халӑхӗ пухӑнчӗ. Вӗсемпе калаҫма Канаш район администрацийен пуҫлӑхӗ Софронов В.В., унӑн ҫумӗ Егоров А.Н., укҫа-тенкӗ пайӗн начальникӗ Поляков А.Н. тата ыттисем килнӗччӗ.

Потрбительсен прависене хӳтелекен тата ҫын ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан федераллӑ служба управленийӗн Канаш хулинчи вырӑнти начальникӗ Егоров Вячеслав Геннадьевич ӑнлантарса панӑ тӑрӑх шкула лицензи паман сӑлтавсем ҫаксем пулса тухнӑ: тамбурта ӑшӑ ҫук, потолок ҫӳллӗшӗ тивӗҫлинчен пӗчӗкрех, шкула шыв кӗртмен, ҫавӑн пекех классенче раковинӑсем ҫук иккен. Шкул картинче ҫуп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем тата вӑй-хал культурине аталантармалли лаптӑк ҫук. Шкулти сӗтел-пукана та ылмаштармалла.

Софронов В.В. сӑмахне ӗненсен шкулти лару-тӑрӑва юсама 2013 ҫул валли 500 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 14

1900
126
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ.
1923
103
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1998
28
«Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть