Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Алексей Петрович Глухова асӑнса…

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.02.2021 12:17 | 4200 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

2021 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, 80 ҫула кайса, чылай вӑхӑт чирлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн Чӑвашсен Тольятти хулинчи наци-культурӑ автономийӗн Ваттисен канашӗн ертӳҫи, Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ, чылай вӑхӑт Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ канашӗн пайташӗ пулнӑскер, Тӗрӗк тӗнчин культурӑ тӗввин хастарӗ Алексей Петрович ГЛУХОВ пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.

А.П.Глухов Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсене пӗр чӑмӑра пӗрлештерес ӗҫе пуҫарса яракансенчен пӗри пулнӑ, 20 ҫул ытла Чӑвашсен Тольятти хулинчи наци-культурӑ автономине ертсе пынӑ, чӑвашсен 2 фольклор ансамбльне йӗркеленме пулӑшнӑ, хӑй те, ҫулне пӑхмасӑрах, сцена ҫине тухма ӳркенмен. Шупашкарта чӑмӑртаннӑ Чӑваш наци конгресӗн, Митта хунтин (фончӗн), Тӗрӗк тӗнчин культурӑ тӗввин ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ. Ҫитменнине, вӑл Шупашкарти е Чӑваш тӗнчин ытти сӑваплӑ вырӑнӗсенчи уявлӑ-кӗрекеллӗ самантсенчен ҫеҫ мар, хутшӑнаканӑн вӑй-халӗпе-мулӗсӗр пуҫне гражданла хӑюлӑх ыйтакан пулӑмсенчен те пӑрӑнса юлман. Акӑ, хӑй халӑхне юратнӑшӑн тискер саманара пуҫ янӑ Аслӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн Миттан асӑну хӑми е вилтӑприйӗ умне чечексемпе пуҫ тайма вӑл пӗрре ҫеҫ мар Чӑваш ене килсе ҫӳренӗ. Турцин, Ниппонӑн (Японин) чӑваш культурине тӗпчекен ӑслайҫисене Самар тӑрӑхӗпе туллин паллаштарма ялан вӑхӑт тупнӑ. Тольятти чӑвашӗсен фольклор ансамблӗсемпе пӗрре ҫеҫ мар тӑванлӑ Турцире иртекен фестивальсене хутшӑннӑ, чӑвашсен культурипе паллаштарнӑ, нумай-нумай ҫул хушши тачӑ ҫыхӑнусӑр пурӑнакан ҫывӑх тӑванлӑ турккӑсемпе чӑвашсен хутшӑнӑвне ҫирӗплетнӗ. Темиҫе хутчен те Тӗрӗк тӗнчин патшалӑхӗсен тата халӑх (общество) ӗҫӗн хастарӗсен Турцире иртнӗ курултайӗсене (аслӑ пухӑвӗсене) хутшӑннӑ, сӑмах каланӑ.

Алексей Петрович ГЛУХОВ 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн (сентябрӗн) 26-мӗшӗнче ун чухнехи Куйбышев (хальхи – Самар) облаҫӗн Шигон районне кӗрекен Питреккел е Пӳтреккел (вырӑсла – Байдеряково) ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул ҫулӗсенчех хастар ӗҫлесе, ВДНХ медальне тивӗҫнӗ. Кайран, техникӑ пӗлӗвӗ илсе, нумай ҫул хушши Куйбышев гидроэлектростанцине тӑвакан тата ӗҫлеттерекен, тӗпрен илсен – энергетикӑпа ҫыхӑннӑ тытӑмсенче ӗҫленӗ, чылай парнене тивӗҫнӗ. Тӑван ялӑн, тӑван районӑн, Тольятти хулин, Самар облаҫӗн халӑх ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Вӑл облаҫӑн тата хулан чылай парнине тивӗҫнӗ. Урӑхла каласан, А.П.Глухов яланах таса чунпа ӗҫленӗ, пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ пулнӑ, ӑна яланах ертӳҫӗсем те, халӑх та хисепленӗ, шанса тӑнӑ. Тӑван чӑваш культурине упраса хӑварса аталантарма А.П.Глухов хывнӑ пысӑк тӳпене хакласа ҫитерме те йывӑр. Тольятти чӑвашӗсем яланах унпа тивӗҫлипех мухтаннӑ. Тольятти хула пуҫлӑхӗ С.А.Анташев А.П.Глухов вилнишӗн хурланни ҫинчен пӗлтернӗ.

А.П.Глухов сӑнарӗ пирӗн асӑмӑрта яланах таса чунлӑхӑн, ҫирӗп кӑмӑллӑхӑн тата чӑваш тата Тӑваш ҫӗршыв патриотлӑхӗн ырӑ тӗслӗхӗ пулса упранӗ.

Алексей Петрович Глухов вилнишӗн унӑн ҫемйипе, тӑванӗсемпе тата юлташӗсемпе пӗрле чунтан хурланни ҫинчен пӗлтерсе, чӑн ҫӗрти тусӑмӑр ҫӑтмахра пулассине шанса, А.П.Глуховӑн мӑшӑрне, ывӑлӗсемпе хӗрне, мӑнукӗсене, Питреккел, Тольятти, Самар чӑвашӗсене тата пӗтӗм чӑваш халӑхне пуҫ сывлӑхӗ сунатпӑр.

 

Илле (Иванов), Атнер Хусанкай, Неҫҫе Кули, Виталий Васильев, Юрий Сан, Николай Лукианов, Виктор Артемьев, Марина Тимукова, Самарсем: Надежда Осипова, Екатерина Ягафова, Вера Глухова, Владимир Цинько, Владимир Федоров, Александр Бикмурзин, Патӑрьелсем: Николай Ларионов, Николай Николаев, Елена Сорокина тата ыттисем.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑвашсем, #ЧНК, #Самар облаҫӗ, #ҫухатусем, #Питреккел

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2162.56.3599
2021.02.18 16:06
Agabazar
Ку çынна эпĕ курнă. Пысăках мар, лутрарах, çав вăхăтрах тĕреклĕ те вăр-вар пулнă пек астуса юлнă. Чăвашла питĕ таса та хитре калаçатчĕ.
Тимӗр Акташ // 6001.0.1669
2021.02.18 16:54
Перле хурланатап.
А.П.Глухов Чаваш самраксен перлехен делегацисене ялан тараватла йышанна. 2014-меш суленче
Казахстанри Шымкент хули суменчи Петем тенчи терек халахсен ассамблейен Асла пухавенче те хастар хутшанна.
Станьял // 8094-6661
2021.02.18 17:00
Пайтах хура-шур курнӑ Путреккель ывӑлёпе эпир унта та, кунта та. Ультияр ушкӑнӗпе Самар Луккинче пӗрле сӳтсе явнӑччӗ ыйтусене. Самар хаҫачӗпе нуша пулчӗ...
КАНЛЁ ҪЫВӐР, А.П.
Agabazar // 2162.56.3599
2021.02.18 20:02
Agabazar
Пирĕн унчченхи элтепер М. В. Игнатьев тулашри чăвашсене пухса калаçнăччĕ.

Çавăн чухне А. П. Глухов элтепере темле ыйту панăччĕ.

Мĕнле ыйту иккенне лайăхах астумастăп.

Тен, çав тĕлпулăва кăтартакан ролик таçта Интернетăн пĕр кĕтессинче пур та пулĕ.

Ĕнтĕ халĕ Игнатьев та, Глухов та çак тĕнчере çук.
Тимер // 1242.51.9363
2021.02.19 22:04
Чăваш наци конгресĕ ячĕпе чунтан хурланнине пĕлтеретпĕр.
Agabazar // 3293-4139
2021.02.20 23:03
Agabazar
Тепĕр 10 çул та пулин пурăннă пулсан пит аван пулмаллаччĕ те....
Валери ТУРКАЙ // 4205.48.3069
2021.02.21 14:37
Шел, питӗ шел!..
Алексей Петрович, хӑшӗ-пӗри пек, суя патриот марччӗ, чӑн-чӑн патриотчӗ.
Шел, питӗ шел!..
Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, тӑванӑм!
Валери Туркай

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем