Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын лавккаран духи вӑрланӑ. Кайран ӑна совеҫ кӑшлама пуҫланӑ та вӑл каҫару ыйтса сутуҫӑсем патне ҫыру ҫырнӑ. Пӗлтӗр пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 56 ҫулти арҫын лавккана кӗнӗ те духи йӑтса тухнӑ. Сутуҫӑ ҫакна асӑрхаса ун хыҫҫӑн чупнӑ, анчах ӗлкӗреймен, лешӗ тарса пытаннӑ. Тӗнче тетелӗнче арҫынна шыраса пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Арҫын ҫакна курса тепӗр ҫын урлӑ сутуҫӑсене каҫару ыйтнӑ ҫыру панӑ. Ӳкӗннине палӑртса, хакне саплаштарма 2,5 пин тенкӗ парса янӑ. Анчах духи хакне саплаштарма 500 тенкӗ ҫитмен. Кӑҫал арҫынна тытса чарнӑ. Полицире каланӑ тӑрӑх, вӑл духине юратнӑ хӗрарӑмӗ валли вӑрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |