Культура
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Айхие пуҫ тайса. Игорь Улангин графики» ятпа курав уҫӑлнӑ. Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, курав икӗ пайран тӑрать тейӗн. Пӗр енчен – хура-шурӑ: графика, текстсем, кӗнеке макечӗсем тата К.М. Бельманӑн кӑларӑмӗсем валли хатӗрленӗ кӗнеке макечӗсем тата ӳкерчӗксем (вӗсене чӑвашла куҫараканӗ тата редакторӗ — Г. Айги). Тепӗр енче — 2019 ҫулта пичетленнӗ «Поклон – пению» кӗнекин тӗрлӗ тӗслӗ листисемпе ӳкерчӗкӗсем. Курава Игорь Улангин художник тата Геннадий Айхи поэтӑн пултарулӑхне хаклакансем пухӑннӑ. Вӗсен хушшинче пултарулӑх ҫыннисем, журналистсем пулнӑ. Курава Олег Улангин, вӑл — Игорь Улангинӑн тӑванӗ, уҫнӑ. Уяв каҫне Атнер Хусанкай литература критикӗ ертсе пынӑ. Курав пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |