Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн унчченхи Правительство ҫурчӗн шӑпине халӑхпа татса парӗҫ. Унпа епле усӑ курасси пирки сасӑлава хутшӑнма республикӑра пурӑнакансене сӗннӗ. Кун пирки Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Халӑх сасӑлавӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗн «Чӑваш Республики» пабликӗнче иртет. Унччен Правительство ҫурчӗ пулнӑскерте Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗренӳ корпусӗ йӗркелеме сӗннӗ е тата — ача-пӑча учрежденийӗ, сӑмахран, шкул. Коммерци структурисем валли е администраци ҫурчӗ евӗр те усӑ курма пулать. Ҫынсем хӑйсен вариантне те сӗнме пултараҫҫӗ. 1940 ҫулта хӑпартса лартнӑ ҫурт федераци пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗ тата культура эткерлӗхӗн ҫурчӗ шутланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра чӑвашла кӗнекесем кӑларасси йышланӗ. Ҫакӑн пирки социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Унта Чӑваш кӗнеке издательствин гендиректорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Журавлева сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта издательствӑра тӗрлӗ ятпа 102 кӗнеке 145 пине яхӑн тиражпа пичетленӗ. Вӗсенчен 53 кӑларӑмне кӑларма патшалӑх пулӑшнӑ. 2021 ҫулта тӗрлӗ ятпа 52 кӗнеке пичетлеме палӑртнӑ, вӗсенчен 18-шӗ чӑвашла пулӗ, 19-шӗ — вырӑсла тата чӑвашла, 15-шӗ — вырӑсла. Сӑмах май, Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускавра ӗҫленӗ, халӗ унтах пурӑнакан Надежда Павлова балерина ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа та кӗнеке пичетлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Енри аграрирсем хӑйсем туса илекен хура тула Бельгие ӑсатаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Асӑннӑ культурӑна Бельгие пирӗн тӑрӑхран раштав уйӑхӗнче сутма тытӑннӑ. Ҫак кунсенче унта 380 тонна ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе 700 тонна сутмалла. Хуратула маларах Польшӑпа Германие ӑсатнӑ. Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри аграрисем 33,1 миллион долларлӑх (пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 25,7 процент нумайрах) продукци экспорта янӑ. Ку вӑл — Европа Союзне кӗрекен ҫӗршывсене шута илмесӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ статистика савӑнтармасть: кашни кунах ҫынсем вилеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа кашни кунах вируса пула ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлать. Паян тепӗр 8 ҫын вилнӗ. Вилнисен йышӗ 431-не ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне 15329 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 13672-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 123 ҫын чирленӗ, 120 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсем кӑшӑлвирус диагноз ҫирӗпленнӗ 1226 ҫынна килте е стационарта сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик Лев Кураков пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑскерӗн куҫӗ пульницӑра хупӑннӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Кураков та кӑшӑлвируспа чирленӗ. Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ. Лев Кураковпа ыран, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧПУн спорткомплексӗнче (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 10 сехет хыҫҫӑн сывпуллашӗҫ. |
Культура
![]() Ӗнер Маргарита Красотина журналист республикӑн культура, наицональноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министрӗн тӗнче тетелӗнчи пӗр постӗнчен тӗлӗнсе ҫырнӑ. Унта сӑмах министр Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ спектакльсенчен пӗрне ырлани тата ӑна курма йыхравлани пирки пырать. Чӑн та, пур иккен пост. Ӑна культура министрӗ Инстаграмри страницӑра ҫырнӑ. Унта вӑл Петр Гладилин режиссер лартнӑ «Музыка для толстых» премьерӑра пулнине пӗлтернӗ. Министр пурне те вӑл спектакле кайса курма йыхравланӑ, кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара ӑна икӗ хутчен кӗртнине палӑртнӑ. Маргарита Красотина вара премьерӑна вӑйсӑртарах тесе хурлани сисӗнет, министр мӗншӗн пӗр спектакле ҫеҫ йыхравланине ӑнланмасть. Сӑмах май каласан, журналистӑн мӑшӑрӗ Вырӑс драма театрӗнче чылай ҫул режиссерта ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑртсанри чӑваш, Ирина Саригель (Сухарева), ученӑй-историк, истори наукисен докторӗ, Пушкӑртстанри патшалӑх медицина университечӗн философи, социаллӑ-гуманитарлӑ дисциплинӑсен кафедра профессорӗ ҫеҫ мар, юрлама та ӑста. Вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай ҫул хушши ҫырнӑ хӑйӗн хӑш-пӗр юррисемпе сӑввисемпе Ютубра паллаштарать. Унта вӑл «Ирина Саригель» канал йӗркеленӗ. «Наука ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ май хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене тивӗҫлипе тимлӗх кӳреймерӗм. Вӑхӑчӗ те хӑвӑрт иртет. Хам ҫырнӑ юрӑсемпе сӑвӑсем нумай, юрӑсем ҫеҫ ҫӗр ытла пулса кайрӗҫ... 2019- мӗш ҫулта хам ҫырнӑ юрӑсен "Тӗлпулӑва мухтав" ятлӑ сборникне (унта 50 юрӑ) кӑларма вӑхӑт тупӑнчӗ. Сӑвӑсен пуххине кӑларма ӗмӗтленетӗп ҫеҫ», — тесе ҫырнӑ Ирина Ирина Саригель (Сухарева). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк районӗнчи Кӑраклав ялӗнче ҫуралнӑ Валентина Владимирова сумлӑ юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл та, Чӑваш автономи облаҫӗ пекех, 100 ҫул тултарнӑ. Кинемее РФ Президенчӗ Владимир Путин тата вырӑнти тӳре-шара саламланӑ. Владимир Владимирович ун патне саламлӑ открытка янӑ. Валентина Владимирова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшӑнӑ, фронт валли ӑшӑ тума пуҫтарнӑ. Ун хыҫҫӑн Элӗкри ронора, Шупашкарти 2-мӗш АТПра ӗҫленӗ. Валентина Владимровна мӑшӑрӗпе 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ кинемей 5 мӑнукӗпе, вӗсен 10 ачипе савӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровградра пурӑннӑ поэт-фронтовик, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗн кавалерӗ Евгений Ларин вилнӗ. Кун пирки Николай Ларионов ҫыравҫӑ, публицист, поэт Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче паян пӗлтернӗ. Евгений Степанович 1926 ҫулта Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи Малаел ялӗнче ҫуралнӑ.Сӑмах май каласан, ку ялта 30 процент чӑваш пурӑнать. Ухсай Яккӑвӗн юлташӗ пулнӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче вӑл Николай Ларионова Ухсайпа Мускавра съездсенче ялан ҫумлӑн ларнине, пӗрле ҫӳренисене каласа кӑтартнӑ. «Ларин хӑйӗн поэмисене пӑхмасӑр каласа паратчӗ. Тӗлӗнмелле ҫын», — тенӗ Николай Ларионов. |
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ӗнер каҫхине 22 сехетре Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте алхаснӑ. Пушар тухсан ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсене урама кӑларнӑ. Хваттер хуҫи, 20 ҫулти хӗр, шар курнӑ. Ӑна урама илсе тухас тесе чӳрече патне пусма лартнӑ. Анчах вӑл кирлӗ пулман, хӗре алӑкранах йӑтса тухма май килнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хваттер хуҫи тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |