Персона
![]() Владимир Викторов страницинчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Паян Кӳкеҫри ҫар ӗҫ комиссариачӗн ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ӑна Александр Кочурова, асӑннӑ районта ҫар ӗҫ комиссарӗ пулса чылай ҫул тӑрӑшнӑ ҫынна, сума суса хатӗрленӗ. Асӑну хӑми вырнаҫтарни ҫинчен Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов Инстаграмра хыпарланӑ. Александр Кочуров Кӳкеҫре чылай ҫул тӑрӑшрӗ. Малтан Шупашкар районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариачӗ пулса, кайран пӗр вӑхӑт урӑх ҫӗрте тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн каллех унта таврӑнчӗ. Вӑл вӑхӑта Шупашкар районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариатне Сӗнтӗрвӑрри районӗпе пӗрлештернӗччӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫул уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Александр Кочуров 1956 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канашра ҫуралнӑ. Хусанти аслӑ танк училищинче вӗреннӗ. Германире ҫар службинче, унтан Афганистанра пулнӑ. 1982 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри ҫар ӗҫ комиссариачӗсенче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |