Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Красноярск крайӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен пухӑвӗ иртнӗ. Чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн ларӑвӗн кун йӗркинче тӗп вырӑнта 3 ыйту пулнӑ.

Сӑмахран, чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева халалланӑ Чӑваш чӗлхи кунӗсене пӗтӗмлетнӗ, Красноярск тӑрӑхӗнче Акатуй ирттересси пирки калаҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри хастар йӑхташӑмӑрсем Красноярскра иртекен «Тӗнче варринче» ведомствӑсем хушшинчи проекта хутшӑнас кӑмӑлли пирки те сӑмах хускатнӑ.

Вырӑнти чӑвашсен «Дубравушка», «Подснежник» ансамблӗсем чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсене (Курагино, Мана, Новосёлово) концертпа ҫӳреме палӑртаҫҫӗ. Раҫҫей халӑх художникне Владимир Мешков чӑваша та Красноярск тӑрӑхӗнче асра тытаҫҫӗ. Ҫавна май ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ, чӑваш художникӗн ӳкерчӗкӗсен куравӗ иртӗ.

 

Культура

Чӑваш Ене турист пуйӑсӗпе килме пуҫлӗҫ. Пирӗн республика «Яркие выходные в Приволжье» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи канмалли хитре кунсем) проекта лекнӗ.

Канмалли кун турӗсем йӗркеленӗ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн региона та пуйӑссем ҫӳретме тытӑнӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫула тухнӑ хӑнасем — туристсем — республикӑн наци сӑн-сӑпачӗпе ҫывӑхрах паллашма, кунти паллӑ вырӑнсене курса ҫӳреме, чӑвашсемпе курса калаҫма пултарӗҫ. Тӗрлӗ наци ҫыннисен пирӗн халӑхӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланма, чӑвашсен пуян культурипе ҫывӑхланма май килӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Алькешра юпа ҫине пырса кӗнӗ машина
Алькешра юпа ҫине пырса кӗнӗ машина

Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсен темле лару-тӑрури ҫынна та пулӑшма тивет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, сӑмахран, Алькеш поселокӗнче «ВАЗ-2114» автомобиль бетон юпа ҫине пырса кӗнӗ. Водитель автомбильте хӗсӗнсе ларнӑ. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Спрут» гидроинструмент пулӑшнипе водителе салонтан кӑларма пулӑшнӑ, унтан васкавлӑ медицина тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.

Маларах тата, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 20 сехетре пӗр хӗрарӑм Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӳрни шыҫса кайнине, ҫӗрре хывайманнине пӗлтернӗ. «Умелец» хатӗр пулӑшнипе ҫӗрре хывма май килнӗ.

 

Вӗренӳ

Ҫу уйӑхӗ шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗшӗн уйрӑмах хумхануллӑ вӑхӑт. Ҫак уйӑхра шкулсенче юлашки шӑнкӑрав янӑрать. Чӑваш Енре ку пулӑм кӑҫал ҫу уйӑхӗн 21 тата 22-мӗшесенче пулса иртӗ.

Кӑҫал юлашки шӑнкӑрав 9-мӗш класс вӗренсе пӗтерекен пирӗн тӑрӑхри 12 пин ытла ачашӑн тата 11-мӗш класран вӗренсе тухакан 5 пин ытла ачашӑн янӑрӗ.

Аса илтерер: уяв мероприятийӗсем куҫӑн мелпе иртӗҫ. Анчах кӑшӑлвирусран сыхланмалли мӗнпур мерӑна пахӑнӗҫ. Ҫакӑн пек пӗлтереҫҫӗ республикӑн влаҫ органӗсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен странцисенче.

 

Республикӑра
 pixabay.com сайтри сӑн
pixabay.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре арҫын кимӗпе кайнӑ та утрав патӗнчен тухайман. Кимӗ чарӑнса ларнӑ та тапранман.

Ку ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Смолкинск утравӗнче пулнӑ. Оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: арҫын утравран хӑй тӗллӗн тухаймасть, унӑн киммин моторӗ чарӑнса ларнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем кимме туртса килнӗ, арҫынна та хӑварман – вӑл та пӗрлех пынӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм хулапа ялта Чӑваш чӗлхи кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2021» акци иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнчен паян пӗлтернӗ тӑрӑх, диктанта тӗрлӗ майпа ҫырнӑ. Паянхи куна пӗтӗмлетӳ ҫакӑн пек. Диктанта Чӑваш Республикинчи 6938 ҫын ҫырнӑ; Тутарстанри – 581; Пушкӑртстанри – 837; Чӗмпӗр облаҫӗнчи – 284; Ханты-Мансийскри – 12; Мускаври – 10;

Санкт-Петербургри – 4; Киров облаҫӗнчи – 1; Тюмень облаҫӗнчи – 1; Самарӑри – 1. 280 ҫын ҫырнӑ ӗҫӗсене Интернетпа ярса панӑ. Ҫапла вара, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» пурӗ 8920 ҫын хутшӑннӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре виҫӗ ҫын кӑшӑлвирусӑн Британӗ штамӗпе чирленине палӑртнӑччӗ. Паянхи куна вӗсен йышӗ ӳснӗ – 9 ҫынна ҫитнӗ.

Анчах питех хӑрамалли ҫук-мӗн. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑрушӑ вируса сарӑлма паман, вӑхӑтра изоляци тунӑ. Чирлисем хутшӑннӑ ҫынсемпе профилактика ӗҫӗсем ирттернӗ.

Ҫапах япӑх хыпар та пӗлтернӗ: Чӑваш Ене Кӑнтӑр Африкӑри тата Индири штамсем килес хӑрушлӑх пур.

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ штамсем хӑрушӑрах, вӗсем япӑх сипленеҫҫӗ, вилекенсем вара нумайрах. Чирлес мар тесен прививка тумалли, дистанцие пӑхӑнмалли, маска тӑхӑнмалли пирки каланӑ.

 

Республикӑра
ok.ru сайтри сӑн
ok.ru сайтри сӑн

РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Сумлӑ наградӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Степановсем тата Шупашкарти Терентьевсем тивӗҫнӗ.

Степановсем 27 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ, вӗсенчен иккӗшӗ 18 ҫултан иртнӗ. Ҫемье пуҫӗ Эдаурд – харпӑр усламҫӑ, строительство тытӑмӗнче ӗҫлет. Мӑшӑрӗ Наталья та усламра тӑрӑшать, массаж тӑвать.

Терентьевсем 24 ҫул пӗрле. Вӗсен 11 ача, виҫҫӗшӗ – 18 ҫул тултарнӑ. Упӑшки Владимир ачасене пӑхать, арӑмӗ ача садӗнче кӗҫӗн воспитательте тӑрӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71793
 

Персона

Тутарстанри Аксу районӗнчи Беловкӑра Владимир Левуков чӑваш хастарне чысланӑ.

Владимир Левуков Тутарстанри Тимушкелӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫуралса ӳснӗ, халӗ Тольяттире пурӑнать. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе, «Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул» медаль парса чысланӑ.

Тутарстанри «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак миссине Чӑваш Республикин профессионаллӑ ҫыравҫисен союзӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пурнӑҫланӑ. Асӑннӑ МИХра палӑртнӑ тӑрӑх, «Владимир Левуков чӑннипе те ҫак хисепе тивӗҫ. Вӑл нумай кӗнеке авторӗ, сӑвӑҫ тата общество деятелӗ. Самар облаҫӗнче чӑвашлӑха аталантарма пулӑшать».

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫулталӑк пуҫланнӑ чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев нарӑс уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран прививка тӑвасси пирки каланӑччӗ. Анчах вӑл ҫакна ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫеҫ тунӑ.

Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра Олег Николаев вакцинӑн иккӗмӗш компоненчӗпе прививка тутарнине пӗлтернӗ.

Элтепер каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш хутӗнче те, халӗ те хӑйне лайӑхах туйнӑ. «Иртнӗ канмалли кунсенче вакцинӑн иккӗмӗш компонентне тутартӑм, хама лайӑхах туятӑп, пӗрремӗш компонентне тутарнӑ чухне те ҫаплахчӗ. Ҫавӑнпа пурне те ҫапла тума сӗнетӗп», - тенӗ Олег Алексеевич.

 

Страницӑсем: 1 ... 1355, 1356, 1357, 1358, 1359, 1360, 1361, 1362, 1363, 1364, [1365], 1366, 1367, 1368, 1369, 1370, 1371, 1372, 1373, 1374, 1375, ... 4085
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 30

1918
108
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...