Пикета тухнӑХулара
![]() Маргарита Красотина журналистӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗкӗ Кашни ҫыннӑн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ. Пӗрисем кӑшӑлвирус ересрен хӑраса пурӑннӑ чух теприсем хӑйсене ку амак илеймӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасене шкулта епле вӗрентес ыйту та ҫавна май тӗрлӗ шухӑшлӑх ҫуратать. Пӗрисем ывӑл-хӗрне килте, компьютер умӗнче ларса, вӗрентмелле теҫҫӗ. Шкула кайсан ачасем чирлесе таврӑнӗҫ, килти ватӑсене те вирус ертӗҫ тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе вара инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе йӗркеллӗ вӗренме, шкул программине ӑша илме йывӑр. Йышлӑ ача-пӑчаллисенченчен хӑшӗсем кашни тӗпренчӗкӗ валли пӗрер компьютер ҫук тесе каланине илтме тивет. Паян Шупашкарти Гагарин палӑкӗ умне пӗри пикета тухнӑ. Вӑл ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентнине хирӗҫ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Иосиф Дмитриев Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев-Трера асӑнса «Улах каҫӗ» ирттерме палӑртнӑ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ режиссерӑн юратнӑ юррисене, вӑл лартнӑ спектакльсене аса илӗҫ. Иосиф Дмитриев пӗрремӗш Улаха шӑпах пилӗк ҫул каялла, 2015-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Первый современный национальный перфоманс «Ӳнер улахӗ» – «Вечерний Трер» ятпа Иосиф Александрович хӑй йӗркеленӗ. Улаха театрпа хальхи эстрада ӳнерҫисене, сӑрӑ-ӳкерӳ-дизайн ӑстисене, сӑвӑҫсемпе журналистсене, ал ӑстисене чӗнеҫҫӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ. Аса илтерер: пултаруллӑ режиссер пурнӑҫран йывӑр чире пула шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла уйрӑлчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() chuv-krarm.3dn.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Тӗнчесен архивӗнчи сӑн Никитӑпа Настя Тӗнчесем АПШра пурӑнаҫҫӗ. Аса илтерер: вӗсем 2019 ҫулта Ая ятлӑ хӗрӗпе велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ, Европӑна ҫаврӑннӑ. Тӗнчесем йыш хушӑнасса кӗтеҫҫӗ. Настя ҫурла уйӑхӗнче халӑх тетелне сӑнӳкерчӗк кӑларса лартнӑ, унта унӑн хырӑмӗ палӑрать. «Эпӗ калаймастӑп: эпир АПШра юлӑпӑр-и е ҫук-и. Пулӑмсем хӑйсен йӗркипе пырӗҫ. Эпӗ Раҫҫей пирки ӗмӗтленетӗп, ҫӑв вӑхӑтра тунсӑхламастӑп (ҫынсемпе ҫутҫанталӑкшӑн кӑна). Ҫапла, тӗлӗнмелле. Маншӑн ку сериал сценарийӗ ҫырӑнса пӗтмен-ха», - тенӗ Настя. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарта тепӗр троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, ӑна тӑсасшӑн. Сӑмах 14-мӗш троллейбус пирки пырать. Аса илтерер: унччен вӑл Университет патӗнчен вокзала ҫити ҫеҫ ҫитетчӗ. Кайран ӑна Ленин Комсомолӗн урамӗпе ячӗҫ. Тунтикун 14-мӗш троллейбуса Хӗвеллӗ бульвара ҫити ярассине сӳтсе явӗҫ. Троллейбуссен шучӗ малтанхи пекех юлӗ – 14 транспорт. Ҫын нумай ҫӳрекен вӑхӑтра интервал 9-10 минутран 8-9 минута ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки кунсенче ҫанталӑк нормӑран сивӗрех тӑчӗ. Ӗнерпе паян вара ҫил те вӑйланчӗ. Мӗнлерех ҫанталӑк кӗтет пире? Синоптикесм пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ҫӗрле те ҫил вӑйлӑ пулӗ. Канмалли кунсенче ҫил кӑштах лӑпланӗ, ҫапах 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Вырсарникун юр ҫума пуҫлӗ, вӑл ҫитес эрне тӑршшӗпех чарӑнмӗ. Тунтикунпа ытларикун ҫил-тӑман тухӗ. Юнкун тинех ҫил пачах лӑпланӗ. Ҫитес кунсенче юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр таранах ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() koronavirus-karta.ru.фирмы-окон.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Унран та ытларах — вилекенсем те пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра ковидпа 11 пин те 387 ҫын чирленине шута илнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра ҫав шутран тепӗр 101 ҫынна вирус ернине тупса палӑртнӑ. 10 ҫын вилнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирусран вилекенсен шучӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран пӗчӗкрех. Кун пирки сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов каланӑ. Ҫынсен вилеслӗхӗ 100 пин ҫын пуҫне пирӗн тӑрӑхра — 17,1. Ҫӗршывра ку цифра — 23,2. Инкек пырса ҫапнӑ ҫемьесене ку статистика лӑплантараймӗ пуль. | ||
Хулара
![]() Хурахсенчен пӗри. ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 22 сехет ҫурӑра Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнче икӗ арҫын ӗҫрен таврӑнакан хӗрарӑма тапӑннӑ. Пӗр хурахӗ 52 ҫулти хӗрарӑма ҫапнӑ, тепри унӑн сумкине туртса илме тӑнӑ. Ҫакна йӑлтах троллейбус водителӗ курнӑ та транспорта тӑрук чарнӑ. Хурахсем хӑраса тарнӑ. Ҫур сехет те иртмен – ҫав хурахсем 44-ри хӗрарӑма тапӑннӑ, унӑн сумкипе телефонне, укҫине, ытти хаклӑ япалине вӑрланӑ. 36-ри тата 40 ҫулти арҫынсене тытса чарнӑ. Хваттере ухтарнӑ чухне вӑрланӑ япаласене тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтан «Чувашиякурорт» санаторире те кӑшӑлвируспа чирлисем валли койкӑсем хатӗрленӗ. Унта 240 койкӑна саппасра тытӗҫ. Хальлӗхе пирӗн республикӑри пульницӑсенче кӑшӑлвируслисем валли 3280 койка пур. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳри район пульницинчи стационарта та ковидпа чирлӗ ҫынсене сипленме пулӑшаҫҫӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, республикӑра пушӑ койкӑсем паянхи куна ҫителӗклӗ. Кунта ҫынсене килте сиплени те витӗм кӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн каҫхине, 19 сехет те 20 минутра, Мари Элти Звенигово районӗнче Шупашкара Хусантан килекен микроавтобус тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкекре пӗр ҫын вилнӗ, пиллӗккӗн аманнӑ. Пӑтӑрмах «Кокшайск – Красногорский» ҫулӑн 20-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн иснпекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Тойота» ҫӑмӑл машина хӑрушсӑр инҫӗше пӑхӑнман, ҫавна май микравтобуса пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина водителӗ тухтӑрсем пырса ҫитичченех вилсе кайнӑ. Микроавтобусӑн водителӗ тата тӑватӑ пассажир аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |