Экономика
![]() bfmufa.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян пирӗн республикӑра пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене 2022 ҫул валли ҫирӗплетӗҫ. 1997 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ «Раҫҫей Федерацийӗнчи пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ҫинчен» саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, асӑннӑ виҫене ҫулталӑкра 1 хутчен, халӑхӑн вӑтам тупӑшне кура, тишкерсе йышӑнаҫҫӗ. Унччен потребитель карҫинккине кура кварталта пӗрре палӑртнӑ. Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе 10158 тенкӗ пулӗ, ӗҫлекенсем валли – 11072 тенкӗ, пенсионерсем валли – 8736 тенкӗ, ачасем валли – 10130 тенкӗ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ паян иртмелле. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ. Мероприятие онлайн-мелпе трансляцилӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |