Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Алексей Трофимов ӳнерҫӗн «Скульптор-монументалист Анатолий Брындин. Принципы стилеобразования и пластическая структура» кӗнекине хӑтлӗҫ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланӗ.
Маларах асӑннӑ кӑларӑма 2019 ҫулта Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Анатолий Брындин — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, скульптор-монументалист, Брындинсен типографийӗн ертӳҫи. Ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӑл 80 ҫул тултарнӑ. Анатолий Брындин 1941 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ. Пилӗк ҫулта ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ, вуннӑра — ашшӗсӗр. Шупашкарта пурӑнакан тӑванӗ усрава илнӗ хыҫҫӑн пирӗн республикӑна куҫса килнӗ. 1961 ҫулта Шупашкарти художество училищине вӗренме кӗнӗ, 1968 ҫулта — Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ аслӑ ӳнерпе промышленность училищине. 2013 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Agabazar // 2991.81.3279
2021.08.26 20:57 | |
Алексей Трофимов çĕре кĕнĕ, вилнĕ хыççăн тейĕпĕр... | |
Валери ТУРКАЙ // 2684.3.3485
2021.08.31 03:17 | |
Пӑрахӑр-ха, тархасшӑн, ҫав "хӑтлӗҫ" сӑмахпа халӑха пӑтратма-минретме! Пӗр "шипкӑ умнӑйӗ" тахҫан таҫтан туртса кӑларчӗ те ҫак сӑмаха, ыттисем, попугайсем пек, пуҫларӗҫ вара
хӑтлатма та хӑтлатма, хӑйсенчен хӑйсем супер-купер патриотсем тума! "Хӑтлани" сӑмахсӑрах аслӑ та пуян чӑваш чӗлхинче питӗ кӑмӑллӑ, пурте пӗлекен "ХАКЛАНИ" тата "ХАК ПАНИ" сӑмахсем пур. Мӗн, "Алексей Трофимов кӗнекине хаклӗҫ е хак парӗҫ" тени япӑх пулать-им вара?.. Пӗртте япӑх мар! ПӐСПА мар, ӐСПА пурӑнар-ха! Валери ТУРКАЙ. 89278555480 | |
