Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшалвирус инфекцийӗ сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб паян каллех ларӑва пуҫтарӑннӑ. Эрнесерен пухакан ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Етӗрне, Комсомольски районӗсенче нумайрах. Ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, чирпе ватӑ ҫынсем ытларах нушаланаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑри 5 шкулта тата 1 ача пахчинче ку вируспа чирлисем пуррине шута илнӗ. Шупашкарта «Малютка» ача ҫуртӗнче те ҫав вирус ернӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫирӗп пӑх пирки аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сасӑлав скриншочӗ «2020 ҫулхи Раҫҫейри йывӑҫ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурса чӑваш юманӗ хутшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Республикӑри чи ватӑ юманшӑн rosdrevo.ru сайтра сасӑлама пулать. Конкурсри унӑн номерӗ — тӑваттӑ. Конкурса ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи 12 йывӑҫ хутшӑнать. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Подслушано Чебоксары» (чӑв. Шупашкарта итленӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн юманӑн тан мар кӗрешӗве тӳсме тивет. Юманшӑн пӗр сасӑ памассерен ыттисемшӗн 1 сасӑран пуҫласа 10 сасӑ таран хушӑнса пырать иккен. Пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, паян ирхи вунӑ сехетре ҫавна юриех тӗрӗслесе пӑхнӑ. Вӗсем компьютертан тата телефонтан сасӑланӑ. Юманшӑн сасӑланӑ май Дагестанри йывӑҫшӑн сасӑлани хушӑнса пырать иккен. Паблик авторӗсем конкурса ирттерекенсене: «Сире намӑс мар-и?» — тесе ӳпкеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ru.foursquare.com сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ку авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Пӗвен юхса тухмалли пӑрӑхӗнче арҫын виллине курсан ҫынсем шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑ гидротум тӑхӑнса пӑрӑха 10 метр шала кӗнӗ те арҫын виллине илсе тухнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе полици ӗҫлет, мӗн пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те арҫын виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗ кӗнеке хӑтлавне йыхравлать. Шупашкарти Уруков урамӗнчи 2-мӗш «а» ҫуртра ирхи вунӑ сехетре «История Чувашского края в уникальных архивных документах» кӗнеке-альбомпа паллаштарӗҫ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑларӑма федераци тата республикӑри архивсенчи, ҫӗршыври ӑслӑлӑх учрежденийӗсенчи тата вулавӑшсенчи сайра тӗл пулакан 100 документ кӗнӗ. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе 1469 ҫултанпа пуҫласа паллаштараҫҫӗ. Хаклӑ материалсене пухас тесе нумай тимлеме тивнӗ. Кӗнеке-альбом хӑтлавне ӑсчахсемпе тӗчевҫӗсене, таврапӗлӳҫӗсемпе преподавательсене, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, кӑмӑл пур мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Никольски – Етӗрне – Нурӑс» ҫул ҫинче чарӑнуран инҫех мар ҫын виллине тупнӑ. Полицейскисем вырӑна тӗрӗслесен «Шкода» машинӑн пайӗсене тупнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫав машина шӑпах ҫак ҫынна ҫапса хӑварнӑ та. Полицейскисем «перехват» планпа ӗҫленӗ, видеокамерӑсене пӑхнӑ. Ҫул ҫинче тупнӑ хӗрарӑм 84 ҫулти кинемей пулнӑ. Вӑл – Элӗк районӗнчен, ҫав кун хӗрӗ патӗнчен тухса киле кайма тухнӑ. Ҫак кинемее ҫапса хӑварма пултарнӑ водителе те тупнӑ. Вӑл – Йӗпреҫре пурӑнакан 44 ҫулти арҫын. Унӑн «Шкода» машини ҫинче сиенленнӗ йӗрсем пулнӑ. Анчах хальлӗхе ҫак арҫын айӑпне йышӑнмасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() moscow.sm-news.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ене РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин килме палӑртнӑ. Тӳрех каламалла: премьер-министр ку статуса йышӑннӑранпа пирӗн патра пулман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Мишустина социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программипе паллаштарӗҫ. Хальлӗхе прмьер-министр республикӑри хӑш вырӑна ҫитессине татӑклӑн калама ҫук, мӗншӗн тесен программа улшӑнсах тӑрать. Малтан ӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧРУна, Индустри паркне кӑтартма палӑртнӑ, кайран ку шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Хальлӗхе программа ҫапларах: Михаил Мишустин В.И.Чапаев ячӗллӗ савутра тата «Текстильмашра» пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Авӑн уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Чӑваш Ен тӗп хули, Шупашкар, 2020/2021 тапхӑрти арҫынсен баскетбол клубӗсен суйлав турне йышӑнать. Юбилейлӑ XX вӑййа ҫӗршыври 34 команда хутшӑнӗ. «Чебоксарские ястребы» (чӑв. Шупашкар хурчкисем) баскетбол дружини пилӗк кунта тӑватӑ командӑна йышӑнӗ. Вӗсем — Хусанти «Уникс-2», Сартури «Автодор-2», Самарти «Самара-2», Сулхулари «Нижний Новгород-2». Пирӗннисем ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 15 сехет те 30 минутра хусансемпе ӑмӑртӗҫ. Ӑна курас тесен Раҫҫейӗн баскетбол федерацийӗн сайтӗнче регистрациленмелле те тӳрӗ эфирта пӑхмалла. Зала кӗртмӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра шупашкарсем самарсемпе вылӗҫ, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра — чулхуласемпе, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра — сартусемпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() polis812.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре каллех кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальхинче тепӗр виҫӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла майпа ку таранччен республикӑра 92 ҫын инфекцие парӑнтарайман. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 8459 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 7174 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1193 ҫын сипленет. Вӗсенчен 25-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Палӑртмалла: кӑшӑлвируспа чирлекенсенчен 185-шӗ – 18 ҫул тултарман ачасем. Республикӑра кашӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Кайка фончӗн 62,1 проценчӗ пушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри ҫар комиссариатне малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ку пукана Бахтиёр Холиков йышӑннӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗн йӑли-йӗрки тарӑн. Эсир лайӑх еткерлӗх илетӗр, сире ӑнӑҫу сунатӑп», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗнӗ пуҫлӑха. Бахтиёр Холиков республикӑшӑн тӑрӑшма шантарнӑ. Палӑртмалла: Бахтиёр Холикова РФ хӳтӗлев министрӗ Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхне лартасси пирки утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, хӑйӗн тивӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унччен Чӑваш Республикин ҫар комиссариатне Александр Мокрушин ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти Евгения Жачева авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Евгения Жачева чӑваш халӑх тӗрри ҫинчен нумай ӗҫ ҫырнӑ. «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра унпа нумаях пулмасть пичетленнӗ материалта ӑста «Чи пӗлтерӗшли вӑл маншӑн — чӑваш тӗррин ҫӗввисене тупни. Эпӗ ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче 18 ҫӗвӗччӗ, халӗ — 63. Ҫакӑ маншӑн питӗ хаклӑ, мӗншӗн тесен вӑл халӑха кирлӗ. Кашни тӗрӗре хӑйне евӗрлӗ ӑнлав пур. Ӑна тӗпчеме, ӑнкарса илме питӗ кӑсӑклӑ. Ӗлӗкхи тӗрӗсем мана питӗ килӗшеҫҫӗ. Вӗсен кашни расна пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ мана уйрӑмах интереслентерет», — тесе пӗлтернӗччӗ... Евгения Жачева 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |