Тӗнчере
![]() © shutterstock.com Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пирӗн планета ҫумӗпе ҫеккунтра 25 ҫухрӑм иртекен хӑвӑртлӑхпа 153201 (2000 WO107) астероид вӗҫсе иртӗ. Унӑн виҫи тӗрлӗ хаклавсем тӑрӑх 370 метртан пуҫласа 820 метр таран пулмалла. Космос объектчӗ Ҫӗр чӑмӑрӗнчен 4 млн ҫухрӑмра вырнаҫнӑ — ку вӑл, Ҫӗрпе Уйӑх хушшинчи инҫӗшпе танлаштарсан, 11 хут пысӑкрах. Астероид Ҫӗр чӑмӑрӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем шутне кӗрет пулин те, пирӗн планетӑпа ҫапӑнас вӑл шанчӑк пысӑках мар. Ҫавах та, космос кӗлетки ӑсчахсене хӑйӗн ытти енӗпе интереслентернӗ — специалистсем хак панӑ тӑрӑх, ун ӑшӗнчи паха тӑпрасен хакӗ 17,4 миллиард долларпа танлашать. Ку хаклӑха шутласа кӑларнӑ чухне спектр анализӗпе усӑ курса тата астероидӑн вӑтамран илнӗ виҫисене шута илсе палӑртнӑ. Маларах ӑсчахсем 153201 (2000 WO107) тимӗрпе, кобальтпе тата никельпе пуян пулнине пӗлнӗ. Астероида 2000 ҫулта тупнӑ, хӗвел тавра вӑл 318 кун хушшинче пӗр ҫаврӑм тунине палӑртнӑ. Перигейра вӑл Хӗвел патне 30 млн ҫухрӑм таран ҫывхарать, апогейра 243 млн ҫухрӑм инҫӗше ҫитет. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе 3,1 млн ҫухрӑм ҫывӑхӗнче вӑл тепрехинче 2040 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче иртсе кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ВКонтакте сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын хӗрне хӗнесе пурӑннӑ, ашшӗн тивӗҫне пурнӑҫлман, тивӗҫлӗ воспитани паман. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ҫак арҫын 11 ҫулти хӗрне тивӗҫлипе пӑхман. Килте антисанитари пулнӑ. Ачан ҫывӑрмалли тата урок тумалли условисем пулман. Кунсӑр пуҫне унӑн кашни кун йӗркеллӗ апатланма май пулман. Ашшӗ ӳсӗр чухне хӗрӗпе хирӗҫнӗ, ӑна хӗненӗ. Хальхи вӑхӑтра арҫынна ашшӗн прависӗр хӑварнӑ. Амӑшӗ анччен ку правасӑр тӑрса юлнӑ. Хӗрача тӑванӗсем патӗнче пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() polis812.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне тепӗр 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен пирӗн республикӑра 234 ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫак вируса пула татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 11598 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 10491-шӗ сывалнӑ. Палӑтмалла: иккӗмӗш талӑк ӗнтӗ чирлекенсен йышӗ 100-тен иртсе пырать. Паян 107 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ, ӗнер 104 ҫын инфекциленнӗ. Юлашки талӑкра 146 ҫын сывалнӑ. Чӳк уйӑхӗнче 90 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑннӑ. Тӳрех аса илтерер: хулари кафе-ресторансенче корпоративсемпе уявсем ирттерме чарчӗҫ. Ку ыйтӑва кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Апла пулин те Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, хулана пӗрех илемлетӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара капӑрлатма тытӑннӑ. Хулара чӗрӗ тата искусствӑлла елкӑсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, чӗрӗ елка, чукун ҫул вокзалӗ умӗнче пулӗ. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 15 метр. Уява хатӗрленсе хулари парксемпе микрорайонсене те хитрелетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Дорэкс» акционерсен обществи кунсерен Шупашкарти ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнсене дезинфекци тӑвать. Ҫакна, паллах, кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе пурнӑҫлаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑнсене ятарлӑ хутӑшпа кашни кунах дезинфекци тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑватӑ бригада тӑвать. Кашни бригадӑра – икшер ҫын. Рабочисен ӗҫ кунӗ ирхи 6 сехетре пуҫланать. Вӗсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсене натри гидрохлоричӗн 1 процентлӑ растворӗпе дезинфекци тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта, Васкавлӑ медулӑшу пульници умӗнче, вертолет анса лармалли лапам тунӑ. Паян унта санавиаци пӗрремӗш хут анса ларнӑ. Унпа Улатӑр районӗн тӗп пульницинчен инфаркт пулнӑ 74 ҫулти кинемее илсе килнӗ. Лапама тумашкӑн республика хыснинчен 6,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Лапамра ҫутӑ та тӑвӗҫ. Капла вертолет ҫӗрле те анса ларма пултарӗ. Сӑмах май, ку таранччен санавиаци 31 ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсенчен пӗри — ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() weacom.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 7 ҫын вилнӗ. Ку таранччен республикӑра вируса пула 228 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ хыпарлать. Паянхи кун тӗлне 11491 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 10345-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 104 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 174 ҫын. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Чӳк уйӑхӗнче кӑна 84 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Елизавета Шайдукова (Кутускина) артистка 85 ҫул тултарнӑ. Елизавета Шайдукова 1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Якунекасси ялӗнче ҫуралнӑ. Штанашри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Питӗр хулине тухса кайнӑ, икӗ ҫултан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Ӑна Республикӑн куҫса ҫӳрекен театрӗн труппине ӗҫе илнӗ. Професси ӑсталӑхне хӑйӗн пекех ҫамрӑк актерсемпе – Вера Голубевӑпа, Илья Шайдуковпа – туптанӑ. Хитре сӑнлӑ, уҫӑ сасӑллӑ, хитре юрлакан хӗре Ҫамрӑксен театрне ӗҫе илнӗ. Унта вӑл 1959-1997 ҫулсенче ӗҫленӗ. Елизавета Шайдукова – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче Етӗрне районӗнче ҫӑмӑл машина фурӑпа ҫапӑннӑ. Инкек «М-7» федераци ҫулӗн 580-мӗш километрӗнче пулнӑ. «Хендай-Крета» автомобиль рулӗ умӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тепӗр машинӑран иртсе кайма юраман вырӑнта ҫул-йӗр правилине пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнӑ ҫӑмӑл машина малтан цистернӑллӑ «МАН» автомобильпе ҫапӑннӑ, унтан – «Хино-Рейнджер» автомобильпе. Йывӑр сурансене пула хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Груз турттаракан машинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те, вӗсем урах пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗрпӳ хулинче культура эткерлӗхне юсаҫҫӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пулнӑ. Министр хулари ача-пӑча ӳнер шкулне те ҫитнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ XIX ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫурта тулаш енчен юсанӑ, ҫивиттине сарнӑ. Акт залне, пӳлӗмсене, урайсене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, котельнӑя юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ. Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗн ҫурчӗ – XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ. Ӑна та юсаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |