Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян 17 сехет те 15 минутра Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Пульница комплексӗнчен инҫех мар, васкавлӑ медпулӑшу машинипе автобус ҫапӑннӑ. 33 маршрутпа ҫӳрекен автобус мигалкӑпа пыракан васкавлӑ медпулӑшу машинине ирттерсе яман, ун ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу машини шӑпӑрлана Ача-пӑча медицина центрне илсе кайма тухнӑ. Юрать-ха, салонри ача суранланман. Фельдшера вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана вара урӑх васкавлӑ медицина машинипе илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() samara.doctorbormental.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын полицие пынӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Палламан ҫын юптарма тытӑннӑ: такам ун ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн, счета упраса хӑварма сӗннӗ. Шупашкар арҫынни вӑл мӗн каланине пурнӑҫласа пынӑ. Вӑл счечӗ ҫинчи 400 пин тенкине илнӗ те 24 номерпе куҫарса панӑ. Канашра пурӑнакан 71 ҫулти кинемей те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл 135 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Халь ултавҫӑсем кам пулнине тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() olegmakarenko.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫултан Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗ ӳсӗ. Кун пирки ӗнер РФ премьер-министрӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫулта капитала 1 миллион ытла ҫемье илӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн 466 пин тенкӗ параҫҫӗ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан ун ҫумне 150 пин тенкӗ хушӑнать. Ҫитес ҫултан пӗрремӗш ачашӑн паракан амӑшӗн капиталӗ 483 пин тенкӗ пулӗ, иккӗмӗш ача ҫуралсан 639 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑххӑрмӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» вӗренӳпе вулав кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑл 3700 экземпляр тиражпа пичетленнӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма Виталий Станьял (Никитин), Евгений Майков, Ольга Вишнева тата Геронтий Никифоров ҫырса-пухса хатӗрленӗ. Редакторӗ – Алина Майорова. «Тӑххӑрмӗш класра чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен паха хайлавӗсене, ҫыруллӑ литература аталанӑвне авалхи тӗрӗк тапхӑрӗнчен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран вӗренме палӑртнӑ», – тесе пӗлтернӗ умсӑмахра. Пӗтӗмпе кӗнекере сакӑр пысӑк пай. «XXI ӗмӗрти чӑваш литератури» пайра, сӑмахран, вӗренекенсем Анатолий Хмыт, Валерии Туркай тата Марина Карягина пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ. Кӑларӑм вӗҫне литература ӑнлавӗсен сӑмахсарӗ вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштавӑн 19-мӗшӗнче Муркаш районӗн тӗп пульници ҫывӑхне санитари вертолечӗ анса ларнӑ. Пациент хӑйне япӑх туйнӑ: ун инсульт пулма пултарнӑ. Ҫитменнине, вӑраха кайнӑ чирпе нушаланнӑ. Ӑна санитари вертолечӗпе 10 минутран Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Вертолет Муркашра Культура ҫурчӗ умӗнчи Хӗрлӗ лапама анса ларнӑ. Пациента ун патне Галина Кузнецова реаниматолог тата Татьяна Рыжкова медсестра илсе ҫитернӗ. 1959 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑма Респубикӑри клиника пульницин реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Хӗрарӑм малалла сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак кунсенче «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» 7 томлӑ словарӗн черетлӗ кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ. Ӑна филологи наукисен кандидачӗ Г.А. Дегтярев редакциленӗ. Словарь авторӗсем — Г.А. Дегтярев, А.П. Долгова, Ю.Ф. Ефимов, Н.А. Плотников тата И.П. Семенова. Ӑнлантару словарӗн тӑваттӑмӗш томне П, Р тата С саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсем кӗнӗ. Кӗнекене кӑларакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, авторсем чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. «Пирӗн тӗллев малтанхи пекех — вулакана, пӗлес текене тӑван сӑмах тӗнчипе тӗплӗнрех паллаштарасси. Тӑваттӑмӗш томӑн уйрӑмлӑхӗ — чӑвашла куҫарнӑ илемлӗ хайлавсемпе кӑшт ытларах усӑ курни», — тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vestikavkaza.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 174 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен 452 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Юлашки талӑкра вилекенсем каллех пулнӑ – 9 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Паянхи кун тӗлне 15574 ҫын инфекци ҫаклатнӑ, вӗсенчен 13914-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 120 ҫын чирленӗ, сывлакансем нумайрах пулнӑ – 124 ҫын. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1208 ҫыннӑн кӑшӑлвирус диагноз пур. Вӗсем килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Онлайн
Республикӑра
![]() Олег Николаев ирттерекен пресс-конференцие ҫутатӑпӑр. Вӑл паян, раштавӑн 24-мӗшӗнче 24-мӗшӗнче, 11 сехетре пуҫланнӑ. Пресс-конференцине Ютубра, наци телекуравӗнче, наци радиовӗпе «Тӑван радио» эфрирӗсенче итлеме пулать. Ыйту паракансем тӗрлӗ вырӑнтан пулӗҫ, тӗрлӗ темӑпа ыйтӗҫ. Аçтахар Плотников13:23
Пӗтӗмлетсе каласан, ыйтӑвӗсене чӑн та тӗрлисене хускатрӗҫ, анчах техника енчен хатӗрлесех ҫитереймен пулас. Вӑрмарсемпе, патӑрьелсемпе тӳрех ҫыхӑнаймарӗҫ. Унталла-кунталла сулланакан камерӑна та пӑхма аван марччӗ. Ман шутпа тем тесен те халӑх панӑ ыйтусенчен пӗрне те пулин хуравламаллаччӗ. Пӗрин ҫине те пулин хатӗрленмесӗрех хуравлама пулатьччӗ-ҫке. Итлеме, паллах, интереслӗ пулчӗ. Ҫивӗч ыйтусенчен мӗнле майпа пӑрӑнма май пуррине Олег Алексеевич вӗренсе ҫитнӗ пулас. Тепӗр онлайнччен, тӑвансемӗр! Аçтахар Плотников13:19
Вӗҫленчӗ. Аçтахар Плотников13:18
Халӑх тетелӗсем урлӑ панӑ ыйтусене те шута илӗпӗр тет. Аçтахар Плотников13:17
Икӗ сехет ытла калаҫрӑмӑр тет. Вӗҫлӗпӗр тет. Олег Алексеевич пурне те тав сӑмахӗ калать. Аçтахар Плотников13:16
Мишустинран шыв айӗнчи ҫунатлӑ кимӗсем ыйтсаччӗ тет. Ку вара туристсене ытларах илӗртме пултарӗ тет. Аçтахар Плотников13:14
Пирӗн республикӑра туристсене илӗртме пултаракан вырӑнсем чылай тет, анчах та вӗсене хитрелетмелле, инфраструктура хатӗрлемелле тет. Халь Раҫҫей шайӗнче наци проекчӗ хатӗрленет тет, пирӗн ҫавӑнта хутшӑнмалла тет, унпа усӑ курмалла тет. Аçтахар Плотников13:13
Олег Алексеевич пирӗн патра туризм енӗпе аталанма майсем пур тесе пӗлтерет. Пирӗн экологи лайӑх, Атӑл пур тет. Анчах инфраструктура ҫукрах тет. Шупашкарта пур-ха, анчах район центрӗсенче хӑна ҫурчӗсем ҫук тет. Канашра хӑна ҫурчӗ пур, анчах ун усси пирки иккӗленӳ пурччӗ тет. Анчах унти хӑна ҫурчӗ ӗҫлет тет — вырӑнти менеджмент хӑйӗн ӗҫне лайӑх тунипе ку ҫыхӑннӑ тет. Аçтахар Плотников13:10
Вӑрмарсем ҫыхӑнчӗҫ. Куславкка район хаҫачӗ туризм аталанӑвӗ пирки ыйтать. Аçтахар Плотников13:09
Тем тесен те Олег Алексеевич патӗнчи оператора штатив паман — камера вылять кӑна... Аçтахар Плотников13:08
Ютуб трансляцинче Олег Алексеевичран вӑл кӑшӑлвирусран прививка тӑвӗ-и тесе ыйтаҫҫӗ. Тӗслӗх кӑтартӑн-и? — тесе ыйтаҫҫӗ. Аçтахар Плотников13:07
Ҫак проекта укҫи-тенкине те уйӑрнӑ тет, анчах халь те ҫав проекта, виҫӗ района шывпа тивӗҫтерессине, вӗҫлеймеҫҫӗ-ха тет. Кун пирки эп Путинпа та калаҫрӑм тет. Аçтахар Плотников13:06
«Авангард» та вырӑслах ыйтать. Ҫук, итлемеҫҫӗ Олег Николаев сӗнӗвне, усӑ курмаҫҫӗ чӑваш чӗлхипе. Шыв пирки ыйту пачӗ. Аçтахар Плотников13:05
Ни Вӑрмар, ни Патӑрьел ҫыхӑнаймаҫҫӗ... Аçтахар Плотников13:04
Микрофонсемпе йывӑрлӑх. «Вас не слышно» тет Олег Алексеевич. Аçтахар Плотников13:03
Кӑҫал ӗҫ нумай тунӑ тет, вырӑнти ҫурт хушшинче нумай ӗҫленӗ тет. Канашри Ленин урамӗ пирки калас пулсан унта проект пулнӑ тет, анчах аукцион иртеймен тет. Анчах юсав ирттерӗпӗрех тет. Аçтахар Плотников13:01
Хулари тӗп урамра юсав пулӗ-и тесе ыйтрӗҫ. Аçтахар Плотников13:01
Канашран ыйту... Темскер ҫыпӑҫмасть пулас... Аçтахар Плотников13:00
Республикӑра самозанятыйсем нумайланаҫҫӗ тет Олег Николаев. Паянхи кун вӗсен йышӗ 8 пинрен иртнӗ тет. Республикӑран тухса кайнисене вӑйпах каялла тавӑрасси тӑмасть тет. Малтан кунта тивӗҫлӗ условисем тӑвӑпӑр тет — хӑйсемех килччӗр тет. Аçтахар Плотников12:58
Икӗ сехет калаҫать. Ывӑнмарӗ-ши?.. Аçтахар Плотников12:56
Республикӑна пищеблоксене ҫӗнетме 300 млн тӑкакланӑ тет. Федерацирен 244 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ тет. Аçтахар Плотников12:56
Ку ыйту ҫине хаваслансах пӗлтерет. Паянхи кунта 53 тенкӗпе ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерме майсем пирӗн республикӑра пур тет. Мастер-классем те ирттерсе тет — весенче ачасене апат-ҫимӗҫпе мӗнле тивӗҫтерме май пурри пирки каласа парать. Ку тӗлӗшпе эпир Раҫҫейри ҫутӗҫ министерстинчен те ирттерсе тет. Эпир йӗркелесе те ҫитерсе тет, ҫӗршывра вара ҫитес ҫулта ҫеҫ пуҫӑнаҫҫӗ тет. Аçтахар Плотников12:53
Ачасене ҫитернинче малта пахалӑх пулмалла тет. Ҫавӑнпа май ҫӗнӗ производствӑсем уҫатпӑр тет. Хакне те йӳнетме тӑрӑшӑпӑр тет. Роспотребнадзор ыйтни те кунта пур тет, ҫавна май менюне вӗсем ыйтнипе килӗшӳллӗн хатӗрлеме тивет тет. Аçтахар Плотников12:51
«Пирӗн верси» хаҫат шкул ачисен апатланӑвӗ пирки ыйтать. Аçтахар Плотников12:51
Ютубри трансляцире ыйтусем кайрӗҫ: пӗрисене маска тӑхӑнма тивни килӗшмест, теприне администраци машшинсем туянни пирки... «Арбидол» эмел ҫукки... Аçтахар Плотников12:49
Пӑрачкавсем ыйтаҫҫӗ. Йывӑр тиевлӗ машшинсем ҫулсене пӑсаҫҫӗ тет. Ҫавран иртмелли ҫул пирки ыйтать. Кунта Мӑкшӑ Республикин пуҫлӑхӗсемпе перле ӗҫлеме тивнӗрен ҫак ҫула тӑвассине татса парӗҫ-ши тет. Аçтахар Плотников12:47
Ютубри трансляцинчи тепӗр куракана пӑшӑрхантаракан ыйту — ҫӗнӗ ҫултан ҫул хакӗ ӳсесси. Мӗншӗн ӳсет-ха вӑл тесе тӗлӗнет. Аçтахар Плотников12:45
Элӗксен ыйтӑвӗ бассейн пирки. Олег Николаев бассейн ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑлӗ тет. Стадионӗнче пулас юсав тумалла — унта юсав ӗҫне те ирттерӗҫ тет. Ҫуркунне кӗтмел ыйтрӗ — атту юр ирӗлсен кӑлтӑксем ирӗлсе тухасран хӑрушлӑх пур тет. Аçтахар Плотников12:44
Элӗксем вырӑсла ыйту параҫҫӗ. Олег Алексеевич чӗлхепе усӑ курмалла тет — кусем итлемеҫҫӗ, чӗлхене хуҫа-хуҫа вырӑслах ыйтаҫҫӗ. Аçтахар Плотников12:42
Укҫа малта вырӑнта пулмалла мар тет. Чӑн та эпир сывлӑшпа тӑрансах ӗҫлеме пултаратпӑр. Пурте ун пек пултараймаҫҫӗ — вӗсене, ав, ан выҫчӑр тесе, укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. :) Аçтахар Плотников12:39
Ача пахчи уҫнӑ чухне пулса иртнӗ пӗр пӑтӑрмах пирки каласа пачӗ. Эп чӑвашла калаҫап тат, ачисем те воспитателӗ манпа вырӑсла калаҫать тет... Енчен те ку тӗлӗшпе эпир ылмашмӑпӑр пулсан хуть те мӗн чухлӗ укҫа тӑкакласан та усси пулмӗ тет. Аçтахар Плотников12:38
Эпӗ кашни интернетре та радиора та пур вырӑнта та чӑвашла калаҫма тӑрӑшатӑп тет. Аçтахар Плотников12:36
Аталантарасси пирки калатӑп тет. Эпир ахаль те ӑна паянхи кунччен сыхласа хӑварнӑ тет. Аçтахар Плотников12:36
Яндекс.Тӑлмач пирки ыйту. Аçтахар Плотников12:35
Олег Алексеевич вӑрҫӑ ачисене укҫа-тенкӗпе пулӑшассине Министрсен кабинетне ӗҫлеме хушӑп терӗ пулас. Аçтахар Плотников12:34
О! Ютубри трансляцине 157 ҫын пӑхать! 169! Ӳсет! Аçтахар Плотников12:33
Вӑрҫӑ ачи тӑрӑма Раҫҫейри пур тӑрӑхра та йышӑнман иккен. Кӑҫал пирӗн республикӑна унашкал саккун йышӑннӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ уйӑрасси ҫук тет. Анчах хальхи вӑхӑтра эпир укҫа-тенкӗ уйӑрасси пирки ӗҫлетпӗр тет. Кӑшӑлвирус алхасни чӑрмантарать пулсан та ҫитес ҫул валли укҫа-тенкӗ уйӑрасси пирки ыйтӑва хускатма планланӑ тет. Аçтахар Плотников12:30
Сӗнтӗрвӑрри район хаҫачӗ вӑрҫӑ ачисене укҫа-тенкӗпе пулӑшмӗҫ-ши тесе ыйтрӗ. Аçтахар Плотников12:30
«Загорское», маларах «Долина удачи» ятлӑскер, Шупашкар районӗнче Ӑстакасси патӗнче вырнаҫнӑ пулас. Ӑнӑҫлах мар вырӑн лекнӗ пулас. :) «Ӑнӑҫу айлӑмӗ» ята ҫухатнӑ та... Аçтахар Плотников12:27
Интереслӗ, куракансен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлӗ-ши. Ав, пӗри «Загорское» коттедж поселокӗ патне ҫул ҫукки пирки ыйтать... //эп хам вӑл ӑҫта вырнаҫни пирки те пӗлместӗп-ха. Аçтахар Плотников12:25
Вырӑнтисем хӑйсен вырӑнти йывӑрлӑхӗсем пирки каласа памаллах тет, вара эп вӗсем ҫинчен пӗлсе тӑрӑп, вӗсене юсама майсем шырама пулӑшӑп тет. Анчах пурте хатӗрех мар тет ҫапла ӗҫлеме. Аçтахар Плотников12:24
Вырӑнти тӳре-шарасемпе ҫыхӑнусем йӗркеллех тет, ӗҫлӗ тет. Аçтахар Плотников12:22
Администраци пуҫлӑхӗсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫласа пыраҫҫӗ-и ҫук-и — кун пирки калама иртерех-ха тет, вӗсене тин кӑна лартнӑ. Вырӑнти халӑх хак памалла тет. Вырӑнти тӳре-шарасене пысӑкрах яваплӑх парасси пирки сӑмах пуҫласа тет. Аçтахар Плотников12:20
«Правда ПФО» ыйту парать. Анчах япӑх илтӗнет... Сасси татӑлать... Суйлав пирки пулас. Аçтахар Плотников12:20
Биоколледж пирки эп ытлашшиех пӗлместӗп тет, анчах ку мӗнле-ши вӗренӳ учрежденийӗ пулни пирки тӗпчӗп тесе каларӗ. Аçтахар Плотников12:19
Ҫак усӑ курман ҫуртсене пурнӑҫ парас умӗн ҫавах та ҫынсенчен ыйтас пулать тет. Сӑмах май эпир ҫавнашкалах кивӗ Правительство ҫурчӗпе мӗн тӑвасси пирки шухӑшланӑ чухне те ҫаплипех тӑвас терӗмӗр тет (эпир кун пирки хыпарласаччӗ: хула ҫыннисене вӑл ҫуртран ҫавӑн пекех шкул тума е урӑхла усӑ курма ыйтӑм йӗркеленӗ). Аçтахар Плотников12:16
Олег Алексеевич Раиса Ивановнӑна (ыйту паракана) ҫывӗч ыйту тавра айӑккӑн, ним те пулман пек иртсе кайманнишӗн тав турӗ. Ку ҫуртсемпе вара хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ ӗҫлеме пуҫлатех тесе каларӗ. //аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ пуҫлӑх. Аçтахар Плотников12:14
Ҫӗнӗ Шупашкарта та кивӗ ҫуртсен ыйтӑвӗ ҫивӗч пулас. Вӗсем пирки ыйту. Никама та кирлӗ мар пулса тӑнӑ ҫуртсем хӗррипе иртнӗ май чун ыратать тет. Хӑҫан вӗсемпе усӑ курма пуҫлӗҫ-ши тет? Аçтахар Плотников12:13
Республикӑра патшалӑхпа уйрӑм ҫынсем укҫа-тенке пӗрле хывса ӗҫлени республикӑра аталансах пырать тесе палӑртрӗ. Чӑн та пирӗн тавралӑхра халӑхран укҫа нумай пухаҫҫӗ... Ҫул сарма, тротуар хывма... Аçтахар Плотников12:09
Улатӑрсемшӗн савӑнмалли самант — ку ҫырмана йӗрке кӗртӗпӗр тесе Олег Алексеевич сӑмах пачӗ! Аçтахар Плотников12:08
Тепӗр ыйту. Улатӑрти Кухрян ҫырми пирки каласа парать. Пӗр енче ача-пӑча лапамӗ тет, тепӗр енче вара ҫӳп-ҫап пӑрахма пуҫланӑ тет. Эсир пулӑшсан тет, тен, ку вырӑна йӗркене кӗртме май пулӗ. Аçтахар Плотников12:06
Операторне тем тесен те камерине тӳрӗрех тытма ыйтас килет :) Ытла та унталла-кунталла вылять. Аçтахар Плотников12:05
Саккун ыйтнипе тарифсем ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӳсӗҫ тет. Ӳстермесӗр ирттерме йывӑр тет. Тарифсене тытса тӑрас тесен хыснаран укҫа уйӑрмалла… Эпир урӑх ҫулпа кайӑпӑр тет — тарифсене ӳсесрен чакарма йывӑр пулсан эпир инфраструктурӑна ҫӗнетӗпӗр, ҫапла май аварисем сахалрах пулӗҫ. Аçтахар Плотников11:59
Ку программӑна пурнӑҫланӑ чухне уйрӑмах ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне шута илмелле терӗ. Аçтахар Плотников11:58
Сӑмах май, ӗнер хыпар пурччӗ пулас, реноваци йӗркине (Мускавра ирттернине) ҫӗршывӗпех сарма йышӑннӑ. Ҫырма пуҫларӑм та Олег Алексеевич та ун пирки каларӗ. Аçтахар Плотников11:57
Паян ӗҫлекен программӑна Куславккари тата Улатӑрти авариллӗ чылай ҫурт кӗмен тет. Анчах та Президент программипе килӗшӳллӗн вӗсене те ҫывӑх вӑхӑтра кӗртме пулать тет. Аçтахар Плотников11:56
Пирӗн республикӑра трущебӑсем ҫук тет. Ку енӗпе Чӑваш Ен ыттисенчен уйрӑлса тӑрать тет. Аçтахар Плотников11:55
Кивӗ те юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсем пирки сӑмах пуҫларӗҫ. Аçтахар Плотников11:53
Сӑмах май, пирӗн кӳршӗри ялта, Карачурара, так-и пуҫламӑш шкула хупнӑ иккен. Калаҫрӗҫ-калаҫрӗҫ унта шкул тӑвасси пирки. Ӗҫ вара ӑна хупнипе вӗҫленчӗ. Карачура паллах, Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ... клуб и шкул ҫукки ӑна ытла пысӑк витӗ пырса тивмест, анчах ҫавах питӗ шел... Аçтахар Плотников11:51
Халӑх республикӑран ан тартӑр тесе ялтисене ҫӑмӑл ипотека паратпӑр тет, вырӑнти территорисене аталантарма тӑрӑшатпӑр тет (йӑва мелӗпе аталантарассине шута илӗпӗр тет), ялсенче хӑтлӑ пурӑнма майсем тӑватпӑр тет — ача пахчисем, клубсем пултӑр тесе. Аçтахар Плотников11:48
«Советская Чувашия» халӑх йышӗ пирки ыйту пачӗ. Аçтахар Плотников11:44
Малтанхи ыйтӑва вырӑсла хуравламарӗ. Ҫавна май ертсе пыраканни федераллӑ каналсем валли кӗскен вырӑсла каласа пама ыйтрӗ. Олег Олексеевич итлерӗ, халь вырӑсла кӗскен каласа парать. :) Аçтахар Плотников11:42
Шыв турулӗсене юсама хатӗр тет, анчах та вӗсене юсиччен малтан хуҫисене тупмалла тет — малтан вӗсем колхозсемпе совхозсен аллинче пулнӑ тет, халь вара никама та кирлӗ мар пулса тухнӑ. Ку ыйтӑва тӳрех татса пама май ҫук терӗ — укҫи-тенки нумай кирлӗ имӗш. Анчах ку тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр тет. Аçтахар Плотников11:38
Ҫӗрпӳ район хаҫачӗ шыв турулӗсем пирки ыйту парать. Турулӗсем пит аван тет, анчах ялӗнчи шыв пӑрӑхӗсем пит япӑх тет. Вӗсене ҫӗнетме программа тумаҫҫӗ-и тет республикӑра. Аçтахар Плотников11:37
www.youtube.com/watch?v=pqzTP9jCByg&feature=youtu.be — эпир хамӑрӑн текстлӑ варианта ҫакӑнти вырӑнтан итлетпӗр. Аçтахар Плотников11:36
Олег Николаев республикӑри демографи ыйтӑвне ҫивӗч ыйтусен шутне кӗртет. Халӑх шутне ӳстермелли майсем шырӑпӑр тет. Аçтахар Плотников11:35
Олег Алексеевич ҫемьесене мӗнлерех пулӑшу панисене каласа пырать. Аçтахар Плотников11:33
НТРК «Чӑваш Ен» чӑвашла ыйту парать: республика тупӑшлӑха мӗнле майпа тухма пултарчӗ-ха? Олег Николаев чӑвашлах хуравлать. Кайран, вырӑсла хуравлӑп терӗ. Аçтахар Плотников11:31
Ҫитес ҫул ҫӳп-ҫап турттарса тухмалли тариф ӳсӗ терӗ. Ку вӑл, имӗш, саккунпа килӗшсе тӑма тивнипе. Аçтахар Плотников11:30
Республика ҫыннисене пулӑшу парасси пирки пӗлтернӗ чухне ӑна валли мен чухлӗ укҫа-тенкӗ кирлӗ пулассине эпир шутласа тесе пӗлтерет. Ыйту пулчӗ: ҫӑмӑллӑхсем валли мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма тиврӗ? пулчӗ. Олег Алексеевич республикӑра укҫа-тенке епле майпа перекетлеме, ӑна ӑҫтан тупма май пулни пирки каласа парать. Аçтахар Плотников11:27
Хыҫалти баннер ҫине икӗ хут «Республика на Волге» тесе ҫырнӑ... Аçтахар Плотников11:26
Эпир кӑшт каярах пуҫларӑмӑр пулин те ҫутатма пуҫлатпӑр. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи шкулсенчен пӗрин директорӗнче ӗҫленӗ арҫын питех те тӗлӗнмелле хӑтланнӑ. Пӗрле ӗҫлекенсене вӑл преми тата укҫан пулӑшу панӑҫи пулнӑ, анчах укҫан пӗр пайне ҫийӗнчех каялла илнӗ. Шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ арҫын ҫапла майпа 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи как уйӑхӗччен хӑтланса пурӑннӑ. Преми парасси ҫинчен калакан приказа кӑларичченех вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене преми тата укҫан пулӑшнин пӗр пайне хӑйне памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Вӑл укҫапа шкулта усӑ курассине ӗнентернӗ. Пуҫлӑха хирӗҫлеме никам та хӑяйман курӑнать. Каланӑ — тунӑ. Арҫын ҫапла майпа 400 пин тенкӗ ытла илнӗ. Халӗ ӑна суд тунӑ. РФ Пуҫиле кодексӗн 64-мӗш статйипе явап тыттарса 70 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() minzdravao.ru сайтри сӑн РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Михаил Мурашко Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче пульницӑсене, аптекӑсене, лабораторисене вӑйлатнӑ режимпа ӗҫлеме хушнӑ. Министр тепӗр хыпар та пӗлтернӗ: 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем валли кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцина клиника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Кӗҫех вӑл регионсене ҫитме тытӑнӗ. Министр регионсемпе селекторлӑ канашлу ирттернӗ. Чӑваш Енрен сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов, ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Михаил Мурашко стационарсене дежурствӑна талӑкӗпех йӗркелеме хушнӑ. Ку аптекӑсене те, КТ тумалли пӳлӗмсене те пырса тивет. Ҫавӑн пекех васкавлӑ медпулӑшу бригадисен хатӗр пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |