Культура
![]() Пушкӑрт халӑхне ҫутта кӑларакан паллӑ чӗлхеҫӗ Мифтахетдин Акмуллан ячӗллӗ вӑтӑр иккӗмӗш премипе Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, ПР вӗрентӳ ӗҫ отличникӗ, Мияки районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, общество хастарӗ, М.Акмулла ячӗллӗ премие пуҫарса ярас ӗҫе хутшӑннисенчен пӗри, М.Акмулла премине тивӗҫнӗ лауреатсем ҫинчен кӗнеке пуххи хатӗрленӗ Зоя Степанована чысланӑ. Премие тивӗҫнӗ Зоя Петровнӑна Мияки район администрацийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Атангулова, Акмулла премийӗн лауреачӗ пулнӑ РФ тата ПР тава тивӗҫлӗ художник Риф Абдулин, 2000 ҫулхи преми лауреачӗ Гульфия Юнусова поэтесса, 2017 ҫулхи преми лауреачӗ, ПР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Вакиль Мурзин композитор, Енебей-Урсаево ял Канашӗн пуҫлӑхӗ Тимерьян Лутфуллин, Мияки районӗнчи чӑвашсен Канашӗн председателӗ Иван Павлов, «Пушкӑртстанри вырӑссен Соборӗн» вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Надежда Сайранова, вӗрентӳ уйрӑмӗн ертӳҫи Ханиф Мусин саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулари икӗ ҫурт шӑпине татса парӗҫ. Унти прикладной биотехнологи техникумӗн тата «Атӑл» кинотеатрӑн ҫурчӗсем пушӑ ларнине Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пресс-конференци вӑхӑтӗнче пӗлтерчӗҫ. Республика ертӳҫи ҫуртсен шӑпине халӑхпа татса пама май пуррине пӗлтерчӗ. Тӗслӗх евӗр Шупашкарти Правительствӑн кивӗ ҫуртне илсе пачӗ. Аса илтерер: вӑл культура эткерлӗхӗ шутланать, анчах темиҫе ҫул ӗнтӗ пушӑ ларать. Правительствӑн унчченхи ҫуртне юсамалла. Унӑн шӑпине халӑх шухӑшне шута илсе татса парӗҫ. Ҫавӑн пек меслете ҫӗнӗ шупашкарсем те суйласа илнӗ. Сасӑлава ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов пӗлтернӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() 1obl.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет тӗлӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрут автобусӗпе «КамАЗ» автомобиль ҫапӑннӑ. Инкек Промышленность урамӗнче пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, груз турттармалли машина автобуса ҫул паман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Маррутка водителӗ тата автобусри виҫӗ пассажир аманнӑ. Вӗсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ. Чӑваш Республикин прокуратури хушнипе яваплисем тӗрӗслев ирттерӗҫ. Вӗсен светофор мӗншӗн ӗҫлеменни таранах палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти арҫын аппӑшӗн арҫыннине вӗлернӗ. Ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Инкек раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 32-ри арҫынпа унӑн аппӑшӗпе пурӑнакан 35 ҫулти арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ. Аппӑшӗн арҫыннине вӑл икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Йывӑр сурана пула арҫын инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ. Аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫынна халӗ тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() m.onlinetrade.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ 18 пин тенкӗ укҫашӑн ята кӗнӗ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑлтӑк муниципалитет контракчӗпе ӗҫ пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ май сиксе тухнӑ. Ӗҫе пурнӑҫлани ҫинчен калакан хута ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ алӑ пусса панӑ. Унта футбол вылямалли лаптӑка хатӗрленӗ май мӗн-мӗн туса ирттернине кӑтартнӑ. Воллейбол вылямалли сетка вырнаҫтарнине, саксем лартнине тата ыттине кӑтартнӑ. Ҫавна май подряд организацине 18 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах ҫав ӗҫе никам та пурнӑҫламан. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() media.healthkurs.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру паян та лӑплантармасть: 12 ҫын вилнӗ. Ку таранччен каварлӑ вируса пула 475 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 15815 ҫын инфециленнӗ. Вӗсенчен 14156-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 118 ҫын чирленӗ, ҫавӑн чухлех сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 1184 пациента тухтӑрсем килте е стационарта сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсен кӑшӑлвирус диагноз ҫирӗпленнӗ. Кунсӑр пуҫне пульницӑсенче ӳпке шыҫнипе, анчах кӑшӑлвирус тесчӗ инфекци пуррине кӑтартман ҫынсем нумаййӑн сипленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 25 минутра «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Хуларан Шупашкар районӗнчи учхоза кайма тухнӑ автобуспа «Лада Гранта» ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машинӑн 32 ҫулти водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл автобуспа ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобилӗн водителӗ вилнӗ. Автобусра ларса пынӑ 7 пассажиртан икӗ хӗрарӑм, 22 тата 65 ҫултискерсем, аманнӑ. Инкекӗн чӑн сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханса ҫӳремеллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() fotokto.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫула мӗнле ҫанталӑкпа кӗтсе илӗпӗр? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер. Кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, хушӑран ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Паян ҫӗрле юр ҫума тытӑнӗ. Ыран ирхине вӑйлах хӳсе лартӗ. Ҫӗрле те ҫума чарӑнмӗ. Республикӑра икӗ талӑкра 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 3-8 градус тӑрӗ. Тунтикун 12-17 градус таран сивӗтӗ. Ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн 25 градус таран пулӗ. Ҫил лӑпланса хӗвел тухӗ. Раштав вӗҫӗнче, кӑрлач пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() сайтри сӑн ЧР Вӗренӳ министерстви тата Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратури рейд ирттернӗ. Ведомство специалисчӗсем Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта тӗрӗслев ирттернӗ. Ку шкулта тӗрӗслев унччен те пулнӑ-ха. Ун чухне апатлану рационӗ Роспотребнадзор ҫирӗплетнӗ менюпа килӗшсе тӑман. Ку кӑна мар, порцисен йывӑрӑшӗ е пӗчӗкрех пулнӑ, ҫимӗҫсем ҫинче тивӗҫлӗ маркировка лартман. Ун чухне шкул ертӳлӗхне, общество апатланӑвӗн предприятине штрафланӑ. Шкулта татах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене йӑлтах пӗтерменни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр ҫинче маркировка пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 4vsar.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӳлевсӗр троллейбус ҫӳрӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. 54-мӗш маршрутпа Ивановӑран Юраковӑна ҫӳрекен трполлейбус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисемпе экскурси троллейбусӗпе тӳлевсӗр ярӑнма пултараҫҫӗ. Салонра Хӗл мучипе Юр пике те пулаҫҫӗ. Анчах пассажирсен санитари нормисене пӑхӑнмалла, маска тӑхӑнмалла. Вулавӑш ӗҫченӗсем экскурси ирттерӗҫ. Вӗсем хулан историйӗпе, ҫул ҫинче тӗл пулакан паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |