Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
юрнадзор.рф сӑнӳкерчӗкӗ
юрнадзор.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Енре Патшалӑх Канашӗн иккӗмӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унти ытти ыйтупа пӗрлех миравай судья пулмалли ҫынсен кандидатурисене пӑхса тухнӑ. Малашне вӗсене унчченхи пек палӑртнӑ вӑхӑтлӑха ҫирӗплетмӗҫ. Миравай судьясем йӗркеллӗ ӗҫлесен е урӑх ҫӗре куҫас темесен тахҫанчченех тӑрӑшма пултарӗҫ. Кун пек тума Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ.

Республикӑн Патшлӑх Канашӗн ларӑвӗнче ӗнер Шупашкарти Мускав районӗн 6-мӗш суд участокӗн миравай судйи пулма Татьяна Антиповӑна ҫирӗплетнӗ, Канаш районӗнчи 2-мӗш суд участокӗпе — Алексей Корсакова, Шупашкарти Калинин районӗнчи 6-мӗш суд участокӗпе — Виктория Новиковӑна, Шупашкарти Мускав районӗнчи 7-мӗш суд участокӗпе — Ольга Петровӑна.

 

Культура

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Марина Карягина пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ Валерий Карпов режиссёр лартнӑ «Телей кайӑкӗ» премьерӑна кӑтартрӗҫ. Ӑна курма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пынӑччӗ. Сцена ӑстисем валли вӑл сумлӑ чечек ҫыххи илсе пынӑ.

Куракансем спектакле ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Премьерӑра ялти чӗрӗ хӗрарӑмсем пӗтсе пыракан яла ҫӑлма тӑрӑшрӗҫ.

Калас тенӗ тарӑн шухӑша спектакльте ҫӑмӑллӑн та ытлашши тӑсса ямасӑр ҫитернӗ.

 

Культура
Нина Смирнова. www.radugaart.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
Нина Смирнова. www.radugaart.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре культура отраслӗнче ӗҫлекен икӗ ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсемпе хавхалантарасси ҫинчен калакан хушу тухнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.

«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Вӑрмарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Валентина Павловскаяна тата Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗн президентне Нина Смирновӑна пама йышӑннӑ.

Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.

 

Хулара
Следственный комитет
Следственный комитет

Шупашкарта 43-мӗш маршруткӑра малта ларса пынӑ 28 ҫулти хӗрарӑм водителе мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикни пирки пӗлтернӗччӗ. Водителе операци тунӑ, тӗнче тетелӗнче ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл тӑна кӗнӗ.

28 ҫулти хӗрарӑма вара следстви пынӑ вӑхӑтра 2 уйӑхлӑха тӗрмене хупнӑ. Ку ыйтӑва татса панӑ чухне суд пулнӑ. Унта ҫав хӗрарӑм водителе мӗншӗн ҫӗҫӗпе чикнине ниепле те лайӑх ӑнлантарайман.

Суд прокуратурӑпа килӗшсе хӗрарӑма следстви вӑхӑтӗнче хупса усрама йышӑннӑ.

 

Персона
@olgalukova1001 страницӑран илнӗ скриншот
@olgalukova1001 страницӑран илнӗ скриншот

Чӑваш Енри тата тепӗр сцена ӑсти халӑх артисчӗ ята тивӗҫнӗ. Республикӑри сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан черетлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хисеплӗ ҫынсен списокӗнче Ольга Дикина (Лукова) артистка та пур. Шӑпах ӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята пама йышӑннӑ.

Ольга Владимировна — Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артисчӗ. 2009 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят парса хавхалантарнӑ. Пултарулӑхне вӑл Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче туптанӑ.

 

Хулара
mk-kalm.ru сайтри сӑн
mk-kalm.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2,6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав укҫаран 1,8 миллион тенкине вӑл кредит илнӗ. Ытти хӑй пухнӑ нухрат пулнӑ.

Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та йӗрке хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын тесе паллаштарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ячӗпе такам кредит илме хӑтланать. Ҫакна чарса лартас тесен унӑн темиҫе операци пурнӑҫламалла-мӗн. Палламан ҫын каласа тӑнипе вӑл 2 миллион та 626 пин тенкӗ куҫарнӑ. 850 пин тенки хӑй пухнӑ укҫа пулнӑ.

Хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лекнине кайран тин ӑнланнӑ. Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ.

 

Республикӑра
news.myseldon.com сайтри сӑн
news.myseldon.com сайтри сӑн

Полицейскисем ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ. Вӗсем Шупашкарти лавккасенчен вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хӑйсене вара кӳршӗ регионта тытса чарнӑ.

Мари Эл полицейскийӗсем вӗсене преступлени выранӗнче тытнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ те ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсем Шупашкарта та ҫак ӗҫпех аппаланнӑ. Тӗслӗхрен, Мир проспектӗнчи лавккаран канфет тата олива ҫӑвӗ вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 13 пин тенке яхӑн.

Мари Элта татса чарнӑ ҫынсенчен пӗрне следстви вӑхӑтӗнче Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ыттисем кӳршӗ республикӑра, вӗсем ирӗкре мар, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74971
 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм 4 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 15 сехетре пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электрогазосварка ирттернӗ чухне асӑрханманран ҫулӑм тухнӑ. Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ лавккара стена ҫуннӑ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1298 пушар тухнӑ. Вӗсенче 66 ҫын вилнӗ, 53 ҫын суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ.

 

Политика
colta.ru сайтри сӑн
colta.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн тивӗҫӗсене Светлана Губанова пурнӑҫланӑ. Ӗнертенпе вӑл чӑн-чӑн директор пулса тӑнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Аса илтерер: Светлана Губанова НТВ журналисчӗ пулнӑ, 2014 ҫулта «Професси – репортер» ярӑмпа килӗшӳллӗн икӗ документлӑ фильм кӑларнӑ: «13 друзей хунты» тата «Еще 17 друзей хунты».

Палӑртмалла: унччен ку должноҫре Вадим Ефимов пулнӑ. Вӑл унта 2 ҫул ӗҫленӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче камера музыкин концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫинчен чи лайӑх камерӑпа вокал лирикин тӗслӗхӗсем янӑранӑ. Ҫӗнӗ программӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ Максим Жучин тата Ольга Нестерова тӗп дирижёр хатӗрленӗ.

Программӑна кӗртнӗ романссем хамӑр ҫӗршыври композиторсен шкулӗн классиксен пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, вырӑс поэчӗсеннипе те паллаштарнӑ.

Камера музыкин концертне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Мария Еланова, Чӑваш халӑх артистки Маргарита Финогентова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Сергей Алексеев тата Иван Снигирев, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Максим Карсаков, Константин Москалев, Владимир Ашмарин хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1257, 1258, 1259, 1260, 1261, 1262, 1263, 1264, 1265, 1266, [1267], 1268, 1269, 1270, 1271, 1272, 1273, 1274, 1275, 1276, 1277, ... 4115
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 14

1900
126
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ.
1923
103
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1998
28
«Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...