Сывлӑх
![]() 24sibinfo.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран 133 ҫын чирленӗ. Ку – рекорд, кун пекки хальччен пулман-ха. Сывалакансем сахалрах пулнӑ: 108 ҫын. Ку таранччен 14569 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 13023-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе паянхи кун тӗлне 385 ҫын вилнӗ. Палӑртмалла: раштав уйӑхӗнче 107 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку ҫак инфекцие пула вилнисен 28 проценчӗ. Паянхи кун тӗлне коронавирус диагноз ҫирӗпленнӗ 1161 пациента тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mvdmedia.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре экстремизмпа кӗрешекен ҫынсем тата ФСБ ӗҫченӗсем йӗркелеме юраман организаци пайташӗсене тытса чарнӑ. Сӑмах «Свидетели Иеговы» секта пирки пырать. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ку организаци ӗҫне саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ. Росгварди пулӑшнипе ҫак сектӑра тӑма пултарнӑ ҫынсен килӗнче ухтарнӑ, экстремизмпа ҫыхӑннӑ литература, брошюрӑсем, оргтехника, электронлӑ информаци, ытти япала тупнӑ. Вӗсене туртса илнӗ. РФ УКн «Экстремизмла организацин ӗҫне йӗркелени» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫичӗ ҫын телӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн «Кевер» хореографи ансамблӗ 5 ҫул тултарнӑ. Ушкӑна асӑннӑ хулари хастар хӗрсемпе каччӑсем пуҫарнӑ. Ансамбль ертӳҫи — Ян Федоров, хореографӗсем — Татьяна Абдуллина (пилӗк ҫул каялла унӑн хушамачӗ Петрова пулнӑ), Надежда Васильева. Ансамбле йӗркеленме тата аталанма Питӗрти чӑвашсен пӗрлӗхӗ те пулӑшнӑ. «Кевер» хореографи ансамблӗ — пӗтӗм тӗнчери тата ҫӗршыври фестивальсемпе конкурссен лауреачӗ. Вӑл Питӗрти «Октябрьский» пысӑк концерт залӗнче, Раҫҫейри этнографи музейӗнче, Раҫҫейӗн наци вулавӑшӗнче, Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Питӗрте тата Ленинград облаҫӗнче иртекен фестивальсене вӗҫӗм хутшӑнать. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хореографи ансамблӗ йӗркеленнӗренпе 5 ҫулхине уявланӑ. Ҫав ятпа ушкӑна Питӗрти Национальноҫсен ҫурчӗн пайташӗ Станислав Зорин, «Юрату» фольклор ансамблӗ, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн Питӗрти уйрӑмӗн ертӳҫи Анастасия Бахматова, Чӑваш наци конгресӗн Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Валериан Гаврилов саламланӑ. Сӑмах май каласан, ансамбле хальхи вӑхӑтра 10 ҫын ҫӳрет: Ян Федоров Ян, Татьяна Абдуллина, Екатерина Белошеева, Валентина Матвеева, Ольга Жукова, Светлана Васильева, Раиса Кадеева, Апполинария Долгова, Екатерина Захарова, Екатерина Данилова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем Чӑваш патшалӑх автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа «Пӗрле» клип ӳкернӗ. Ӑнӑ Ютуб каналта https://youtu.be/e5swZFPuxc8 курма пулать. Нумай пулмасть хатӗрленӗ клипра филармонин «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ тата «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ ӳкерӗннӗ. «Пӗрле» юрра эпир пурте аван пӗлекен пултарулӑх ушкӑнӗ ҫырнӑ. Сӑвви — Борис Чиндыковӑн, кӗвви — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Казаковӑн. Пултаруллӑ ҫак икӗ ҫын унччен те сахал мар хитре юрӑ хайланӑ. Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, драматург тата поэт Борис Чиндыков «Нарспи» мюзикл либреттине те ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Правительство ҫуртӗнче Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗн директорӗпе Евгений Дмитриевпа тӗлпулнӑ. Унта Раҫҫейри паллӑ архитектор, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине уявласа ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнӑ. Питӗрти урамсенчен пӗрне, сӑмах май, ентешӗмӗр ятне партарасшӑн. Республика Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне ҫыру янӑ. Ӑна Топоним комиссийӗнче пӑхса тухмалла. Зодчи ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарти савӑнӑҫлӑ мероприяти иртмелле. Ҫавӑн пекех кӗнеке пичетленмелле. «Петр Егоров. Наш современник» кӑларӑма хатӗрлессипе халӗ Мускаври, Питӗрти, Эстонири, Шупашкарти ӑсчахсем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ваҫкасси ялӗнчи пӗр килте пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 31 ҫулти арҫын амӑшӗн пӳлӗмне кӗнӗ те ӑна виҫӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. 54-ри хӗрарӑмӑн чӗри тӗлӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен лектернӗ. Амӑшӗ ывӑлне тӗксе яма хал ҫитернӗ, ҫамрӑк арҫын пӳлӗмрен тухса утнӑ. Пӑтӑрмах пирки хӗрарӑм упӑшкине пӗлтернӗ, арҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ. Ҫамрӑк арҫын сывӑ мар пулнӑ иккен. Ҫавна май вӑл хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланман, ӑнланаймасть. Арҫынна сипленме психитари пульницине ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() porazvodu.ru сайтри сӑн Ашшӗ эрех-сӑра ӗҫет, хваттерте таса мар, юсав туман, ачасен сезонпа килӗшӳллӗн тӑхӑнма тум ҫук, апат-ҫимӗҫ енчен те начар. Ҫакнашкал ӳкерчӗк курнӑ Шупашкарти Ленин районӗн администрациӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗн специалисчӗсем. Ҫемье шутра тӑрать. Ленин районӗн судӗнчен опека пайне запрос килнӗ: арҫынна ашшӗн правинчен хӑтарассин пӗтӗмлетӗвне ыйтнӑ. Арҫынна ашшӗн тивӗҫне пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа пӗрре мар явап тыттарнӑ. Опека пайӗн специалисчӗсем ку ҫемьене тӑтӑшах ҫӳренӗ, арҫынпа калаҫнӑ. Анчах лару-тӑру улшӑнман, юлашки хутчен пынӑ чухне те хваттерте япӑх ӳкерчӗк пулнӑ. Ачасене социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ. Ашшӗ вӗсене унтан илсе каяс тесе нимӗн те туман. Опека пайӗ ӑна ашшӗн тивӗҫӗнчен хӑтарма пултарасси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Ен» ПТРКна интервью панине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сывлӑх енчен чару пулмасан Олег Николаев кӑшӑлвирусран прививка тутарасшӑн. Журналист ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Олег Николаев тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ. Сӑмахран, пандеми вӑхӑтӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнес хӑйне мӗнле туйни, патшалӑх епле пулӑшнр, ӳлӗмрен тата мӗн тума палӑртни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «ВЕСТИ Интервью» кӑларӑм «РОССИЯ 24 Чебоксары» телекаӗал эфирне паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 21 сехетре тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче черетлӗ ҫитӗнӳ — паян эпир кӑҫал палӑртнӑ плана туса ҫитертӗмӗр, унсӑр пуҫне ку ҫул тунӑ мӑшӑрсен йышӗ 400 пин урлӑ каҫрӗ. 2020 ҫула эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫларӑмӑр. Паян 640 пин урлӑ каҫнӑ май, хӑварах куратӑр — ҫулталӑк тӑршшӗнче 400 пин тума пултартӑмӑр. Миллион чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗ таран ҫитме те нумаях юлмарӗ — пурӗ те 360 пин кӑна. Ҫитес ҫул та ҫакнашкалах тӑрӑшса ӗҫлесен вӑл кӑтарту таран эпир ҫитӗпӗрех! Паллах, плана тултарнӑ тесе эпир ахаль лармӑпӑр — мӑшӑрсене тата та хушса пырӑпӑр. Ку ӗҫре вӗт-ха, мӗн чухлӗ мӑшӑр ытларах, куҫару пахалӑхӗ ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах. Машшин куҫарӑвӗн алгоритмӗсем тем тери вӑйлӑ пулсан та даннӑйсем — чӑвашла тат вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем — пулмасан лайӑх куҫаруҫӑ тума хӗнрех. Ҫавна пула вӑй хуратпӑр та ӗнтӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хальхи вӑхӑтра Зоя Воскресеняская хайланӑ Владимир Ленинӑн амӑшӗ пирки ҫырнӑ калавсемпе тата Жюль Вернӑн «Вунпилӗк ҫулхи капитанӗпе» ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Леонид Жариков ҫырнӑ «Хастар тусӑм ҫинчен» повеҫӗн чӑвашла текстне хатӗрлетпӗр. Пурӗ эпир икӗ ҫул хушшинче 110 ытла кӗнекене сканерласа мӑшӑрласа тухрӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тума пуҫланӑ 7 инфраструктура объектне кӑҫал вӗҫлеймесен те пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Вӗҫлеймен объектсен шутӗнче — икӗ ача пахчи, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ҫурчӗ, Пӑрачкавра хума пуҫланӑ шыв пӑрӑхӗ, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче ҫумӑр шывне тасатма тӑвакан сооружени, Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ пайӗнчен пуҫласа Чантӑр патне каякан шыв пӑрӑхӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри шкул тата ун патне пыракан ҫул. Ӗҫ вӑраха тӑсӑлса кайнин сӑлтавӗ, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, проектпа смета документацине йӗркеллӗ хатӗрлеменни. Хӑш-пӗр объекта туса пӗтерме хушма укҫа кирлӗ, тепӗр ҫӗрте суд урлӑ татса памалли самантсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |