Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехет иртсен пушар тухни пирки, унта аслӑ ӳсӗмри ҫын тата 3 ача ҫунса кайни ҫинчен ҫырнӑччӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар йывӑҫ ҫуртра ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран тухнӑ. Инкек тухиччен пӳртре 51 ҫулти арҫын, унпа пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм, хӗрарӑмӑн икӗ хӗрӗ тата мӑнукӗсем пулнӑ. Арҫын ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Пушарта вилнӗ ачасем 10-ра, 7-ре тата 4 ҫулта пулнӑ.

Следстви комитечӗ «Икӗ тата ытларах ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд экспертизисем ирттерӗҫ, ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчӗҫ.

 

Культура
nbchr.ru тата hypar.ru сайтсенчи сӑнӳкерчӗксенчен Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
nbchr.ru тата hypar.ru сайтсенчи сӑнӳкерчӗксенчен Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче кӑҫалхи икӗ юбиляра халалланӑ куравсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 80 ҫул, Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Сӑмах май каласан, вӗсем иккӗшӗ те паян, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫуралнӑ. «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем...» курава Сементер юбилейне халалланӑ, «Сарпи – хӗвел пики» — Сарпине.

Юрий Сементер — сӑвӑҫ ҫеҫ мар, куҫаруҫӑ та. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатих Карим ячӗллӗ премисене тивӗҫнӗ. Унӑн сӑввисене композиторсем юрра хывнӑ.

Раиса Сарпи Тӗрӗк халӑхӗсен поэзийӗн Нежип Фазыл ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ. Унӑн та пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Вӑл — поэт, прозаик, драматург, тӑлмачӑ. Унӑн сӑввисенчен 200 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Канмалли кунсем пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ раштав уйӑхӗнче мӗнле ӗҫлени пирки каласа памасӑр май ҫук. Иртнӗ ҫула пӗтӗмлетме те вӑхӑт.

2020-мӗш ҫулталӑка эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ. 2019 ҫулта ака уйӑхӗнче ҫеҫ ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр пулин те ҫулталӑк хушшинче ун чухне 200 пин хатӗрлеме май тупнӑччӗ. Паллах, малтан ӗҫе йӗркелесси, чи ӑнӑҫлӑ ҫула шырасси пулчӗ — ҫавна май виҫӗмҫул пухнӑ икҫӗр пин пирӗншӗн вӑл сахал мар. 2020 ҫулта вара пурӗ 410 пин ытла пухма пултартӑмӑр. Иртнӗ ҫулталӑка эпир 652 пин те 732 мӑшӑрпа вӗҫлетпӗр. Чӳк уйӑхӗнчен ку 31 пин те 681 мӑшӑр ытларах. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ 45 пинех мар ӗнтӗ, анчах 31 пин те самаях (пирӗн текстсем те сахалланса пыраҫҫӗ, йывӑррисен йышӗ те ӳссе пырать...).

Кӑҫалхи плансене илес пулсан эпир тем тесен те миллион мӑшӑр таран ҫитерес шухӑшлӑ. Ун чухлӗ пухсан чӑваш чӗлхине пӗр чӑрмавсӑр Google е ытти куҫаруҫӑсене кӗртме май тупӑнӗ. Ку тӗллеве пурнӑҫлама вара пер енчен нумаях та юлман (350 пинрен те сахал), тепӗр енчен пурнӑҫлама та ҫӑмӑл пулмӗ — малалла пирӗн йывӑртарах текстсемпе ӗҫлеме тӳр килӗ. Енчен те халь, калӑпӑр, эпир чӑвашла текста ҫеҫ сканерлатпӑр пулсан, малашне чӑвашлине те вырӑслине электронлӑ варианта куҫарма тивӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫутҫанталӑк

Хӗрлӗ Чутай районӗнче чирлӗ хир сысни тупӑннӑ. Кун пирки Республикӑн патшалӑх ветеринари служби паян пӗлтернӗ.

Хир сыснине «Балхаш» сунар ҫӗрӗ ҫинче асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ «Резон» хупӑ акционер обществин шутланать.

Анализ тума Улатимӗрти ветеринари лабораторине ярса панӑ. Унти специалистсем тискер чӗрчун Африка мурӗпе чирлине палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх ветеринари службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чире сарӑлма парас мар тесе специалистсем халӗ тӗрлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.

 

Персона
stihi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
stihi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Раиса Сарпи поэт 70 ҫул тултарать. Вӑл 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи чӑваш уйрӑмне пӗтернӗ. Ачаранпах сӑвӑсем шӑрҫалама ачаранах пуҫланӑскер пӗчӗккисем валли те, аслисем валли те ҫырать.

Раиса Сарпи — Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тата Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен VIII-мӗш фестивалӗн лауреачӗ. Вӑл — Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ.

 

Республикӑра

Республикӑн стоматологи поликлиникин тӗп врачӗ пулма Николай Урукова шаннӑ.

«Николай Юрьевич стоматологи тытӑмӗн ӗҫне аван пӗлет, вӑл — стоматолог-терапевт», — тесе пӗлтернӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче.

Маларах Николай Уруков Республикӑн халӑх сывлӑхӗн тата медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрӗнче стоматологи уйрӑмӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ.

Уруков 35 ҫулта. Вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче сиплев ӗҫне вӗреннӗ. Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстермелли институтра ӑс пухнӑ хыҫҫӑн 2016 ҫулта стоматолог сертификатне алла илнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗ пӗлтӗрхинчен 1-2 градус сивӗрех пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ синоптиксем.

Кӑргач уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнчи каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Кӑрлач уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче юр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури 0 градуса ҫывхарӗ. Шупашкарта виҫӗ кунта юр хулӑнӑшӗ 5 сантиметртан пуҫласа 10 сантиметр тарӑнӑш пулӗ.

Кайран тепре юр кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тата 19-21-мӗшӗсенче ҫӑвӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 17-26-мӗшӗсенче сывлӑш температури 10-11 градус пулӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче юр хулӑнӑшӗ хальхи 15 сантиметртан 25-30 сантиметра ҫитӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69042
 

Республикӑра
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнче мӗншӗн тӗтӗм тӑрать? Ҫынсем ҫӑра тӗтӗм тӑнине асӑрханӑ.

Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Кӑнар поселокӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫунма пуҫланӑ. Ӑна пӑхса тӑракан организаци ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтереймен. Ҫавна май ҫулӑм сарӑлсах пынӑ.

Раштавӑн 30-мӗшӗнче вырӑнти влаҫ лару-тӑру йӗркеллех пулнине пӗлтернӗ. Ҫӳп-ҫап купине сӳнтерме 6 грузовик, 2 поогрузчик, 2 экскаватор хутшӑннӑ.

Раштавӑн 31-мӗшӗнче унта йывӑр техника ӗҫленӗ. Ҫулӑма сӳнтерес тесе 550 кубла метр тӑпра турттарса килнӗ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсемшӗн хӑрушлӑх ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69038
 

Сывлӑх
report.az сайтри сӑн
report.az сайтри сӑн

2021 ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче кӑшӑлвирус статистики мӗнлерех? Юлашки талӑкра 10 ҫак каварлӑ вируса пула вилнӗ. Ку таранччен пӗтӗмпе 538 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Паянх кун тӗлне республикӑра пурӑнакан 16488 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 14867-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 101 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн ҫӗнӗ партийӗ килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрмар районӗнчи пӗр ҫемьешӗн Ҫӗнӗ ҫул инкекпе вӗҫленнӗ. Паян ирхине 5 сехет те 51 минутра пушарнӑйсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Урнар ялӗнчи Октябрь урамӗнчи ҫурт ҫунма пуҫланӑ иккен.

Шел те, пушарта ҫынсем вилнӗ, вӗсен йышӗнче – виҫӗ ача. Вӗсем 2010, 2013 тата 2016 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Пушар тухнӑ самантра пӳртре кил хуҫи, 1969 ҫулта ҫуралнӑскер, унӑн пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӗ тата унӑн 2 хӗрӗ, пӗр хӗрӗн ачисем пулнӑ. Пушарта 51 ҫулти арҫын ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.

Пушара 10 сехетре сӳнтерсе пӗтернӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ӗҫе пӑхса тухаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1259, 1260, 1261, 1262, 1263, 1264, 1265, 1266, 1267, 1268, [1269], 1270, 1271, 1272, 1273, 1274, 1275, 1276, 1277, 1278, 1279, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...