Республикӑра
![]() Эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем кӑҫал 247 кун ӗҫлесе 118 кун канӗҫ. Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кантарӗҫ, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи вырсарникуншӑн — раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн — нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи тунтикун. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, шӑматкун, 22-мӗшӗшӗн ӗҫлеттерӗҫ. Унтан нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче канӑпӑр. Пуш уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче ӗҫлемӗпӗр. Ҫу уйӑхӗнче 1-3-мӗшӗсенче тата 8-10-мӗшӗсенче канӑпӑр. Раҫҫей кунӗ шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тепӗр кун ӗҫлеттермӗҫ. Унсӑр пуҫне Республика кунӗ те — канмалли кун. Чӳк уйӑхӗнче 4-7-мӗшӗсенче канӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Ҫулӑм паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Инкек пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хыпара РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пресс-службинче те ҫирӗплетнӗ. «Хваттер ҫунма пуҫлани пирки 11 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Пушара сӳнтерме икӗ автоцистернӑпа тата пусмапа усӑ курнӑ. 12 сехет те 4 минутра сӳнтернӗ», — тесе хыпарланӑ унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри нимеҫӗсен «Действуй» центрӗ «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» проектпа килӗшӳллӗн «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акцие иккӗмӗш ҫул ирттерет. Сӑмах май, акцие 2018 ҫулта РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарса янӑ. Шупашкарти интернат шкулта вӗренекен Максим Быков ноутбук пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫакна вӑл «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» проектӑн сайтӗнче ҫырнӑ. ЧР вице-премьерӗ Михаил Ноздряков арҫын ачан ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл Максима Ҫӗнӗ ҫул умӗн ноутбук парнеленӗ. Сӑмах май, Михаил Ноздряков акцие пӗлтӗр те хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл 8-ти Илья Голубовскин ӗмӗтне пурнӑҫланӑ – ӑна тата унӑн йӗкӗреш хӑраххине пралуксӑр колонка тата «Лего» парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пушарта ултӑ ҫын ҫунса вилнӗ хыҫҫӑн районта рейд иртӗ, 18 ҫул тултарман ачасемпе ӗҫлекен комисси тӗрӗслесе тӑракан ҫемьесене ҫитсе курӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ инкеклӗ лару-тӑру комиссийӗн ларӑвӗнче. Аса илтерер: пушар кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехет иртсен пулнӑ. Унта аслӑ ӳсӗмри 3 ҫын тата 3 ача ҫунса вилнӗ. Виҫӗ ача тата вӗсен амӑшӗ ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире шутра тӑнӑ. Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче комисси ҫав ҫемьене ҫитсе тӗрӗсленӗ. Амӑшне ачисене Вӑрмар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра вӑхӑтлӑх вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӗрарӑм вара хирӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Атӑл леш енчи кану базинче пушар алхаснӑ. Юрать-ха, инкекре ҫынсем шар курман, ҫав вӑхӑтра унта канакансем пулман. Пушар Октябрьски поселокӗнчи кану базинче кӑнтӑрла иртни 2 сехетсенче пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ пӳртсене куҫма паман, пушара сӳнтернӗ. Аса илтерер: Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехет иртсен, Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пушар тухнӑ. Унта, шел те, 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра – 3 ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() nts-tv.com сайтри сӑн Паян валли кӑшӑлвирусран тепӗр 10 ҫын пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Аса илтерер: 2021 ҫулӑн пӗрремӗш кунхине 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ӗнер – 11 ҫыннӑн. Кӑҫал 3 кунра 31 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен вара каварлӑ вирусран сахал мар ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ: 559 ҫын чире парӑнтарайман. Паянхи кун тӗлне 16703 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15052-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 92 ҫын чире парӑнтарнӑ. Чирлекенсем вара нумайрах пулнӑ: 105 ҫын. Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кивӗ ҫулӑн юлашки ӗҫ кунӗнче, раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, республикӑн Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумӗ пулма Татьяна Щербаткинӑна ҫирӗплетнӗ. Республикӑн Финанс министерствин структуринче ҫӗнӗ ҫынна ҫак самантра кӑтартманччӗ. Унта финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумне Ольга Метелевӑна тата тепӗр виҫӗ ҫума: Галина Павловӑна, Павел Иванова, Игорь Смирнова — палӑртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ Фарида Муратова ертсе пыракан экспертра тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
(«Тарӑн чӑваш. Тарӑн мар чӑваш» кӗнекерен) «Шухӑш ҫукки кисретет», – терӗ Н.Е. Лукианов. (Эпир унпа телефонпа хальхи чӑваш пурнӑҫӗн пӗтӗмӗшле ӗлки, туртӑмӗ пирки калаҫаттӑмӑр, 2020 ҫул). «Вӑхӑт ҫитӗ, – тенӗ Ҫеҫпӗл («Чӑваш сӑмахӗ», 1920). – Атӑл хӗрри тӑрӑх тӗнче кӗсле сассипе янраса тӑрӗ – ҫакӑ чӑваш юрри пулӗ. Чӑваш чӗлхи кӑвар пулӗ, хӗрнӗ хурҫӑ пулӗ!» Пуш параппан пӑнтӑртатӑвӗ тесе хакланӑ пулӑттӑм эп официллӑ чӑваш культурин юлашки вун ҫуллӑхне. Урӑхла культура та пур паллах чӑвашӑн. Анчах та ӑна эпир пӗлсе пӗтерейместпӗр, мӗншӗн тесен ӑна хуплаҫҫӗ, сас памаҫҫӗ, ҫын ҫине кӑлармаҫҫӗ, ҫул памаҫҫӗ… Юрий Сан самахӗсем аса килеҫҫӗ: «Эп юлташсемпе калаҫса тӑраттӑм. Пирӗн пата хӗрӗнкӗ Толя Смолин таҫтан пырса тӑчӗ те мана калать: «Эх, изгойсем санпа эпир, Юра». – Кай-ха кунтан, эп нимле изгой та мар, – терӗм ӑна». Н.М. Кирилловӑн та Юрий Санӑн пекех оптимизм. «Веҫех йӗркеллӗ, эп ӗҫлетӗп, кӗнекесем кӑларатӑп», – тет Надежда Мефодьевна интервьюсенче. Кӗнеке презентацийӗнче вара артистсем, театр ӗҫченӗсем ҫукчӗ, ҫукпа пӗрехчӗ… «Хӗвелӗн кӑварлӑ хӗлхемӗ / Ҫӗре чечекленӗ чухне / Кам курнӑ ҫанталӑк илемӗ / Пӑрпа пӑрланса шӑннине? |
Сывлӑх
![]() radio316.org сайтри сӑн Ӗнер – 10 ҫын, паян 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑшӑлвирус статистики кӑҫал ҫавнашкал. Ҫулталӑк пуҫланнӑ кӑна – 21 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 549 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 16598 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 14960-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 110 ҫын чирленӗ. Сывалакансем сахалрах пулнӑ – 93 ҫын. Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвиурс диагноз ҫирӗпленнӗ 1089 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем килте амбулатори мелӗпе е стационарта сипленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() o-krohe.ru сайри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра чи пӗрремӗш ҫуралнӑ ачасем – арҫын ачасем. Пӗри ирхи 4 сехет те 2 минутра, тепри 7 сехет те 55 минутра ҫут тӗнчене килнӗ. Иккӗшӗ те – ҫемьери пӗрремӗш ачасем. Вӗсем Хулари 1-мӗш клиника пульницин пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ. 2020 ҫулта юлашкинчен ҫуралнӑ ача та ҫак пепкелӗх центрӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑл та арҫын ача. Пепке раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 20 сехетре ҫуралнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, амӑшӗсем те, ачисем те хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |