Персона
![]() Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Питӗр хулинче Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров зодчи скверӗ пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Питӗрти Топоним комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑвашра ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте ӗҫлесе ят-сум илнӗ Петр Егоров ятне хулари пӗр-пӗр вырӑна парас ыйтӑва тишкернӗ. Ҫапла тума ыйтса Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗ сӗннипе ҫыру янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Питӗрти 6-мӗш Совет урамӗнчи ятсӑр бульвара Петр Егоров зодчи ячӗллӗ сквер туса хума килӗшнӗ. Топоним комиссийӗ ырланӑ хыҫҫӑн ыйтӑва Питӗр хулин Тӗп районӗн администрацийӗнче ырлани кирлӗ. Аса илтерер: Петр Егоров ҫуралнӑранпа кӑҫал 290 ҫул ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ирӗк Килтеш. Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Паян, 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш радио (ЧГТРК) кӑнтӑр хыҫҫӑн тӳрӗ эфирта «Ялти рок-н-ролл» кӑларӑм пулчӗ. «Вӑхӑт ҫитре» кӑларӑмра Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте пурӑнакан рок-музыкант тата художник Ирӗк Килтеш (Валерий Краснов) ханӑра пулчӗ. Вӑл гитара каласа виҫӗ юрӑ юрларӗ. Пӗр юрри «Ҫӑкӑр — ылтӑн пек» ятлӑ. Хӑйӗн пултарулӑхӗ, тата килти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗнчи ӗҫ хатӗрӗсен музейӗ ҫинчен каласа пачӗ. «Ялти рок-н-ролл» питӗ хӗрӳ, ҫав вӑхӑтрах хавхалануллӑ янрарӗ. Передачӑна Ольга Туркай редакторпа Маргарита Кабетова диктор ӑста та тараватлӑ ертсе пычӗҫ. |
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӗҫех хӗллен юлашки уйӑхӗ пуҫланать. Шартлама сивӗсем те пулчӗҫ, ҫумӑр та ҫурӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерчӗ. Нарӑс мӗнлерех килӗ? Уйӑх ҫил-тӑманран пуҫланӗ. Нарӑсӑн 1-2-мӗшӗсенче ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла – вӗҫтерсе лартать. Унтан сивӗ килет. Хӗвел тухӗ, сивӗтӗ. 30 градусах пулмасть ахӑртнех, ҫапах термометр 25 градус кӑтартӗ. Уйӑх варринче каллех юр ҫӑвӗ, нарӑсӑн 19-20-мӗшӗсенче ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫанталӑк сивӗрех тӑрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, нарӑс уйӑхӗн нормӑран 1-2 градус ӑшӑрах килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакансене ҫул-йӗр тата нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр картишне тасатса тӑрасси тата транспорт епле ӗҫлени пӑшӑрхантарать. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл регион управленийӗн центрӗнче пулнӑ. Асӑннӑ центр ҫынсен пӑшӑрханӑвне вӑхӑтра шута илессипе ӗҫлет. Асӑннӑ центра ҫӗршыв Президенчӗ хушнипе кашни регионтах пӗлтӗр йӗркелерӗҫ. «Хӗрӳ» темӑсене тӗрӗслесех, лару-тӑрӑва пӗлсе тӑратпӑр. Сӑмахран, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче центра пынӑ ҫырусенчен 50 ытла проценчӗ — Шупашкартан. Кунта халӑх йышлӑран ҫавӑн сӑлтавне ӑнланма пулать. Чи ҫивӗч ыйтусен шутӗнче — урамсемпе картишсенчи юра вӑхӑтра тасатасси, халӑха турттаракан тарнсрт епле ӗҫлени», — тесе пӗлтернӗ Алексей Ладыков Фейсбукра. Ыйтӑва хуравлама вӑтамран 3 сехет те 39 минут иртет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртсе кайнӑ пӗр талӑкра пирӗн республикӑри тӗрлӗ районти виҫӗ килте пушар тухнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вут-кӑвара пула вун ултӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, иккӗн пиҫсе кайнӑ, ултӑ ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Канашри Ильич урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра «хӗрлӗ автан» алхасма тытӑннӑ. Инкек сӑлтавӗ — ҫутӑ пӑралукӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вут-ҫулӑма сӳнтернӗ вӑхӑтра кӳршӗри хваттерсенче пурӑнакансене, пурӗ 12 ҫынна, эвакуацилеме тивнӗ. Пушара 10 минутра сӳнтернӗ. Ӗнерех Куславкка районӗнчи Аманик ялӗнче йывӑҫ ҫурт тата хуралтӑсем ҫунса кайнӑ. Пушар 16 сехетре тухнӑ. 17 сехет те 40 минутра Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкассинче сарай тата унта упранакан утӑ, пӗр тоннӑна яхӑн ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн Mercedes-Benz седанӗпе чутах нумай хутлӑ парковкӑран тухса вӗҫмен. Ҫурҫӗрте, Мускав ҫывӑхӗнчи Долгопрудный хулара Mercedes-Benz седан нумай хутлӑ парковкӑн тӑваттӑмӗш хутри стенана шӑтарса кӑларнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлтерсе Daily Storm Telegram-канал видео вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, нимӗҫ иномаркин рулӗ умӗнче вӑл вӑхӑтра хӗрарӑм ларнӑ, вӑл машинӑна чарӑнура вырнаҫтарнӑ май хӑвӑртлӑха ытлашши ӳстернӗ. «Тем тесен те ку вӑл ҫулталӑкри чи вӑйлӑ парковка», — ҫапларах комментари ҫырса вырнаҫтарнӑ видеохыпар авторӗ. Тепӗр енчен, Baza Telegram-канал уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ирхине, Ракета тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ парковкӑра пулса иртнӗ. Вӗсем тунӑ видео ҫинче те (ӑна вӗсем шалта ӳкернӗ) пӑтӑрмах мӗн патне илсе ҫитернине лайӑх курма пулать. Роликсене сӑнас пулсан машина кузовне пысӑк сиен лекмен. Машина хуҫи хӑй те шар курман. Тепӗр тесен, хӗрарӑм чарӑнма ӗлкӗреймен пулсан, седан ним мар аяла персе анма пултарнӑ. Хальхи вӑхӑт тӗлне Mercedes-Benz-а стена шӑтӑкӗнчен туртса кӑларнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҪҪПХИ официаллӑ комментари пама ӗлкӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Атӑл леш енче, Сосновкӑра, нумай функциллӗ культурӑпа кану центрне тӑвасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗ унӑн проектированийӗ тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Проектировщике 6,1 миллион тенкӗ пама хатӗр. Культура учрежденине Майя Костина ячӗллӗ шкул ҫумӗнче тума палӑртнӑ. Тӗслӗх вырӑнне Ставрополь крайӗнчи Изобильный хулинчи культура аталанӑвӗн центрӗн проектне илӗҫ. Проект тата ӗҫ документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлӗҫ. Аукциона хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукцион нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Ҫулҫӳревҫӗсен юхӑмӗ» пӗрлешӳ Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗл пулу ирттерӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ. Пухӑвӑн теми — «Ҫӗнӗ ҫула эпӗ ӑҫта кӗтсе илни». Ҫамрӑк та хастар Денис Башмаков нумаях пулмасть Турцирен таврӑннӑ. Вӑл унта Ҫӗнӗ ҫула епле кӗтсе илни, асӑннӑ ҫӗршывӑн культурипе йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартӗ. Денис Осипов, Ольга Михайлова Кӑнтӑр Урал тӑрӑхӗнчи «Таганай» наци паркӗнче пулнӑ. Виктор Чугаров режиссер кӑсӑклӑ видеофильм кӑтартӗ. Чӑваш Енри велосипед юхӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Платонов Индирен салам ҫитерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Наци ӳнерӗн мероприятийӗ тӑватӑ сумлӑ спектакльтен тӑрӗ. Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Григорий Хирбюн «Нарспи» оперипе уҫӑлӗ. Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперине лартӗҫ, 6-мӗшӗнче — Андрей Галкинӑн «Хуркайӑк ҫулӗ» балетне. Сӑмах май каласан, вӑл балета Чӑваш Енӗн искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Енри композиторсен союзӗсен пайташӗ Андрей Галкин ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() sensaciy.net сайтри сӑн Паян каллех кӑшӑлвирусран ҫынсем вилнине палӑртнӑ. Хальхинче – 12 ҫын. Вируса пула вилнин кӑтартӑвӗ ҫаплипех пысӑк-ха. Ку таранччен республикӑра 819 ҫын ҫак вируса ҫаклатса вилнӗ. Ку таранччен 19009 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17105-шӗ сывалнӑ. Эппин, чирленисен 90 проценчӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 93 ҫын сывалнӑ. Пӗр талӑкра 95 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |