Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки кунсенче Чӑваш Енре ҫил вӑйланнӑ, ҫил-тӑман вӗҫтерет. Паян циклон ҫурҫӗр еннелле кайнӑ, ҫапах каҫчен ҫил лӑпланмӗ-ха. Ыран тата юнкун республикӑра ҫил пулмӗ. Ыран каллех юр ҫӑвӗ. Юнкун кӑштах сивӗтӗ. Кӗҫнерникун каллех 0 градус кӑтартӗ, йӗпе юр ҫӑвӗ. Эрнекун каллех ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, 10 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсенче каллех шартлама сивӗ килӗ. Хальхинче 20-25 градус пулӗ. Кун пек ҫанталӑк нарӑс варричен тӑма пултарӗ. Ҫитес эрне варринче сывлӑш темрератури 30 градус таран сивӗнме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yamalpro.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм укҫа ӗҫлесе илес тенӗ те… укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Тивӗҫлӗ канурискер ултавҫӑсене 2,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 72 ҫулти хӗрарӑм хушма тупӑш тума сӗнекен реклама курнӑ. Унта хутшӑнас тесен акци илмелле-мӗн. Ватӑ хӗрарӑм вара унччен унашкаллисене хутшӑнса тупӑш тукаланӑ имӗш. Хайхискер рекламӑра кӑтартнӑ каҫӑпа кайнӑ, харпӑр кабинет уҫнӑ, даннайсене кӑтартнӑ. Кайран унпа палламан ҫынсем ҫыхӑннӑ. Хӗрарӑм акци туянас тесе 50 пин тенкӗ куҫарнӑ. Харпӑр кабинетпа урӑх ҫынсем те усӑ курнине асӑрханӑ. Ара, унӑн ячӗпе 228 пин тенкӗ кредит илнӗ. Вӑл «консультантсемпе» ҫыхӑннӑ, лешсем пулӑшма шантарса каллех укҫа ыйтнӑ. Хӗрарӑм еткерлӗхе юлнӑ хваттерне сутнӑ 2,5 миллион тенке куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ача пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентнине пӗлтерекен хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарта улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ «Культурное наследие Чувашии заботливо и бережно храним» (чӑв. Чӑваш Ен культура эткерлӗхне тӑрӑшса тата перекетлӗн упратпӑр) муниципалитет проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри паллӑ ҫынсене, хулапа тӑван тӑрӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене, тӗл пулусене чӗнеҫҫӗ. Ачасене музейсене илсе каяҫҫӗ, пӗчӗкскерсем валли Чӑваш чӗлхи кунӗсем, фестивальсем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ. Хулари ача пахчисенче тӗрлӗ чӗлхене, ҫав шутра чӑвашла та, вӗрентекен лингвистика пӳлӗмӗсем ӗҫленине ӗнентереҫҫӗ. Шупашкарти 15 ача пахчи «Родной язык — язык матери» (чӑв. Тӑван челхе — анне чӗлхи) республика проекчӗ пурнӑҫланать-мӗн. «Онлайн ача пахчи» проектпа килӗшӳллӗн педагогсем ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ валли чӑваш чӗлхине вӗренмелли видеоуроксем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() life.ru сайтри сӑн Паян кашӑлвируспа чирлисен йышӗ татах чакнӑ. Юлашки талӑкра 86 ҫын инфекциленнӗ. Ӗнер 90 ҫын чирленине палӑртнӑччӗ. 84 ҫын сывалнӑ. Шел те, вилекенсем каллех нумаййӑн пулнӑ. Вируса пула тепӗр 12 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 19553 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 17622-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем самай – пандеми пуҫланнӑранпа пӗтӗмпе 888 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен кӑшӑлвирусран вилес енӗпе Аталҫи федераци округӗнче чи пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() 2021 ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхи лаборатоийӗ уйӑхри ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвне пӗлтерме хатӗр: ку уйӑхра пирӗн хастарсем пурӗ 27 979 мӑшӑр тума ӗлкӗрнӗ. Калӑпӑшӗпе ку нумаях мар ӗнтӗ, анчах кун валли сӑлтавсем те пур: мӑшӑрлама текстсем сахалччӗ. Тӗслӗхрен, ку уйӑхра эпир ӗҫленӗ кӗнекесенчен пӗри — Михаил Алексеевӑн «Большевиксем» роман. Ӑна 1936 ҫултах кӑларнӑ, ҫавна май кӗнекене хальхи орфографине куҫарма тиврӗ. Унашкал кӗнекесене саспаллатнӑ (сканерласа распозновани тунӑ) хыҫҫӑн тата йӑнӑшсем нумай юлаҫҫӗ. Анчах мӗн тӑвӑн, вӑл кӗнекесемпе те ӗҫлемелле. Хальхи вӑхӑтра эпир хамӑрӑн куҫаруҫӑн модельне ҫӗнетессипе ӗҫлетпӗр. Вӑл 675 пин мӑшӑр ҫинче никӗсленӗ (Яндекс.Тӑлмача 500 пин панӑ хыҫҫӑн вӑл халь епле аван куҫарнине эсир те асархарӑр пулӗ), ҫавна май пахалӑхӗ пысӑк пуласса шанса тӑратпӑр. Унсӑрӑн пуҫне малалли ӗҫлемелли кӗнекесен йышне те палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Вӗсен хушшинче: Василий Ажаевӑн «Мускавран инҫетре» романӗ, Иван Козловӑн «Крымра вӑрттӑн ӗҫлени» хайлавӗ, Митчель Чарнлейӗн «Райтсем» мемуар евӗр ҫырнӑ повеҫӗ (пӗрремӗш самолет ӑсталанӑ пӗртӑван Райтсем ҫинчен /чӑвашла ӑна 1936 ҫулта кӑларнӑ/), тата ыттисем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 60 ҫул тултарнӑ. Пулас артист 1961 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйӗн пурнӑҫне чӑваш театрӗпе ҫыхӑнтарнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Николай Сергеевӑн юбилей каҫне ирттерӗҫ. Уяв 18 сехетре пуҫланӗ. Юбилей каҫӗн программинче – тӑванӗсен, ӗҫтешӗсен, ентешӗсен саламӗсем. А. Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юратӑва ҫул парӑр» спектакль пӑхса та савӑнма май килӗ. Унта юбиляр Граф сӑнарне вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн кредиторӗсем черетлӗ пухӑва пуҫтарӑнӗҫ. Унта вӗсем предприяти епле майпа панкрута (ку вӑл 2018 ҫулта пулса иртнӗччӗ) тухнине тишкересшӗн. Ҫак ыйтӑва кун йӗркине кӗртме конкурс кредиторӗсенчен пӗри сӗннӗ. Вӑл — финанспа экономика экспертизишӗн. Экспертиза предприятие панкрута юри кӑларнипе кӑларманнине, ҫавӑнта республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви тата предприятин ертӳҫисен тӳпе еплерех пулнине палӑртма пулӑшӗ. Пухӑва пуҫтарӑннӑ кредиторсем экспертиза тӑвассине, ирттерес пулсан мӗнле укҫапа йӗркелессине татса парӗҫ. Экспертиза ирттерме сӗнекен кредитор тӗрӗслесе тӑракан органсене те явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() grandnews.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗнче республикӑра 348 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен 11-шӗ юлашки талӑкра вилнӗ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре инфекциленнисен йышӗ 19467 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 17538-шӗ сывалнӑ. Юлашки кунсенче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ сахалланса пырать. Паянхи ку тӗлне тепӗр 88 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 72-ӗн пулнӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен кӑшӑлвирусран вилекенсен тӗлӗшпе малта пыракан регионсен йышне кӗнӗ. Инфекциленнисен 4,5 проценчӗ чире парӑтарайман. 90 проценчӗ вара сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Правительствин председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ЧР культура министрӗн ҫумне Елена Черновӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушу кӑларнӑ. Елена Чернова ку должноҫре 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл Муркаш районӗнче вӑй хунӑ, район администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Палӑртмалла: халӗ культура министрӗн Светлана Каликовӑн икӗ ҫум юлнӑ. Вӗсенчен пӗри йӗркелӳ ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ те шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри паллӑ чӗлхеҫӗ, чӑваш диалектологине тӗпчес ӗҫӗн пысӑк ӑсти, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ тата ЧР ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Сергеев (03.06.1929-29.01.2021) ӗнер вилсе кайнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паян пӗлтернӗ. Ӑсчахпа тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9В ҫуртри хула моргӗнче сывпуллашӗҫ. Ӑсчаха Явӑш масарӗнче пытарма палӑртнӑ. Ӑсчах 1984 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ — университет) ӗҫленӗ. Вӑл гуманииари институтӗнче те вӑй хунӑ: 1964-1972 ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗ секторӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗнче, пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |