Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш палиндромийӗн пионерӗн кӗнеки пичетленсе тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.06.2022 18:58 | 1149 хут пӑхнӑ
Культура
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

«Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче тӗлӗнмелле кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Вӑл — «Урӑх ӑру / Другое поколение / A different generation» ятлӑ кӗнеке. Кӗнеке авторӗ — чӑваш палиндромийӗн пионерӗ Марина Карягина.

«Марина Карягина хӑйӗн поэтла сисӗмӗпе тата ирӗклӗ кӑмӑлӗпе чӑвашпа вырӑс сӑмахне чи тарӑн, атомла шайӗнче пӑхӑнтарать. Вӑл вырӑсла вӑхӑтран малта пыракан палиндроми шедеврӗсем хайлать, чӑвашла вара палиндроми поэзийӗн вӗр ҫӗнӗ тӗнчине уҫать. Вӑл ҫырма пуҫличчен чӑваш литературинче палиндромин илемлӗ тӗслӗхӗсем пулман», — хакланӑ чӑваш поэчӗн пултарулӑхне вырӑс тата ют ҫӗршыв авангарчӗн тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, культурологи докторӗ, Германири Галле университечӗн преподавателӗ Сергей Бирюков.

Кӗнекере сӑвӑсене виҫӗ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла — пичетленӗ.

#кӗнекесем, #чӑвашлӑх, #поэтсем, #поэзи, #Германи, #тӗпчевҫӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3801.10.0551
2022.06.15 21:30
Agabazar
Эх, мăнтарăн чăваш!

Яланах темĕнле «пионерсем» шыраса тупма мекĕсленетĕн!!!!

Нивушлĕ «пионерсемсĕр» пурăнма ниепеле те май çук????

Акă, «Хыпар» никĕслевçине Н. В. Никольские пĕрремĕш чăваш профкссорĕ е чăвашран тухнă пĕрремĕш профессор темешкĕн хыпаланчĕç.

Чăннипе вара Никольскийрен 100 çул малаллах чăвашран тухнă профессор (философи профессорĕ) пулнă. Вăл — В. П. Вишневский.

Хальхинче те çакнашкал мыскара сиксе тухма пултарать.

Ну, палиндром пултăр, вара — мĕн?

Пур-тăк — аван, анчах мĕншĕн «пионер» темелле-ха?
Agabazar // 3801.10.0551
2022.06.15 21:43
Agabazar
Палиндром тĕслĕхĕсем пулнă-и, пулман-и хальччен — пĕлместĕп.

Анчах та сăмахпа апла-капла «выляма» хăтланнисем пулнах ĕнтĕ.

Ĕненмесен «Капкăн» журналăн унăн юлашки çулĕсенчи номерĕсене тупса вуласа тухăр. Е — маларахрисене те.

«Пионер сасси» хаçатра мĕн кăна пулман-ши тата!

Çав хаçатра пĕр поэма пек вăрăм сăвă тупса вуланăччĕ. Авторне те, сăвă ятне те маннă. Вăл пĕтĕмпех каламбурсенчен тăратчĕ. Çавнашкал сăмах вылявĕ. Хăшпĕр йĕркисене паянчченех астуса юлнă. Акă унăн пĕремĕш йĕркисем:

Çырана сĕве, сĕве


Майĕпен юхать Сĕве...



Ан тив, ку палиндром мар пултăр. Анчах çавă нихçан та пулман тесе кам çирĕплетме хăйтăр????

Тата астуса юлнисем:

"Апчăххи те апчăххи!" —


Персе çитрĕ шыв чăххи:


"Эпĕ çитрĕм, ыр сунас,


Шел, çаклатрăм-ха сунас..."



Тăршшĕпех çакăн пек!....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем