Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкар хулинче тата тепӗр скульптура вырнаҫтарнӑ. «МедвЕжонок» кӳлепе — Скворцов лапамӗнче. Чуччу ҫинче Юрий Норштейнӑн совет саманинчи мультфильмӗнчи сӑнарсем — чӗрӗп тата упа ҫури.

Композицие хатӗрлеме Мари Элти «Неолитпласт» компани сӗннӗ. Асӑннӑ компани маларах Шупашкара Пӗчӗк принц парнеленӗ, ӑна Арбатра вырнаҫтарнӑ.

Ҫӗнӗ проект авторӗсен шухӑшӗпе, Скворцов лапамӗнчи скульптура ҫын ҫул ҫӳреме, тӗнче курса ҫӳреме ӑнтӑлнине, ҫапах та вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнма кӑмӑл тунине палӑртмалла. Пӗчӗк принцӑн та, хальхи арт-объектӑн та скульпторӗ – пӗр ҫынах, вӑл — Дмитрий Соколов.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫак кунсенчи ҫанталӑк кӗр енне сулӑннине аса илтерет. Апла пулин те синоптиксем Чӑваш Ене каллех шӑрӑх ҫанталӑк килессине систереҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пирӗн тӑрӑхра сывлӑш температури уҫӑрах тӑрӗ-ха. Кӑнтӑрла 21-26 градус ӑшӑ пулӗ. Ытларикун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, вӑйлӑ ҫил тухӗ. Юнкун ҫумӑр ҫумӗ, анчах пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ.

Кӗҫнерникун каллех ӑшӑ фрончӗ килӗ. Вӑл кун уяртса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ, ҫумӑр ҫуса иртӗ. Ҫумӑр эрнекун та ҫума пултарӗ, сывлӑш температури 23-28 градуспа танлашӗ. Канмалли кунсенче ҫанталӑк 30 градус таран ӑшӑтӗ.

Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче пирӗн патра 35 градус таран шӑрӑх пулӗ. Анчах вӑл 1-2 кунран ытла тӑмӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 30 минутра, Куславкка районӗнчи Эплес ялӗнче 56 ҫулти арҫын сваркӑна пула вилнӗ.

Ҫав ҫын уйрӑм усламҫӑн пӗлӗшӗ пулнӑ. Вӑйпитти арҫын усламҫӑн комбайнӗн урапине юсама килӗшнӗ. Урапан шини ҫурӑлса кайнӑ та арҫын вилмеллех аманнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче ҫав тӗлтен инҫех мар вырӑнта пулнӑ 51 ҫулти арҫын вара аманнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевпе оперативлӑ ушкӑнӗ тухса кайнӑ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.

 

Раҫҫейре
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен арҫынни, 46 ҫултаскер, Мускавран Шупашкара ҫӳрекен пуйӑсра хӑйне килпетсӗр тытнӑ. Кун пирки Владимир хулинчи «Вариант» телеканал пӗлтерет.

Владимир облаҫӗнче пулнӑ ку. Чӑваш Ен арҫынни хӑйне йӗркесӗр тытни пирки полицие пӗлтернӗ. Станцие йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.

Акӑ мӗн палӑрнӑ: арҫын эрех ӗҫнӗ, туалетра пирус туртнӑ, ытти ҫынна канма кансӗрленӗ. Вӑл, ҫитменнине, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешнӗ. Пуйӑс пуҫлӑхӗ ӑна вакунран кӑларса яма йышӑннӑ.

Арҫын тӗлӗшпе темиҫе протокол ҫырнӑ. Ӑна 500-1500 тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73307
 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтри сӑн
forum.zarulem.ws сайтри сӑн

Паян нумаях пулмасть Кӳкеҫпе Ҫӗнӗ Шупашкар хули хушшинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ҫын вилнӗ.

Сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, ҫӑмӑл машина питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Вӑл тимӗр-тӑмӑр купине аса илтерет. Хальлӗхе мӗнле маркӑллӑ машина пулнине пӗтермен. Салонра водительсӑр пуҫне ҫынсем пулнӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе хыпар ҫук.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Куславкка районӗнчи Муркар ялӗнче пурӑнакан педагог Ольга Ивановна Миронова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех вӗрентекенре ӗҫленӗ.

Ольга Ивановна Муркар ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл иккӗмӗшӗ пулнӑ. 8 класс пӗтерсен Ольга Чӗмпӗрти педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ шкулта ачасене вӗрентнӗ.

Пулас упӑшкипе Тӗрлемес шкулӗнче паллашнӑ. Арҫын вожатӑй пулнӑ. Геннадий Мироновпа вӗсем виҫӗ ача ҫуратнӑ.

Ольга Ивановна вӗрентнӗ ачасен йышӗнче ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗсем пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73312
 

Хулара
Алексей Смирнов архивӗнчи сӑн
Алексей Смирнов архивӗнчи сӑн

Шӑматкун ҫӗрле Шупашкарти Асламас урамӗнче пурӑнкан 55 ҫулти арҫын васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн юн пусӑмӗ хӑпарса кайнӑ, сывлама йывӑр пулнӑ.

Тухтӑрсем 12 минутран ҫитнӗ, пулӑшу пама тытӑннӑ. Пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Тухтӑрсем реанимаци тума пуҫланӑ, анестезиолога, реанимобиль чӗннӗ. Вӗсем 7 минутран ҫитнӗ. Тухтӑрсем ҫур сехет пациентшӑн сывланӑ темелле – чӗрине массаж тунӑ, дефибрилляторпа усӑ курнӑ. Чӗри чӑнах та ҫӗнӗрен тапма тытӑннӑ.

Пациента пульницӑна илсе кайма тӑнӑ та… лифтра хӗсӗнсе ларнӑ. 20 минут кӗтнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн сывлӑхӗ начарланман, хӑй тӗллӗнех сывланӑ. Пульницӑра тухтӑрсен ыйтӑвӗсене те хуравланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Канаш тӑрӑхӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 16 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Ведомство следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.

Каччӑ тусӗсемпе пӗрле Канашри Симӗс урам ҫывӑхӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Вӑл шыва кӗрсен чыхӑнса кайнӑ та путнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: каччӑ ишме пӗлмен, юнашар аслисем пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
topdaynews.ru сӑнӳкерчӗкӗ
topdaynews.ru сӑнӳкерчӗкӗ

28 ҫулти Мускав каччи Улатӑрти мӑнастирсенчен пӗрне ӗҫлеме тесе килнӗ. Ҫула пӗччен тухман, Самар хулинчи тусӗпе. Юлташӗ Мускав арҫыннинчен вӑхӑтлӑха телефон ыйтса илнӗ, инвестици хывса укҫа ӗҫлесе илес кӑмӑллине пӗлтернӗ, Мускаври ҫамрӑк арҫыннӑн сӑнӳкерчӗкне те ыйтнӑ. Кайран Самар этемми «симкӑсене» ылмаштарма сӗннӗ. Кӑштахран хайхискер мӑнастиртен тухса кайнӑ.

Ырӑ маррине сиснӗ Мускав арҫынни полицие кайнӑ. Унччен вӑл хӑйӗн банк карттисемпе усӑ курмалла мар туса хунӑ-ха.

Самар арҫыннине йӗрке хуралҫисем Улатӑрти хӑна ҫурчӗсенчен пӗринче тытса чарнӑ. Вӑл 9 пин тенкӗлӗх 2 кредит илме, тусӗн банк картти ҫинчен 2 пин тенкӗ илсе ӗлкӗрнӗ.

Вӑрӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Улатӑрти пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Улатӑрти пушарта 6 ҫулти арҫын ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ, унӑн 13 ҫулти аппӑшӗ реанимацие лекнӗ.

Вут-ҫулӑм шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхаснӑ. Пушар уйрӑм ҫын ҫуртӗнче 23 сехет те 20 минут тӗлӗнче тухнӑ. Пӗр хутлӑ кирпӗч пӳртре ачасем ҫеҫ пулнӑ. Арҫын ача ҫӑлавҫӑсем килсе ҫитичченех вилсе кайнӑ, хытах пиҫсе кайнӑ унӑн аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ.

Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1241, 1242, 1243, 1244, 1245, 1246, 1247, 1248, 1249, 1250, [1251], 1252, 1253, 1254, 1255, 1256, 1257, 1258, 1259, 1260, 1261, ... 4030
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере карьера пирк шутлама тивӗ. Эсир професси ыйтӑвӗсем уҫӑмаланнине туятӑр, ку сире тӗллевсене пӑхса тухма май парӗ. Анчах шухашламасӑр йышӑну ан тӑвӑр. Ку эрне — проектсем хатӗрлемелли тата ресурссене пайламалли вӑхӑт.

Чӳк, 15

1982
43
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
2002
23
Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...