Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи коммунистсем Социаллӑ пулӑшу центрӗ уҫнӑ. Вӑл Кӳкеҫри Теплица урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, центра пыракансем хӑйсене килӗшнӗ тумтире, пушмака, ача-пӑча валли теттесем суйласа илме пултараҫҫӗ. Центрӑн ӗҫ вӑхӑчӗ — ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен. Вӑл тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ӗҫлӗ. Сӑмах май каласан, Социаллӑ пулӑшу центрӗнче кирек кама та хапӑл туса кӗтсе илӗҫ. Тӑхӑнма чиперех, анчах хӑвӑра кирлӗ мар япаласене илсе пырсан савӑнӗҫ тата тав тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноярскри чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта вырӑнти чӑвашсен 4-мӗш съездне хатӗрленсе ирттерес ыйтӑва та кун йӗркине кӗртнӗ. Пуху кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулӗ. Съездра иртсе кайнӑ тӑватӑ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех 2021-2025 ҫулсенче туса ирттермелли палӑртӗҫ. Автономин хастарӗсене саламлӗҫ, ҫӗнӗ канаша, президента, ревизи комиссине суйлӗҫ. Умри тӗллев шутӗнче — чӑваш автономийӗн 30 ҫулхине халалланӑ концерт та. Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева халалланӑ куна та ирттерме палӑртнӑ. Мероприятие ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() limonos.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑра 5 шкул тума пуҫлама палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, регионти вӗренӳ отрасльне юсаса ҫӗнетессипе кӑҫал та ҫине тӑрӗҫ. Тӗслӗхрен, 5 ҫӗнӗ шкул тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарти «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫре пулӗҫ. Кӳкеҫ пирки каласан, унта юлашки ҫулсенче нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем чылай хӑпартрӗҫ. Шупашкар район центрне Шупашкарти общежитисенче пурӑннисем, республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи (Улатӑр, Елчӗк т.ыт.те) ҫынсем, уйрӑмах — ҫамрӑк ҫемьесем, йышлӑн пырса тӗпленнӗ. Ачасен йышӗ ӳснӗ май ҫӗнӗ шкул кирли юлашки ҫулсенче пушшех калаҫтарма тытӑнчӗ. 2021 ҫулта ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонта шкул тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() baikal24.ru сайтри сӑн Кӑштах та пулин савӑнтаракан хыпар: республикӑра кашӑлвируспа чирлисем сахалланса пыраҫҫӗ. Ӗнер 6 ҫын ҫак вируса пула вилнӗ, Паян тата сахалланнӑ – 5 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 19729 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17807-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем 900 кӑшт ҫеҫ ҫитеймен – 899 ҫын чире парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 90 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем нумайрах пулнӑ – 96 ҫын. Палӑртмалла: кӑрлач уйӑхӗнче кашни кунах 9-13 ҫын кӑшӑлвируспа пула вилнӗ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ку кӑтарту чакма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheby24.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе Шупашкарта 11-мӗш троллейбус урӑх маршрутпа ҫӳреме тытӑнӗ. Тӳре-шара ӗненетернӗ тӑрӑх, вӑл кашни 11 минутран ҫӳрӗ. Троллейбус Чапаев савучӗн чарӑнӑвӗнчен тухса Тӗп пасара ҫитӗ, унтан Вырӑс драма театрӗ еннелле кайса Энергозапчаҫе ҫитӗ, Агрегат савутӗнчен иртсе Хевеш урамне кӗрӗ, «Звездный» лавкка еннелле парӑнӗ те Пролетари урамӗпе «Трактор-3» чарӑнӑва ҫитӗ. Ӗҫ кунӗсенче Вӑйӑмлӑ агрегатсен чарӑнӑвнех кайӗ. Маршрутпа 11 троллейбус ҫурӗ. Унӑн ҫулӗ 39,7 ҫухрӑмпа танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ua-vk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тинех-тинех! Ҫаплах хакламалла ку йышӑнӑва. Чӑваш Енри «вӑрҫӑ ачисене» республикӑра ҫӑмӑллӑх пама йышӑннӑ. Тӗрӗссипе, ку ыйтӑва пӗрмай хускатнӑ. Республикӑн унчченхи Элтеперӗ ирттернӗ тӗл пулусенчен пӗринче майлӑ самантпа усӑ курса ҫак йӗркесен авторӗ те ашшӗсене вӑрҫӑра ҫухатнисене кӑшт та пулин пулӑшма май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑччӗ. «Вӑрҫӑ ачисем» пӗлтӗр пурне те кӗртрӗҫ. Ашшӗ хыҫӗнче ӳснисене те, ашшӗсене ҫапӑҫу хирӗнче ҫухатнисене те. Ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура «вӑрҫӑ ачисем» пирки аса илнӗ. Унта вӑл пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра «вӑрҫӑ ачисен» статусне ҫирӗплетнине аса илнӗ. Ҫав категорие кӗрекенсене ӳлӗмрен пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳленӗ чухне ҫӑмӑллӑх парӗҫ. Ыйту укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннине кура республика хыснине улшӑну кӗртнӗ чухне ҫавна шута илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() kazan.bezformata.com сайтри сӑн Кӑҫал «Тутарстан мисӗ» ята Чаваш Енре ҫуралнӑ хӗр ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӑл «Раҫҫей мисӗ» конкурса хутшӑнма хатӗрленет. Сумлӑ ята ҫӗнсе илекен хӗр Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче ҫуралнӑ. Диана Юнусова халӗ 18 ҫулта. Вӑл Хусан федераци университетӗнче юридици факультетӗнче 1-мӗш курсра вӗренет. Хӑй Хусантах пурӑнать. Диана Юнусовӑна сумлӑ ята тивӗҫнӗ ятпа корона тӑхӑнтартнӑ тата кӗрӗк парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче вырӑс класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗрентме «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗ темиҫе те пичетленсе тухнӑ. Ҫак кунсенче унта тата тепӗр учебник кун ҫути курнӑ. Ку вӑл — «Кала-ха» вӗренӳ пособийӗсен комплекчӗ. Ӑна таваттӑмӗш классем валли хатӗрленӗ. Кӗнеке авторӗсем – А.В. Блинов, А.В. Егорова, Л.П. Николаева, художникӗ – Ю.Ю. Лутошкина. Кӗнеке тиражӗ — 1050 экземпляр. Курс авторӗ – А.В. Блинов. «Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ грамматикӑна вӗрентес тӗллев лартман. Вӑл чӑвашла пуплеме хӑнӑхтарасшӑн. 2016-2018 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче 1–3 классем валли ҫавӑн пек пособисем пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районне кайсан Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ стеллӑна курма пулать. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Палӑртмалла: республикӑра кунашкал стеллӑсем татах пулӗҫ. Чи пысӑк комплекса Куславкка районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, вырнаҫтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче, Етерне районӗнчи Ильина Гора ялӗнче палӑксем лартма палӑртнӑ. Аса илтерер: Чаваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑр ҫынсене халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ача-пӑча театр коллективӗсен республикӑри «АВАНсцена» фестивалӗ пулассине пӗлтерет. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут иртӗ. Мероприятие Сӑр тата Хусан чиккисене чавма хутшӑннисен ҫулталӑкне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. VI фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен пырӗ. Конкурс теми — «Тӑван чӗлхене шанатпӑр!». Фестивале тӗрлӗ енпе тата стильпе ӗҫлекен ушкӑнсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хутшӑнакансен ҫулӗ 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулччен пулмалла. Ӗҫсем вырӑсла, чӑвашла, республикӑра пурӑнакан ытти халӑх чӗлхипе пулма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |