Республикӑра
![]() md-gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ пресс-секретарь шырать. Аса илтерер: ҫак должноҫе йышӑннӑ Александр Кузин ӗнер, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫрен пӑрахнӑ. Пресс-секретарӗн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Сӑмахран, «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» енӗпе, «Юриспруденци», «Истори», «Филологи», «Журналистика», «Реклама тата халӑхпа ҫыхӑну тытасси», «Телевидени», «Медиакоммуникаци». Патшалӑх граждан службинче е специальноҫпа тӑватӑ ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ. Резюмене kadr@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +7 (8352) 64-20-00 (хушма номер 6055). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юлашки вӑхӑтра республикӑра икӗ ача йытӑ ҫыртнинчен шар курнӑ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри – Шупашкартан, тепри – Сӗнтӗрвӑрринчен. Иртнӗ эрнере тухтӑрсем патне йытӑсенчен шар курнӑ тӑватӑ ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – шӑпах ҫак ачасем. Шупашкарти 3 ҫулти арҫын ачана йытӑ ҫыртнӑ. Сӗнтӗрвӑрринче 11 ҫулти арҫын ача йытӑран шар курнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа васкавлӑ медицина службинчен 52 ҫын чӗрчун ҫыртнӑ хыҫҫан пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Шевлягин Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан 234-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Документпа ӗҫлӗ хутсен ярӑмӗнче паллашма пулать. Хушӑва та паян алӑ пуснӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери архитектура кунӗнче, министерство ӗҫченӗсем Александр Шевлягина чысланине эпирпӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Любовь Казанцева Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хормейстерӗ Любовь Казанцева юбилейне паллӑ тӑвать. Кун пирки культура учрежденийӗ Фейсбукра та, хӑйӗн сайтӗнче те хыпарланӑ. Анчах миҫе ҫул тултарнине ниҫта та, ҫав шутра сайтра Любовь Казанцева биографийӗпе паллаштаракан ярӑмра та кӑтартман. Мӗн тӑвӑн, ҫула пурте пӗлтересшӗн мар-тӑр. Любовь Петровна вунӑ ҫул ытла театрти мӗнпур оперӑна, опереттӑна, музыка юмахне лартма хутшӑнать. Вӗсем ӑнӑҫлӑ пулса тухасси хормейстер ӑсталӑхӗнчен пултарулӑхӗнчен, сценӑна чунтан парӑннинчен нумай килет. Любовь Казанцева Ф.П. Павлов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи дирижерпа хор уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 8-мēшēнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чи хаклӑ пуянлӑх» премьера иртӗ. Юхма Мишши ҫырнã истори халапне Чãваш Республикин искусствãсен тава тивēҫлē деятeлē Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ. Театр Фейсбукра ҫӗнӗ ӗҫ пирки ҫаларах хыпарланӑ: «Этемлӗх ӗмӗрӗнче ҫут тӗнчерен мӗн чухлӗ халӑх ҫухалнӑ-ши! Вӗсен кашнийӗн хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ: культури, чӗлхи, йӑли-йӗрки пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ тӗрлӗ ахӑрсамана витӗр хурҫӑ пек туптанса тухса хӑйне хӑй упраса хӑварма пултарнӑ. Мӗнле майпа? Несӗлсем пилленӗ чи хаклӑ пуянлӑха – ӑс-хакӑл ҫирӗплӗхне, вӑй-халне, вышкайсӑр паттӑрлӑхне – ҫухатманнине пула. Пирӗн, паянхи кун пурӑнакансен, чӑваш халӑхӗ малашне те пултӑр тесен ҫакна тӗпе хумалла та. «Чи хаклӑ пуянлӑх» истори халапӗ чӑвашсен иксӗлми вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗсене уҫса кӑтартать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Станислав Сатур поэт «Эпӗ» виҫе» тата «Юхӑмра» кӗнекесене Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне тата муниципалитет библиотекисене парнеленӗ. Вулавӑшсем валли автор 200-шер экземпляр уйӑрнӑ.Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатур сӑвӑҫӑн «Эпӗ» виҫе» ятпа кӗнеке пичетленнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2019 ҫулхи кӗркунне пӗлтернӗччӗ. Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Станислав Сатур пултаруллӑ поэт ҫеҫ мар, драматург та, публицист та. Вӑл «Икӗ тапӑр хушшинче», «Ҫил ҫӑварӗнчи йӑва» пьесӑсем ҫырнӑ. Композиторсем унӑн сӑввисене кӗвӗленӗ. Вырӑс юррисене вӑл 200-е яхӑн ч чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — В. Боковӑн «Оренбург мамӑк тутӑрӗ», Р. Гамзатовӑн «Тӑрнасем», Л. Дербеневӑн «Йӑлт иртет» ата ыттисем. Поэтӑн тп кӗнекисем: «Чӗре хӗлӗхӗсем», «Сӑмах», «Чун вӗҫевӗ» тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Канашри нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти ҫуртсене те тӗрӗслӗҫ. Асӑннӑ ҫуртра 2019 тата 2020 ҫулсенче юсав ирттернӗ, ҫивиттие те юсанӑ. Ҫав ҫивитти пӗр сехет ҫурӑра кӗлленнӗ. Виҫӗм ҫул унта инженери сечӗсене улӑштарнӑ, пӗлтӗр — ҫивиттие. Юсав организацийӗ ҫутӑ пӑралукне епле ылмаштарнине, ҫивиттие вут-кӑвартан асӑрхамалли ӗҫе мӗнлерех пурнӑҫланине, епле материалпа усӑ курнине, технологие пӑхӑннине специалистсем ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ. Канашри ҫав ҫурта тӗплӗн юсанӑ компани асӑннӑ хулари тата тепӗр 7 ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, Тӑвайӗнче — 1 ҫуртра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫӑва ҫинчи тимӗр картасене вӑрланӑ. Вӑл унччен фитнес-тренерта ӗҫленӗ. Малтанах суд ӑна тӳрленмелли ӗҫсене яма йышӑннӑ. Анчах Аслӑ суд йышӑнӑвне улӑштарнӑ – колоние ӑсатмалла тесе приговор вуланӑ. Арҫынна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ку хура ӗҫе тунине тимӗр йышӑнакан пунктра масар ҫинчи картасен пайӗсене курсан асӑрханӑ. Арҫынна тытса чарсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 29 эпизодпа айӑпланӑ. Арҫын 400 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑрланӑ тимӗре туртса илнӗ, 300 пин ытла тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарьне Александр Кузина ӗҫрен хӑтарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Пресс-секретарь тивӗҫне халӗ Пресс-служба тата протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ Валентина Алексеева пурнӑҫлать. Александр Кузин хӑй вӑхӑтӗнче «Российская газета» хаҫатра ӗҫленӗччӗ. Олег Николаевӑн пресс-секретарӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Пӗр вӑхӑт Михаил Игнатьев Элтеперпе ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл Информаципе аналитика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Кузин ӗҫрен каяс шухӑша хӑй тытнӑ. Сӑмах май каласан, Кузин тата республикӑн цифра аталанӑвӗн тата информаци политикин министрӗ Кристина Майнина пӗр чӗлхе тупайман-мӗн. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Ен Правительствин «Тиктокра» аккаунт пурри пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗрремӗш видеона пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене каллех кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хальхинче 9600 доза ҫитнӗ. Пӗтӗм парти пӗр дозӑллӑ ампулӑсенче. Кусем мобильлӗ пунктсенче усӑ курмашкӑн меллӗ. Палӑртмалла: пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна 59494 доза вакцина килнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне республикӑри 43 пин ытла ҫын кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Вӗсенчен 29 ытла пинӗшӗ икӗ компонентне те тутарнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре мобильлӗ пунктсем ӗҫлеҫҫӗ. Унта маларах ҫырӑнмасӑрах кашӑлвирусран прививка тума килме юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |